Сывлăха çирĕплетеççĕ, тавра курăма ỹстереççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2023, 21:28 Просмотров: 250

 Муниципалитет округĕнчи шкулсенче çуллахи лагерьсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче 694 ача канмалла. Çитĕнекен ăру 21 кун сывлăхне çирĕплетĕ, вĕрентỹ, культура, спорт тата ытти мероприятисене хутшăнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, тулли пурнăçпа пурăнĕ.

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти лагере пĕрремĕш тата саккăрмĕш классенчен вĕренсе тухнă 35 ача çỹрет. Кунти пурнăç хаваслă та интереслĕ иртнине пĕринчен тепри кăмăллăн каласа параççĕ. Ачасем икĕ отряда уйрăлнă: "Орлята" тата "Подростки". Лагерь уçăлнă ятпа вĕсем концерт лартнă. Стена хаçачĕ кăларнă. Мероприятисен планĕвара тулли те пуян. Ачасен пĕр ушкăнĕ Йошкар-Олана çитсе килнĕ. Хулари паллă вырăнсенче пулнă. Теприсем Шупашкара çул тытнă. Кунта курса тĕлĕнмелли татах та нумай: музейсем, скверсем, парксем, анлă Атăл юхан шыв çыранĕ тата ытти те.

- Мероприятисен планне маларахах çирĕплетрĕмĕр. Куна куллен ирхи зарядкăран пуçлатпăр. Воспитательсем черетленсе ачасемпе тĕрлĕ темăпа калаçу ирттереççĕ. Пĕринче çул-йĕр çинче мĕнле тытмаллине аса илтĕмĕр. Тепрехинче шыва кĕнĕ вăхăтра асăрхануллă пулмалли пирки сăмах пуçартăмăр. Пушар хăрушлăхĕ те, уçă кантăк та ан сехĕрлентертĕр ачасене. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллаççĕ пурте. Çут çанталăк пуянлăхне упрамаллине те тĕпе хутăмăр. Пит-куçа, алла таса тытмаллине те аса илтерсех тăратпăр. Телефон тата компьютер уссипе сиенĕпирки пуçарнă калаçăва кашни ача хутшăнать.

"Точка роста" кабинечĕ те уçах,- каласа парать лагерь начальникĕ Елена Максимова.

Илĕртỹллĕ экскурсисене вырăнта та йĕркелеме пулать. Çывăхри вăрманта мĕнле йывăç-курăк çеç ỹсмест. Чĕр чунсем, вĕçен кайăксем пирки пĕлме пулать. Сывлăшĕ уçă та таса. Ял библиотекине, Патăрьелĕнчи кинотеатра, "Çăкăр" музейне çитесшĕн.

 Александр Пушкин поэт çуралнă кунне паллă тунă май викторина ирттерчĕç. Çакă мĕн вĕреннине çĕнĕрен аса илме, пĕлменнине тĕпчеме май пачĕ.

 "Хĕвеллĕ" уçланкăра иртнĕ муниципалитетри çитĕнекен ăрăвăн Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă Акатуй-Сабантуйĕнче пулчĕç. Гитаристсемпе юрăçсен ушкăнĕ унти сцена çине çĕнĕ юрăпа тухрĕ. Çавăн пекех Раççей кунне халалласа лагерьте флешмоб йĕркелерĕç, концерт та иртрĕ.

Лагере йышлă ачаллă çемьесенчен икшерĕн çỹрекенсем те пур. Аппăшĕсемпе йăмăкĕсем, пиччĕшĕсемпе шăллĕсем пĕрле пулнишĕн ашшĕ-амăшĕ те хĕпĕртет.

Кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ ачасене. Меню пуян. Тĕрлĕ пăтă, яшка, салат, пахча çимĕç, улма-çырла, пылак шыв тата ытти черетленет.

- Лагере çỹрекен ачасем хăйсене ирĕккĕн тытаççĕ. Шăнкăравпа урока кĕмелле мар вĕсен. Вулама, çырма, сăвă вĕренме, киле ĕç илсе каясси çук. Тавра курăма аталантарма вара пулатех. Кам мĕн пĕлнине, курнине, илтнине ушкăнпа сỹтсе яватпăр. Ачасен 100 ыйтăвне 100 хурав шыратпăр. Чăн-чăнах сывлăха çирĕплетмелли кану лагерĕ çакă,- тет Индира Тихонова воспитательница.

 Пушă вăхăт çукпа пĕрех ачасен. Спорт вăййисем, хаваслă стартсем, конкурссем йĕркелеççĕ воспитательсем. Алă ĕçне хăнăхтармалли занятисем те пулаççĕ.

Хаклав

Ирина ЛЯКОВА:

- Икĕ хĕрĕм те ачасен шкулти çуллахи кану лагерьне çỹренишĕн хĕпĕртетĕп. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне вĕсем аслисен тимлĕхĕнче пулни паха. Канаççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ, тус-юлташпа çывăхланаççĕ. "Вĕрентỹ" наци проектĕнче çакна тимлĕх уйăрнине ырлатпăрах.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика