Аслă Чементи вăтам шкул интереслĕ те тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшать. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем патшалăхăн вĕрентỹ стандарчĕсем ыйтнине пурнăçа кĕртсе пырассине мала хураççĕ.
Чĕрĕк ĕмĕр каялла йĕркелесе янă музей шкулсенчи краеведени музейĕсен реестрне кĕнине çирĕплетекен сертификат илнĕ. Çулсеренех çĕнĕ экспонатсемпе пуянланнисĕр пуçне кунта час-часах уçă уроксем иртеççĕ. Çитĕнекен ăрăва ĕлĕкхи япаласемпе паллаштарнипе çеç çырлахса лармастпăр. Аслă ăрури хисепе тивĕçнĕ çынсемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр, вĕсемпе хутшăнма хăнăхтаратпăр. Аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амă- шĕ мăнукĕсемпе ачисене унти ĕç хатĕрĕсемпе усă курма, ĕçлеме вĕрентет.
Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тата çарпа патриотла воспитани парасси çине тимлĕх уйăрнă май "Астăвăм" клубăн тỹпи пысăк пулнине палăртмалла.
Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе канма килсен тĕл пулу йĕркелесси те вăйра. Унта пуçне хунă Александр Тимайкин ячĕпе "Паттăр парти", Асăну хăми уçни шкул ачисене Тăван çĕршыва юратма, ăна кирек хăш вăхăтра та хỹтĕлеме хатĕр пулма вĕрентет тесе шутлатпăр.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсем çинчен тĕпчев ĕçĕсем ирттерсе халиччен пĕлмен нумай çĕнĕлĕх тупса палăртни те шкул ачисемшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç.
Цифрăпа информаци ĕмĕрĕнче пурăннă май, "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уçăлнă "Точка роста" икĕ кабинечĕ те туллин ĕçленине палăртмалла. Робототехника кружокĕ килĕшнĕрен, ачасем уроксем хыççăн та физика кабинетне кăмăлласах çỹреççĕ. Химипе биологи кабинетĕнче те тăтăшах пурнăçпа тачă çыхăннă лаборатори тĕпчевĕсем йĕркелеççĕ.
Кашни ачарах хăйне майлă ăсталăхпа пултарулăх пур. Вĕсене тупса палăртма, малалла аталантарса пыма çеç пĕлмелле. Театр искусствине кăмăллакансем валли шкулта "Овация" студи ĕçлет. Вăл та Пĕтĕм Раççейри шкул театрĕсен реестрне кĕнине çирĕплетекен сертификата тивĕçнĕ. "Овация" театр студине çỹрекен аслă классенче вĕренекенсем çеç мар, кĕçĕн класрисем те муниципалитет тата республика шайĕнче иртекен чылай конкурсра çĕнтерỹçĕ е призер пулаççĕ.
"Сывă ăру" ятпа йĕркеленĕ спорт клубĕнче те шкул ачисем йышлă. Тĕрлĕ секцине çỹрени сывлăха çирĕплетет. Интернет уçлăхĕнче нумай ларса çухалса каясран та хăтарать. Шкулта вĕренекен ачасем спортра пысăк çитĕнỹсем туни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех ирсерен 10 минутлăх хусканусем тăвасси тахçанах йăлара.
Çỹлерех асăннă ырă ĕçсемпе пулăмсене çутатса парас тĕллевпе "Шкул хыпарĕсем" медиацентр ĕçне йĕркелесе яни виççĕмĕш çул. Стена çумне çирĕплетекен хаçата калăпланипе çеç мар интернетри социаллă сетьсенче те, шкул сайтĕнче те тĕрлĕ хыпарпа çийĕнчех паллаштарма тăрăшаççĕ журналистика ĕçне кăмăллакансем.
Йыш сахалтарах пулсан та самана таппипе тан утма, вăхăт ыйтнине пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр.
ЛИДИЯ БАСОВА, вĕрентекен
Ноябрь 2024 |