РЕДАКЦИРЕН:Аслă Чементе çуралса ỹссе мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Шăмăршă район хаçатĕнче журналист пулса ĕçленĕ Иван Медведева "Авангард" хаçата вулакансем лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Иван Ананьевич хальхинче те редакцие пушă алăпа килмен. Ентешĕмĕр Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене черетлĕ повеçне сĕнет.
1. РЯЗАНЬ хулинчи культура институчĕн культурăпа çут ĕç факультетĕнче юлашки курсра ăс пухакан, общежитин пысăках мар пỹлĕмĕнче пурăнакан Вадим Долинин паян яланхинчен каярах вăранчĕ. Çырă çỹçлĕ, хăмăр куçлă чăваш каччи ĕнер институтран таврăнсан васкавлăн апатланчĕ те, патшалăхăн диплом умĕнхи черетлĕ экзаменне тĕплĕн хатĕрленес тĕллевпе, тỹрех кĕнеке тытрĕ, ăна çур çĕр çитичченех алран ямарĕ. Июнь уйăхĕн форточкăран кĕрекен чечек-курăк шăршиллĕ уçă варкăшĕ çывăх кунсенчех методист-йĕркелỹçĕ дипломне илме ĕмĕтленекен çỹллĕ пỹ-силлĕ йĕкĕте пĕлỹ тĕнчинче ывăнмасăр çỹреме хавхалантарса тăчĕ. Калама кăна: Раççей аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕнче - 1994 çулта - вĕсем институт пĕтерсе çĕршыври культура учрежденийĕсене саланаççĕ, çынсене сцена ăсталăхĕн асамлăхĕпе тыткăнлама пуçлаççĕ. Сехет йĕппи çĕнĕ кун пуçланнине систерсе шанклатса илсен кăна Вадим, тутлă ыйхă тенкел çинчех хăйĕн ытамне илме пуçланине туйса, кĕтесри кравать патнелле утр
Ирхине чỹрече каррине уçсанах Вадим пилĕк-ултă хутлă çуртсен картишĕнче хĕрарăмсем хыттăн калаçнине, пĕр-пĕрне пỹлсех темле пăтăрмахлă ыйтăва сỹтсе явнине илтрĕ.
- Çар формиллĕ çамрăк, ураран ỹкичченех эрех ĕçсе лартнăскер, хỹме çумĕнчи çỹллĕ вĕлтĕренпе эрĕм хушшинче ним туйми харлаттарать, - аллине унталла та кунталла сулкаларĕ тулли пỹ-силлĕ хĕрарăм.
- Йытта уçăлтарас теcе тухрăм та, вăл алăри кантăрана карт! туртса илсе тỹрех кĕтесри хытхура патнелле ыткăнчĕ, - çинçе сасăпа калаçрĕ типшĕмрех карчăк. - Пырса пăхатăп та - çар çынни ỹсĕр вырта парать.
- Халĕ çеç милицие шăнкăравларăм! - подъездран тухсанах кăшкăрашма тытăнчĕ пенси çулне çитнĕ самăр хĕрарăм.
- Часах автомашинăпа килсе çар çыннине тытса каятпăр, терĕç.
"Çар çынни" тенине илтсенех Вадим, пилĕк çул каялла хăй те пограничник пулса службăна вĕçлесе таврăннăскер, çав тери пăлханса кайрĕ. "Ăна халех тухса вăратмалла, хамăн пỹлĕме илсе килсе урăлтармалла, - мĕлтлетсе илчĕ пуçра шухăш сĕвĕмĕ.
- Тен, вăл офицер та пулма пултарать. Пурнăçра кам йăнăшмасть? Милицие çакланнă хыççăн вара офицер служба пусмипе çỹлелле хăпарасси пỹлĕнсе ларать. Кунашкал тĕслĕхе службăра пулнă чухне курнăччĕ..." Такам команда панăн, пограничниксен заставинчи чухнехи евĕр, Вадим хĕрĕх пилĕк çеккунтрах тумланчĕ те, картишелле вирхĕнчĕ. Пилĕк хутлă çурт умĕнчи сак çинче ларакан пенсионеркăсем аллисене сулла-сулла, пуçĕсене пăркала-пăркала калаçнине курмасăр-илтмесĕр тỹрех вĕлтĕренпе хупах ашкăрса кайнă вырăналла чупрĕ. Унта икĕ аллине пичĕ çине хурса лăпкăн тĕлĕрекен кĕçĕн лейтенанта курсан, ăна шелленипе, куçĕнче куççуль пăчăртанчĕ, чĕри, милици сотрудникĕсем халь-халь килсе çитессе туйса, канăçсăррăн тапма пуçларĕ. Юнашарах выртакан хĕрлĕ кăшăллă карттуса алла илнĕ хыççăн офицер кĕпин пакунĕ çинчи эмблемăна тимлесе пăхрĕ те, тỹрех ăнланчĕ: полкри çар дирижерĕ е салтаксен клубĕн начальникĕ.
- Кĕçĕн лейтенант юлташ, - хул пуççирен тытса, ăна ерипен силлесе илчĕ Вадим, - тархасшăн, вăрансамăр... Лешĕ хăнк та туманнине кура, Вадим ăна хулĕнчен çатăрласа тытрĕ те енчен енне хыттăн силлеме тытăнчĕ.
- Кĕçĕн лейтенант юлташ, эпĕ хам та салтакра пулнăскер, сире, офицера, инкекрен хăтарас тетĕп.
- Боец, кайма пултаратăн ман умран, - типнĕ тутине аран-аран хускатса илчĕ çар çынни.
- Музыкант юлташ...
- Çапла, эпĕ - музыкант. Тĕрĕсрех каласан - салтаксен клубĕн начальникĕ, - хăйне вăратнипе кăмăлсăррăн мăкăртатса илчĕ çар çынни.
- Кĕçĕн лейтенант юлташ, ăнлансамăр: хĕрарăмсем милицин дежурнăй чаçне шăнкăравланă, вĕсем часах автомашинăпа кунта килеççĕ, сире, ỹсĕрскере, тытса каяççĕ.
- Милици? Ăçта милици? - тинех тăна кĕрсе, офицер çĕр çинчен ваш! сиксе тăчĕ те, унталла та кунталла пăхса илчĕ.
- Халĕ эпĕ пурăнакан студентсен общежитине каятпăр, унта çывăрса урăлнă хыççăн вара килелле çул тытăр, - терĕ ăна чăваш каччи.
- Ăнлантăм... - тинех пĕтĕмпех тăна кĕрсе çитнĕскер, офицер хĕрарăмсем çине пăхмасăр, пуçне тепĕр еннелле пăрса, хăй ỹсĕр выртнишĕн вăтанса Вадимпа пĕрле танкăшрĕ.
- Пăхатăп та, сана, хусаха, кунта пурăнма условисем начарах мар, - пỹлĕме тĕплĕн пăхса çаврăннă хыççăн сĕтел умĕнчи хыçлă тенкел çине лаш! ларчĕ урăлас енне кайнă çар çынни.
- Паллашар: мана Валерий тесе чĕнеççĕ, хушаматăм - Окулов. Свердловск облаçĕнчи рабочисен паççулккинче çуралса ỹснĕ.
- Эпĕ - Вадим Долинин, Чăваш Республикинче çуралса ỹснĕ, - аллине кăмăллăн тăсрĕ каччă. - Эсир Рязане...
- Кунта - Рязане - призыв йĕркипе çар службине илсе килчĕç. Икĕ çултан, служба срокне вĕçленĕ хыççăн, мана, музыка училищи пĕтернĕскере, полкри салтаксен клубĕнче вокалпа инструментсен ансамбльне йĕркелесе янăскере, чаçри кадрсен пайĕнче службăна малалла тăсма сĕнчĕç. Эпĕ килĕшрĕм.
- Апла пулсан, эсир малтан прапорщиксен шкулне вĕренме кайнă ĕнтĕ, - кăсăкланчĕ Вадим.
- Çапла. Ултă уйăхран прапорщик званийĕ илсен салтаксен клубĕн начальникĕ пулма çирĕплетрĕç. Капитан должнăçĕнче ĕçленĕ май, хам специальноçпа аслă пĕлỹ кирлине туйса, куçăмсăр майпа Рязаньти культура институтне вĕренме кĕтĕм. Тăватă курс пĕтерсен кĕçĕн лейтенант званийĕ пачĕç. Пĕлтĕр институтра диплом илтĕм...
Малалли пулать
Ноябрь 2024 |