Сывлăх сыхлавĕнче телемедицинăна ĕçе кĕртни витĕмлĕ пулăшу парать. Çавна май унпа çыхăнса кирек хăш ыйтупа та ытти специалистсемпе канашласа илме пулать. Пĕр-пĕрин ĕç опытне усă курма май пур.
Хальлĕхе телемедицина тухтăрпа тухтăра (клиника шайĕнчи специалистпа), тухтăрпа фельдшера, тухтăрпа пациента çыхăнма май парать. Сипленекен çын сывлăхне специалист кун пек чухне вăхăтран вăхăта тĕрĕслесе тăма пултарать.
Çулталăк пуçланнăранпа районти тĕп больницăра ĕçлекен специалистсем пĕр-пĕринпе телефонпа çыхăнса 741 консультаци илме, пама пултарнă. Вĕсенчен 309-шĕнче фельдшерсем врачсем патне тухнă. Тепринче 127 пациента кирлĕ сĕнỹсем панă.
Акă мĕнлерех хаклать çакна Тикешри фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерици Эльвера Махмутова: "Пирĕн пата пулăшу ыйтма пынă пациента çийĕнчех кирлĕ сĕнỹсем пама пултарни савăнтарать. Ватă çынсен тĕп больницăна кайса çỹресси çук. Сиплев курсне вырăнтах пуçăнма пулать".
Медицинăри цифровизаци тивĕçтерỹсен пахалăхне лайăхлатать, ĕç вăхăтне перекетлет. Пациентăн электронлă карттипе усă курма май парать.
Сывлăх сыхлавĕн сферин никĕсĕ çинче информаци системин цифрлă контурне туса хуни регионти сиплев программине пурнăçа кĕртнĕ пысăк çитĕнỹ. Унпа малашне те тĕллевлĕ усă курма тăрăшатпăрах.
Фирия ХАФИЗОВА, районти тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ
Ноябрь 2024 |