Кăçал çуркунне ир килнĕрен вырма та ытти çулхинчен маларах пуçланасси куç умĕнче: тыр-пул сарăхма пуçларĕ. Хуçалăх ертỹçисем çанталăк çакăн пекех шăрăх тăрсан çывăх вăхăтра яваплă тапхăра пуçăнасси пирки те калаççĕ. Тухăçа çухатусăр тата инкек-синкексĕр пухса кĕртес, яваплă тапхăра ăнăçлă ирттерсе ярас шутпа ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче йĕтемсемпе тырă управĕсене, аллакан, тырă пухса çапакан машинăсене тата ыттине те вырмана хатĕр пулнине тĕрĕслес тĕллевпе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн ятарлă комисси рейдсем ирттерет.
Вăл июлĕн 3-мĕшĕнче пуçланчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Воробьев (председатель) тата çак пайри Ирина Хадарова тĕп специалист, патшалăх техника надзорĕн муниципалитет округĕн инспекторĕ Сергей Сафьянов, "Россельхозцентр" учрежденин филиалĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн тĕп агрономĕ Юрий Кошкин пĕрремĕш кунхине "Батыревский" пĕрлешỹре, "Корма" çĕр ĕç фирминче, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче, Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче пулчĕç. Пуринче те комбайнсене юсанă, тырă йышăнакан складсене тасатса дезинфекциленĕ. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук.
Комисси членĕсем "Труд" хуçалăхăн техника паркне те çитрĕç. Хуçалăхра кăçал вырмана икĕ комбайн хутшăнать: ДОН-1500 тата ACROS 550. Вĕсенчен пĕри юсавлă, теприне вара кăшт тирпейлемелле. Патшалăх техника надзорĕн муниципалитет округĕн инспекторĕ Сергей Сафьянов кăтартнă çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерессине пĕлтерчĕç.
Хуçалăхра комбайнерсем çĕнĕ çынсем мар. Александр Васильев 33 çул вырмана хутшăнать, ытти чухне фермăра арманта тăрăшать. Хăйне шаннă ĕçе вăл тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе палăрса тăрать.
Яваплă тапхăрта "карап" хуçисене вĕри апат хиртех çитереççĕ.
- Тыр-пула çухатусăр пухса кĕртессишĕн, ĕççие инкек-сикексĕр ирттерсе ярассишĕн тăрăшмалла. Хире тухиччен механизаторсемпе, водительсемпе тата ытти ĕçченсемпе те ĕç сыхлавĕпе инструктаж ирттермелле. Механизма сỹнтермесĕр юсама пуçăнмалла мар. Техника çунма пуçланă тĕслĕхсем те пулаççĕ, çавна май уйра, пĕрлех комбайн çинче те шыв кирлех. Унсăр пуçне çулăма сỹнтерекен ятарлă хатĕрсем алă айĕнче пулмалла. Хăш-пĕр хуçалăхра комбайн çине те хăйăр вырнаçтарнă, - терĕ Сергей Геннадьевич пухăннисене вырмана ăнăçлă ирттерме ăнăçу суннă май. Пĕрлех усă курман, кивелнĕ техникăна шутран кăлармалли пирки те аса илтерчĕ.
Комисси членĕсем "Труд" хуçалăхăн кĕлечĕсенче, йĕтемĕнче пулчĕç. Кунта тасалăх хуçаланать. Пĕрчĕллĕ культурăсене паян тесен паян кĕтсе илме хатĕр, шăши-йĕкехỹререн, хурт-кăпшанкăран дезинфекцилемелли çеç тăрса юлнă. Куçакан фонда - урпа, тулă, пăрçа - уйрăм хунă. Тырă аллакан агрегатсене юсанă.
Çак кунах Çĕньял территори уйрăмĕнчи комбайнсене те тĕрĕслев витĕр кăлармаллаччĕ. Шел пулин те, вĕсем хатĕр маррипе пĕрне те хаклама май пулмарĕ.
Рейд июлĕн 13-мĕшĕчченех пырать, комисси кашни хуçалăха, территори уйрăмне çитет.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Ноябрь 2024 |