Турханта Алексей Кокель ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери "Наци ỹнер искусстви - халăхсен туслăхне çирĕплетекен фактор" ХVI пленэр хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Кăçалхине паллă ентеше, ăста ỹнерçе Алексей Кокеле тата Степан Эрьзя скульптора халалланă. Турханти вăтам шкулта курав йĕркеленĕ. Пленэр ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Алексей Кокеле пула тĕрлĕ проект пурнăçа кĕнине, Раççей картти çинче курăнман пĕчĕк çĕршыв ячĕ тĕнчене саланнине палăртрĕ. Ỹнерçĕсен асамлă ăсталăхĕ çынсене хавхалану кỹнине асăнчĕ.
Пленэра паллă ỹнерçĕсем Чăваш Енрен çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, Беларуç çĕршывĕнчен хутшăннă. Алексей Афанасьевич çуралнă тăрăхра вĕсене пĕр-пĕринпе курнăçма, ĕç ăсталăхне илме, çакă ырă асаилỹсем хăварма май панă. Кокель çĕршывне 192 художник килсе курнă. Вĕсем 1000 ỹкерчĕк тунă. Хăйсен ĕçĕсене çуралнă кĕтесĕсене илсе кайса кунта пурăнакансен пурнăçĕпе паллаштарнă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн Леонид Черкесовăн саламне социаллă политика комитечĕн председателĕн çумĕ Ксения Семенова илсе çитерчĕ.
Пленэр кураторĕ, культурологи докторĕ, Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн профессорĕ, культурăпа искусствăн тĕнчери академийĕн член-корреспонденчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Васильев пленэрсем ирттерес ĕçре муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тỹпи пысăк пулнине палăртрĕ. Çавна май Турханта çулленех вуншар ỹнерçĕ пуçтарăннине, çак ĕçе çамрăксене явăçтарма май пулнине пĕлтерчĕ. Музей çуртне реставрациленине ырларĕ.
Пленэра 12 ăста ỹнерçĕ хутшăннă. Çав йышра Александр Алавердиев, Тутарстан Республикин Художниксен канашĕн членĕ Марина Бодрина тата Художниксен канашĕн членĕ Александр Васильев, Раççей Художникĕсен канашĕн членĕ Ирина Кочергина, ыттисем те. Шупашкартан, Тюменьрен, Орелтан, Мускавран, Хабаровск крайĕнчен, Беларуç çĕршывĕнчи Витебскран килнĕскерсем Чăваш Ен тата Мордва Республикисен çут çанталăк илемĕпе киленнĕ. Вĕсем пир çине пейзажсем, ял урамĕсене, кунта пурăнакансен сăнарĕсене ỹкернĕ. Мастер-классем ирттернĕ.
Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн ỹнерçĕсен Турханти филиалне çỹрекенсене ертсе пыракан Валентин Сергеев пултаруллă ентешĕмĕр Кокель ячĕ ĕмĕр асăмра юлнине ырларĕ.
Тепĕр чухне таврари илеме эпир сăнамастпăр та, ỹкерчĕк çинче вара мĕнле илĕртỹллĕ вăл. Хальхинче пленэра хутшăннă ỹнерçĕсем шăпах вĕсене сăнланă та. Пĕринчен тепри паха вĕсем. Ĕçсене вăтам шкул спорт залне вырнаçтарнă. Унта ăсталăх шкулĕн филиалне çỹрекенсен ỹкерчĕксене те тăратнă.
Пленэр çитĕнекен ăрăва пуçламăш ĕçĕсене тума, аслисенчен ăсталăх илме, хăйсен тавра курăмне анлăлатма май пачĕ.
Ытти çулсенче ỹнерçĕсем Турханта çеç пулнă. Кăçал вара вĕсем Степан Эрьзя çĕршывне те (Мордва Республики) çитнĕ.
Хаклав
Александр Васильев, Тюмень:
- Чăваш Ене эпĕ иккĕмĕш хутчен килтĕм. Маларах Шупашкарта (асатте çавăнтан) пулнăччĕ. Ачалăхăм манăн та ялта иртнĕ. Пленэр питĕ кăмăла кайрĕ. Вырăнти ăсталăх шкулĕн директорĕн çумĕнче ĕçлетĕп пулсан та хама кирлине сахал мар илтĕм. Ялти уçă сывлăш, таврари илем, çынсен тараватлăхĕ питĕ килĕшрĕ. Экскурсисем асра юлĕç. Пуриншĕн те тавах.
Александр Алавердиев, Витебскри художество шкулĕн преподавателĕ:
- Ирпе хĕвелпе тăрса вăл аничченех ĕçлеме май пулчĕ. Веçех ĕç ăшне путнăран кунсем иртни те сисĕнмерĕç. Ỹкерчĕксем чĕррĕн тухрĕç. Турхансем хăнасене тарават. Татах та килсе курас кăмăл пур. Пĕрле Витебск университечĕн студентне Егор Алексеева илсе килтĕм. Çамрăкăн савăнăçĕ иксĕлми. Малашлăхра çакнашкал Кокель пленэрĕн географине анлăлатасси пирки сăмах пулчĕ кунта. Пирĕн пата та пырса курмалла пултăр.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |