Иван МЕДВЕДЕВ
Малалли Çак пăтăрмах мĕн тери пысăк инкекпе вĕçленме пултарнине халĕ, хăйĕн куçĕпе курса ĕненнĕ хыççăн, офицер институтăн ыранхи выпускникĕн аллине хĕрỹллĕн чăмăртаса, пĕр вĕçсĕр шăпăртатакан куççульне шăла-шăла: "Тавах сана, чăваш каччи, тавах мана пурнăç çил-тăвăлĕнчен хăтарса хăварнăшăн", - терĕ.
Кĕçĕн лейтенант ерипен лăпланса каллех тенкел çине ларчĕ, çав-çавах шывланакан куçне сăмса тутрипе шăла-шăла илчĕ.
- Енчен милици сотрудникĕсем тытса кайнă пулсан манăн служба карьери пĕтетчĕ, туслă çемьене те пысăк йывăрлăх кĕтетчĕ, - ерипен пуçларĕ хăйĕн калаçăвне кĕçĕн лейтенант. - Тепĕр уйăхран, срок çитнĕ май, округран мана лейтенант званийĕ пани пирки приказ килмелле. Юратнă мăшăрăм, Светлана, çулталăк каялла ывăл çуратнă май, икĕ уйăхран пире хулара икĕ пỹлĕмлĕ хваттер уйăрма палăртнă. Милицие çакланнă пулсан çак ырă пулăмсем пĕтĕмпех арканатчĕç. Çавна май сана тав тума сăмахсем те çитмеççĕ...
- Пĕтĕмпех ăнланатăп, кĕçĕн лейтенант юлташ, эпĕ хам та икĕ çул призыв йĕркипе службăра тăнă-çке. Офицерсем - хăйсен пурнăçне Тăван çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăнтарнă çынсем - маншăн чи хисеплисем. Вăхăтлăха йăнăшасси хуть камăн та пулма пултарать. Ырă ĕç ырăпах таврăнать, теççĕ, усал ĕç - усалпах. Çакна эпĕ çирĕп ĕненетĕп. –
Çак пăтăрмахра чунăма пуринчен те ытларах ыраттаракан ыйту, паллах, мăшăрăмăн шанăçĕнчен тухса ỹкнипе çыхăннă пулĕччĕ. Светлана мана юратса икĕ çул каялла качча тухнă, эпĕ служба пусми тăрăх ăнăçлă хăпарса пырасса та çирĕп ĕненнĕ.
- Санăн арăму Рязань хулинченех-и вара? - кăсăкланса ыйтрĕ Вадим.
- Светланăпа иксĕмĕр Свердловск облаçĕнчи пĕр паççулккăрах çуралса ỹснĕ, пĕр класрах вĕреннĕ, - васкамасăр калаçрĕ Окуловэ
- Светлана шкулта чи хитре хĕрсенчен пĕриччĕ, ун хыççăн нумай каччă чупатчĕ. Анчах вăл пĕрне те хăйĕн çывăхне пыртармастчĕ.
- Сана кĕтсе пурăннă ĕнтĕ вăл, - сăмах хушмасăр тỹсеймерĕ Вадим. –
Çапла тесен те юрать. Вăтам шкул пĕтерсен Светлана Екатеринбургри педагогика институтне вĕренме кĕчĕ. Эпĕ икĕ çул маларах, тăхăр класс пĕтерсенех, музыка училищине вĕренме кĕнĕччĕ. Музыкант дипломне илнĕ çулах, кĕркунне çар службине кайма повестка пачĕç. Икĕ çул каялла, тăван тăрăха черетлĕ отпуска кайсан - эпĕ ун чухне шăпах офицер званийĕ илнĕччĕ, яла ылтăн пакунлă парад формипе килнĕччĕ - клубра Светланăна тĕл пултăм. Вăл, педагогика институчĕн филологи уйрăмне пĕтернĕскер, кỹршĕ ялти шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ ĕнтĕ. Клубра иксĕмĕр вальс юхăмĕнче çаврăннă хыççăн эпир, пĕр-пĕрне чунтан килĕштерекенсем, урамра çу каçĕн илемĕпе киленсе çỹрерĕмĕр. Пĕр эрнерен Светланăна хамăн мăшăрăм пулма ыйтрăм. Вăл тỹрех килĕшрĕ. Саккунлă майпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ, чаплă туй кĕрлеттернĕ хыççăн Рязаньти çар чаçне пĕрлех килтĕмĕр. Пĕр-пĕрне ăнланса тата чунтан килĕштерсе пурăнатпăр...
- Сирĕн çемьере малашне те тăнăçлăхпа килĕшỹ хуçаланччăр, - терĕ Вадим.
- Институт пĕтерсен сана та чунтан юратакан хĕрпе туслă çемье çавăрма, ача-пăчаллă пулма ăнăçу сунатăп, - çирĕппĕн каларĕ кĕçĕн лейтенант.
Кун хыççăн Вадим пĕшкĕнсе сĕтел айĕнчен канистр кăларчĕ те, унта кăштах юлнă сăрана Валерий умĕнчи кружкăна яма хатĕрленчĕ.
- Çук, çук, мана урăх кирлĕ мар, - çине тăрсах хирĕçлерĕ салтаксен клубĕн начальникĕ.
- Эрех-сăра ĕçесси паянтан юлашки пултăр. Çакă мĕн патне илсе çитерме пултарнине паян питĕ лайăх ăнлантăм.
- Юрĕ, хистемĕп, хам та ĕçместĕп, - канистр пăккине каялла пăрса хучĕ Вадим. - Апат хыççăн çитес экзаменра питĕкирлĕ пулма пултаракан лекцире лармалла манăн.
Малалла вара офицер куçне самантлăха йĕкĕт еннелле ывăтрĕ те тарăн шухăша кайса хыçлă тенкел çумне пĕтĕм кỹлепипе сĕвенчĕ. Паян ирхине хăй кĕтмен çĕртен пысăк пăтăрмахлă лару-тăрăва кĕрсе ỹкни, çакна пула служба ĕç-хĕлĕн вут-хĕмĕ малашне тăруках сỹнсе-тĕксĕмленсе пыма пултарни, тĕпсĕр шурлăхран чăваш каччи çеç типĕ çырана сĕтĕрсе кăларни вырăс çамрăкне тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тума хистерĕ. "Малашне манăн эрех-сăраран пачах пăрăнмалла, - шухăш хумне çине тăрсах малалла хăваларĕ Окулов. - Урă çынна никам та улталаймасть. Акă вылянчăк шухăш-кăмăллă çамрăк хĕрарăм мана юриех ỹсĕртсе ирхине, пĕтĕм хула халăхĕ ĕçе кайнă вăхăтра, хăйĕн хваттерĕнчен урама кăларса янă..."
- Сана, Вадим, эпĕ мĕнле майпа тата ăçта ĕçсе ỹсĕрĕлни те кăсăклантарать ĕнтĕ, - терĕ Окулов, пуçне айăплăн усса.
Малалли пулать
Ноябрь 2024 |