Малалли
- Çук, çук, - тỹрех пỹлсе хучĕ ăна Долинин. - Пулни-иртнине аса илсе мĕншĕн чĕрене ыраттармалла?
- Пурпĕрех каласа паратăп сана, Вадим. - Тен, ку вăл саншăн та малашнехи пурнăçра çирĕп урок вырăнне пулĕ.
- Каласах тетĕн пулсан эпĕ хирĕçлеместĕп. Кам пĕлет, тен, пурнăçра кирлĕ те пулĕ...
- Авланиччен пĕр çул маларах, хула гарнизонĕнчи офицерсен çуртĕнче иртнĕ кану каçĕнче эпĕ хитре пикепе - Валентинăпа - паллашрăм, - пăтăрмахлă юрату историйĕн çăмхине сỹтме пуçларĕ Валерий. - Вăл ỹт-пĕвĕпе туллирех пулни те мана, пытармастăп, илĕртрĕ. Кам мĕнлерех хĕре юратать ĕнтĕ: пĕрисем типшĕмреххине куç хываççĕ, теприсем - туллиреххине.
- Тĕрĕссипе каласан, эпĕ те шăпах туллирех хĕрсене килĕштеретĕп, - калаçăва хутшăнчĕ Вадим.
- Апла пулсан, эпир иксĕмĕр те туллиреххисене юрататпăр, - хăйĕн калавне малалла тăсрĕ Валерий. - Кану каçĕ хыççăн Вальăна ăсатма тухрăм. Вăл пурăнакан сакăр хутлă çурт патне çитме троллейбуспа пĕр чарăну кăна тумаллаччĕ. Çавна май ăшшăн калаçса, каçхи çăлтăрсемпе киленсе çуранах утрăмăр. Вырăна çитсен, унпа ăшшăн сыв пуллашрăм та, офицерсен çуртĕнче тепĕр эрнерен каллех тĕл пулма калаçса татăлтăмăр.
Малтан шутланă пекех, ташă каçĕнче пĕрле савăнтăмăр, буфетра кофе ĕçрĕмĕр. Валентина финанс техникумне пĕтернĕ хыççăн строительство организацийĕнче бухгалтерта ĕçленине, ăна ĕçрен пĕр пỹлĕмлĕ хăтлă хваттер уйăрса панине пĕлтĕм. Хальхинче вăл мана хăйĕн хваттерне хăнана чĕнчĕ. Эпĕ вара çывăхри лавккара шампански эрехĕпе пысăк шăккалат туянтăм. Ун хваттерĕнче шампанскине пушатсан Валентина шкафран коньяк та кăларчĕ. Эпĕ, хусах каччă, ун патĕнче ирчченех пултăм. Тĕрĕссипе, вырăн çинче пĕрлех вăрантăмăр. Валентина мана çав тери юратса пăрахни пирки пĕлтерчĕ. Ăна килĕштернине хам та пытарса тăмарăм. Пĕр-пĕринпе çур çул ытла тĕл пулнă хыççăн Валя мана офицерсен общежитийĕнчен хăйĕн патне пурăнма куçма, ЗАГС уйрăмĕнче саккунлă майпа çырăнма сĕнчĕ. Эпĕ, паллах, хирĕçлемерĕм. Анчах культура институтĕнче черетлĕ вĕренỹ сессийĕ умĕн тĕрĕслев тата курс ĕçĕсем çырмаллине шута илсе, çак ыйтăва икĕ уйăхлăха хăварма ыйтрăм. Валя пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Вăл мана хваттер уççине те панăччĕ ĕнтĕ. Анчах...
- Эсĕ çав уçăпа усă курса хваттере кĕнĕ те, унта - тепĕр арçын...
- Вадим, эпĕ мĕн калассине ăçтан пĕлсе тăратăн эсĕ? - тĕлĕнчĕ Валерий.
- Эпĕ творчество çынни-çке: купăс-баян калатăп...
- Шăпах çапла пулса тухрĕ те, - калаçăва малалла тăсрĕ çар çынни. - Пĕррехинче, тăр-кăнтăрлах хваттере уçса кĕрсен - службăра мана пĕр япала кирлĕ пулчĕ - алăк умĕнче арçын пушмакне асăрхарăм. Эпĕ ерипен çывăрмалли пỹлĕм патне утса кайрăм. Кравать пĕр тикĕссĕн чĕриклетни "хĕрỹ ĕç" пуçланни пирки систерчĕ ĕнтĕ. Чĕриклетнĕ сасă илтĕнме пăрахсан пỹлĕме кĕтĕм те çаппа-çарамас Валя тата çăмламас ỹт-пỹллĕ арçын "ĕççи" вĕçленнĕ хыççăн юнашар канăçлăн выртнине куртăм. Хваттер уççине кравать еннелле вăркăнтартăм та, "телейлĕ пулăр" тесе тухса кайрăм. Хĕрарăмсенчен нимĕн те пытарма çук иккен: çурт таврашĕнче пĕчĕк мăнукĕпе уçăлса çỹрекен пенсионерка мана, Валя патне тăр-кăнтăрлах авланнă арçын - строительство организацийĕн тĕп инженерĕ хаклă автомашинăпа килсе çỹрени, çак тĕл пулусем виçĕ çул каяллах, ĕçрен хваттер панăранпах, пуçланни пирки каласа пачĕ. Паллах, мана качча тухнă хыççăн та вĕсен тĕл пулăвĕсем малаллах тăсăлатчĕç ĕнтĕ...
- Икĕ çул ытла иртнĕ хыççăн, ĕнер эсĕ хулара ăнсăртран каллех Вальăна курнă, вăл сана, авланнине пĕлсе тăнă çĕртех, тĕл пулăва чĕннĕ... - вăрттăнлăх çỹпçине тỹрех уçса пачĕ Вадим.
- Çапла пулса тухрĕ темелле. Манăн ĕнер ирхине тепĕр офицер вырăнне чаçра дежурнăй тивĕçне пурнăçлама хатĕрленмеллеччĕ. Эсĕ, салтакра пулнă çын, лайăх пĕлетĕн: çакнашкал служба иртен пуçласа тепĕр ирчченех тăсăлать. Манăн пĕр талăка пыракан дежурствăна кĕмелли пирки мăшăрăма та асăрхаттарса хутăм. Командировкăна каймалли офицер кĕтмен çĕртен ирхине службăна килчĕ, дежурнăй тивĕçне хăех пурнăçлама пикенчĕ. Унăн командировка вăхăтне каярах срока куçарнă-мĕн. Эпĕ вара, яланхи пекех, клубра хамăн ĕçе турăм: хулари филармоние кайса тепĕр эрнере хамăр чаç клубĕнче концерт кăтартма калаçса татăлтăм, салтаксене кинофильм кăтартассине, вĕсем валли лекци вулассине тата ыттине йĕркелерĕм.
Яланхи пекех, каçхине ултă сехетре, службăна вĕçленĕ хыççăн, кабинетри шифоньертан спорт костюмне кăларса сумкăна чикрĕм те - канмалли кунсенче хваттерте пĕчĕк юсав ĕçĕсем тумалли пурччĕ - киле килме пуçтарăнтăм. Манпа пĕрлех чаçран хам лайăх пĕлекен офицер та тухрĕ. Вăл çывăхри кафене кĕме, унта службăра ывăннине "наркомовскипе" ирттерсе яма сĕнчĕ. Эпĕ турткалашса тăмарăм. Пĕр черкке ỹпĕнтернĕ хыççăн, кăмăл лайăх чухне, теприне те пушататпăр. Каферен тухсан пĕр-пĕринчен уйрăлтăмăр та эпĕ троллейбус чарăнакан вырăналла утрăм. Пĕлетĕн-и, çул çинче пач кĕтмен çĕртен хама хирĕç килекен Вальăна тĕл пултăм. Эпĕ, кăштах "хĕрнĕскер", тахçанхи савнине курсан савăнсах кайрăм. Вăл халĕте качча кайман иккен. Эпĕ авланса ачаллă пулнине ăна такам каланă-мĕн. "Арăм - стена мар, ăна пĕр каçлăха тепĕр вырăна куçарса лартма та пулать, - терĕ вăл, ман çине илĕртỹллĕн пăхса.
- Сана хам пата хăнана чĕнетĕп. Унчченхисене аса илĕпĕр. Мана санпа кашнийĕнчех лайăх пулаканччĕ-ха..." Эпĕ, алăра спорт костюмĕ пуррине асра тытса, тỹрех килĕшрĕм.
Вальăпа сыв пуллашас умĕн çар çи-пуçне - шăлаварпа кĕпене тата карттуса - сумкăна чикме, ун вырăнне вара спорт костюмне тăхăнма шутласа хутăм. Ара, урампа пыракан хĕрĕнкĕ çар çыннине гарнизонти çар патруль службин сотрудникĕсем е милиционерсем тỹрех тытса кайма пултараççĕ-çке...
- "Шаннă йăвара кайăк çук", теççĕ чăвашсем, - хăй тахçан илтнĕ каларăша хушса хучĕ Вадим.
- Ку чăнах та çапла иккен, - сăмахне малалла тăсрĕ кĕçĕн лейтенант. - Хваттере кĕрсен Валя сĕтел çине тỹрех коньяк кăларса лартрĕ. Ăна пушатсан вара çывăрмалли пỹлĕме кĕтĕмĕр... Унтан тухсан эпĕ çар формине сумкана чиксе спорт костюмне тăхăнса ятăм. "Çак костюм çар çыннишĕн гарнизонти патруль сотрудникĕсенчен хỹтĕленмелли чи шанчăклă бронежилет шутланать", - терĕм Вальăна. Çакна илтсен вăл чеен кулса илчĕ те тепĕр пулăштух коньяк кăларчĕ.Валя эрех чĕрккине ячĕшĕн çеç тутипе сĕртĕннине, çывăрмалли пỹлĕме иккĕмĕш хут кĕнĕ хыççăн вăл çар формине сумкаран каялла кăларса ман умма хунине, ирхине сывпуллашас умĕн тулли стаканпах çул курки тыттарнине лайăх астăватăп. Ытти - тĕпсĕр çырмари пекех...
- Валя сана юриех ĕçтерсе ỹсĕртни, милицин е патруль службин капкăнне лектерме шутласа хуни тỹрех курăнать кунта, - терĕ Долинин.
- Çак тĕллевпех çар çи-пуçне сумкаран кăларса сан умма хунă, спорт костюмне вара каялла чикнĕ.
- Хăйне качча илменшĕн çапла майпа тавăрма шутланă мана çак хĕрарăм, - тарăннă сывласа илчĕ Окулов. - Хваттере кĕрсенех тумтир çакмалли вырăнта тĕп инженерăн галстукĕпе сăран карттусне тỹрех асăрхарăм. Вĕсем пĕр-пĕринчен нихăçан та уйрăлаймаççĕ ĕнтĕ. Тĕлĕнмелле хăш-пĕр хĕрарăмран: юнашар упăшка та пултăр, çывăхрах еркĕн те тăтăр...
- Юрать-ха, Вальăран вăхăтра пăрăнма ĕлкĕрнĕ эсĕ, унсăрăн Светăпа та пĕрле пулма май килместчĕ...
- Эх, ĕнер эрехе пулах улталантăм эпĕ, халĕ Света умĕнче курăнма та намăс...
- Ăна хăв талăкĕпех дежурствăра тăрасси çинчен систерсе хуни те вырăнлă пулчĕ ĕнтĕ.
- Эпĕ дежурствăра пулманни пирки Светăн хăлхине кĕрсен мĕн тумалла? Çĕрĕпе ăçта пулнă эпĕ?
- Валерий, Света дежурство пирки тĕрĕссине пĕлни те темех мар: служба хыççăн эсĕ кафере мана - коллегăна - тĕл пулнă, пĕр институтрах кĕçĕнрех курсра вĕреннĕ выпускникăн дипломне "çунă". Общежити пỹлĕмĕнче те коллегăсем пĕрле калаçса ларнă. Диплома ытлашши вăйлă "çунине" пула, милици е патруль сотрудникĕсенчен сыхланса, эсĕ пỹлĕмре пушă тăракан кравать çине çывăрма выртнă...
- Çирĕп аргументлă факт пулать ку манăн мăшăршăн, - килне кайма хатĕрленсе, ура çине тăчĕ офицер. - Арăм тĕрĕслес-тăвас пулсан эсĕ ăна паянах çирĕплетсе пама пултаратăн-и?
- Паллах. - Вадим, çитес вырсарникун эсĕ кунтах пулатăн-и? - кĕтмен-туман çĕртен темле ырă пулăм пирки систерчĕ Окулов.
- Кунтах. Ун чухне эпĕ патшалăхăн диплом умĕнчи виççĕмĕш - юлашки экзамена хатĕрленме пуçлатăп. – Питĕ лайăх, - терĕ Валерий.
- Çитес вырсарникун саншăн чи телейлĕ тата ĕмĕрлĕхе асра юлмалли кунсенчен пĕри пулма пултарать. - Ăнланмарăм-ха сана, Валера,- хăй тĕлĕннине пытармарĕ чăваш каччи. –
Вырсарникун, кăнтăр апачĕ хыççăн, йăлтах ăнланатăн акă, - темле вăрттăнлăха хăйĕнчех хăварчĕ. Кĕçĕн лейтенант чỹрече умне утса пычĕ те, картишĕнче никам та çуккине кура, урама тухма хатĕрленсе, йăлтăркка кăсăруклă карттусне тăхăнчĕ.
- Хама пысăк инкекрен хăтарса хăварнăшăн тепĕр хут тав тăватăп сана, Вадим, - чăваш каччин аллине хыттăн тытса чăмăртарĕ Окулов. Малашнехи культура ĕçĕнче сан чун-чĕрери илемлĕ пултарулăх юхăмĕ малтан-малах шăнкăртатса чуптăр. Сана ман пекех телейлĕ çемье çавăрма, ача-пăчапа савăнса пурăнма ырă сунатăп.
- Чунтан тухакан ăшă сăмахусемшĕн тавах сана, Валерий. Санăн хăвăн та служба ăнăçлă пултăр. Туслă çемйĕрте малашне те ăнланулăхпа килĕшỹ хуçаланччăр.
- Маншăн питĕ хаклă сăмахсемшĕн чĕререн тав тăватăп сана, Вадим. Чăвашсем мĕн тери ырă кăмăллă çынсем пулнине паян хам куçпа курса ĕнентĕм. Тепĕр виçĕ кунтан эпĕ водительпе пĕрле, Урал автомашина çинче асли пулса Хабаровск хулине çар грузĕилме тухса каятăп. Хăçан та пулсан иксĕмĕр каллех тĕл пуласса çирĕп шанатăп эпĕ.
- Эпĕ те çапла шутлатăп.
Подъезда тухсан çамрăк офицер Вадим умĕнче кăштах пуçне тайса илчĕ те, паян ирхине хăйĕнпе инкек пулса иртнĕ вырăнтан тепĕр еннелле - çỹлелле çирĕппĕн утса кайрĕ...
Ноябрь 2024 |