Хура хурлăхан çырлине чылай çын юратать. Унран варени те, компот та тутлă пулать. Паллах, тин татнă çырлана нимĕн те çитмест. Ара, унта витамин, усăллă микроэлемент нумай- çке-ха.
. Хура хурлăхан усал шыççа аталантарма памасть. Вăл чĕрепе юн тымарĕсемшĕн те усăллă.
. Çак çырлана час-часах çисен ăс-тăн хавшамасть. Ăна уйрăмах ватă çынсене çиме сĕнеççĕ.
. Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, хура хурлăханра сайра тĕл пулакан витаминсем, микроэлементсем пур. Ытти çырлапа танлаштарсан, ку енĕпе вăл пĕрремĕш вырăн йышăнать.
. Çак çырлана тăтăшах çиекенсем сахăр диабечĕпе чирлемеççĕ. Ăна иммунитета çирĕплетес тесен те ăша ямалла.
. Хура хурлăхан çырлипе çулçи пỹрери чулсене кăларма пулăшаççĕ. Çавăн пекех вăл сывлав тытăмне лайăх ĕçлеме, атеросклероза парăнтарма май парать.
. Ангина аптăратать-и? Хура хурлăханăн сĕткенне ĕçмелле.
. Хура хурлăхан пиçнĕ вăхăтра ăна ытларах çиме тăрăшмалла. Çапла майпа çулталăк тăршшĕпех инфекци чирĕсем аптратмĕç, иммунитет та çирĕпленĕ.
. Хура хурлăханран пĕр иккĕленмесĕрех варени пĕçерĕр, компот вĕретĕр е çырлине типĕтĕр. Тĕлĕнмелле те, капла майпа та çырла пахалăхне, витаминсене çухатмасть. Унран хатĕрленĕ отвара куллен ĕçсен гипертони, хырăм çĕрни, гастрит, анеми аптăратмĕç.
. Кĕтмен çĕртен ỹт çине шатра тухсан, вăл кĕçетме тытăнсан мĕн тумаллине пĕлместĕр-и? Хура хурлăханăн çулçи пулăшать. Унран хатĕрленĕ отвара ваннăна ямалла та унта кĕрсе выртмалла.
. Шăмă сыпписенче тăвар пухăнсан каллех хура хурлăхан çулçинчен хатĕрленĕ отвар пулăшĕ. Ăна ĕçсен япаласен ылмашăнăвĕ те йĕркеленĕ.
. Вар-хырăм хытсан çулçăран настой вĕретсе ĕçмелле. Чĕрне хуçăлни организма кальци çитменнине кăтартать. Вăл вара хура хурлăханра нумай. Çак çырла хĕрлĕ, сарă тĕсли те пулать. Тĕпрен илсен, вĕсен усăлăхĕ пĕр пекрех.
Ноябрь 2024 |