"Ĕçĕме пациентсем хаклаччăр"

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2023, 20:30 Просмотров: 534

Çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ калаçăва "Сывлăх сыхлавĕн чи лайăх çамрăк ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Зиля Калмыкова. Зиля Реисовна офтальмолог пулса ĕçлет.

- Тухтăр пулас ĕмĕт манăн ачаранах çуралнă. Тĕллев патне çитни савăнтарать. Хирти Пикшикри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. Кайран офтальмолог специальноçĕпе Шупашкарти пĕр больницăра интернатура тухрăм. Районти тĕп больницăра кăмăлтан йышăнчĕç. "Ял тухтăрĕ" программăна кĕни те хавхалантарчĕ,- каласа парать çамрăк специалист.

 Ĕçĕ килĕшет тухтăра.

Куçа упрассишĕн сахал мар тăрăшмалла. Çакна ачаран хăнăхса ỹсмелле. Ку енĕпе Зиля Реисовна пациентсемпе сахал мар калаçать.

Куç тухтăрĕн ĕçĕ яваплăх ыйтать. Мĕншĕн тесен çыннăн çак органĕ питĕ черчен. Юлашки вăхăтра электроника, хими, нанотехнологи диагностики тата сиплевĕ аталанса пыни савăнтарать. Ĕлĕкрех ку енĕпе пациент сывлăхне лайăхлатма пулмасть тесе шутланă пулсан, халĕ пачах урăхла. Куç сыхлавĕн кабинетĕнче тĕрлĕ паталогие сиплеме май пур.

Чирлĕ çынна сыватас ĕçре професси ăсталăхĕ те пулăшать. Тепĕр чухне пациента тухтăр тĕрĕс диагноз лартма ытти специалистсем патне те ярать. Унăн ытти органĕсем сывă мар пулма пултараççĕ. Вĕсем куç кураслăха витĕм кỹреççĕ.

 Сиплев вăхăтĕнчех пациентсем хăйсен чирĕ сỹнсе пынине туяççĕ. Çакăн çинчен вĕсем хавхаланса каласа параççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшне вара çитĕнекен ăрупа тепĕр хут диспансеризаци тухма сĕнет офтальмолог.

- Муниципалитет округĕнче çамрăк специалистсен професси ăсталăхне палăртас тĕлĕшпе конкурс ирттерни хавхалантарать. Çакă малашлăхра тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Аслăрах юлташсенчен вĕренсе пымалли те сахал мар пирĕн. Пурин шанăçне те тỹрре кăларасчĕ. Пациентсен хисепне тивĕçесчĕ,- тет Зиля Калмыкова.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика