Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса, тĕрев парса 57 çул пурăнаççĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи Афанасьевсем. Вĕсене пăхса çамрăксен тĕслĕх илмелĕх пур - чăнах та килĕшỹллĕ мăшăр. Калаçнă чухне те пĕри теприне пỹлсе мар, итлесе, ăнланса пуплеççĕ.
Иван Георгиевичпа Мария Ильинична пĕр ялтах кун çути курнă. Кил хуçи 1944 çулта, мăшăрĕ вара 1947 çулта çуралнă. Иккĕшĕ те йышлă ачаллă çемьере ỹснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи терт-нуша витĕр тухма тивнĕ, ачаллах ĕçпе пиçĕхнĕ. Паян та ахаль лармаççĕ.
- Аттепе аннен эпир çиччĕн пулнă, эпĕ виççĕмĕшчĕ. Пĕчĕкрех чухне кĕçĕннисене пăхнă, кайран вара хире ĕçлеме çỹренĕ. Ялти шкултан 7 класс вĕренсе пĕтерсен колхозра вăй хума пуçларăм. Унта лашапа та çỹренĕ, бригадир хушнă ытти çĕрте те тăрăшнă. Таврари, ялти çамрăксем Казахстана вĕренме каятчĕç. Çапла 1-2 çул иртсен эпĕ те çула тухрăм, унта слесарь, тракторист профессине алла илтĕм, - терĕ çамрăклăхне аса илнĕ май Иван Георгиевич. Унтан таврăнсан татах "Комсомолец" колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Каярах вара лесничествăра вăй хума пуçланă. 1966 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче виçĕ çул туслă çỹренĕ хыççăн Мария Ильиничнăпа çемье çавăрнă.
- Анне эпĕ 13 çулта чухне чирлесе вилчĕ. Вăл 10 ача çуратнă, çиччĕшĕ сывă юлнă. Эпĕ хĕрсенчен кĕçĕнниччĕ, ман хыççăн шăллăм пулнă. Çывăх çыннăм çут тĕнчерен уйрăлсан атте тепре авланчĕ, эпĕ аппа патне пурăнма куçрăм, унтанах качча кайрăм. 18 çулта чухне çак çурта кин пулса кĕтĕм. Пăянампа 43 çул пĕрле килĕштерсе пурăнтăмăр. Мăшăрăн йăмăкĕсем те, шăллĕсем те ун чухне килте пурччĕ, - терĕ Мария Афанасьева шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май.
Мария Ильинична чылай çул колхозра, кайран ялти шкулта тирпейлỹçĕре ĕçленĕ. Çулленех хуçалăхра пай та илнĕ, ачисене пĕчĕкренех вăй хума вĕрентес тенĕ. Сăмах май, Афанасьевсем 5 ачана - Надя, Володя, Саша, Георгий, Елена - кун çути парнеленĕ. Пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă, мăшăрлантарнă. Халь 8 мăнукĕпе кĕçĕн икĕ мăнукне савăнтараççĕ.
- Виçĕ кинпе те пĕрле пурăнса курнă. Аслă ывăлсем уйрăлса тухрĕç, Георгийпе Лариса кин пире пăхаканнисем, - тет хисеплĕ мăшăр.
Иван Георгиевич 38 çул лесничествăра ĕçленĕ, малтан тракторпа çỹренĕ, кайран йывăçран тĕрлĕ япала ăсталакан цехра тăрăшнă. Кроватьсем, сĕтел-пукан тунă. Алли-ури ылтăнран çĕнĕ япаласем тунă чухне яланах ăна шаннă. Кил хуçипе мăшăрĕ паян та вăрмана час-часах çỹреççĕ. Çуртĕнчен инçех мар вырнаçнăскере çырла татма, кăмпа пухма каяççĕ. Ытларах чухне Иван Георгиевич пĕччен çỹрет, вăрман пуянлăхĕпе тултарнă карçинккасене йăтса килме вара Мария Ильинична хирĕç велосипедпа каять. Ачисем пушă чухне вĕсем те хирĕçлемеççĕ. Çавăн пекех килĕнчи пахчара та тĕрлĕ çырла тĕмĕ пур. Виноград та нумай ỹстереççĕ. Иван Афанасьев вĕсене те хăйех тирпейлесе тăрать. Тата тепĕр тĕрлĕ чун киленĕçĕ пирки те каласа хăварас килет. Çулне кура мар çамрăк курăнакан арçын вĕлле хурчĕсемпе кăсăкланать. 35 çул каялла вĕсене усрама пуçланă та паян та тытать.
- Вĕлле хурчĕсем усракан кỹршĕн, кум та пулатчĕ, аллине амантнипе больницăра чылай вăхăт выртсах сипленчĕ. Сывлăхĕ пирки пĕлмелле, кучченеç леçмелле тесе ун патне кайрăм. Вăл мана утарта пулăшма ыйтрĕ. Уйăх ытла пирĕн икĕ ывăл вĕсен ачисемпе пĕрле вăрмана çỹрерĕç, хам та тракторпа яланах кайнă, Пыл та юхтартăмăр. Тепĕр çул вара кум пире вĕлле хурчĕсем пачĕ, - терĕ Иван Афанасьев. Утарçăна пĕрремĕш пулăшаканĕ мăшăрĕ. Ывăлĕсемпе кинĕсем те айккинче юлмаççĕ. Сăмах май, Афанасьевсем пур ĕçе те тенĕ пекех пĕрле пурнăçлаççĕ. Ку - манăн, ку санăн тесе тăмаççĕ. Çамрăкранах вĕсем çакна хăнăхнă.
Пурнăç çулĕ такăр мар, унпа утса пыма та çăмăл мар. Иван Георгиевичпа Мария Ильиничнăн йывăрлăхĕсем те сахал мар пулнă, анчах вĕсене пурне те çĕнтернĕ.
- Пирĕн пурнăçа ỹпкелемелли те, ỹкĕнмелли те çук. Эпир мăшăрпа пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннă, ĕçе те, хăнасене те çỹренĕ. Ĕçке-çике кайнă чухне пăянама та хамăртан хăварман, халь хамăра та ачасем пĕрле илсе çỹреççĕ, - терĕ кăмăллăн Мария Ильинична.
Çулĕсем аслăланнă пулсан та Афанасьевсем пушă лармаççĕ, ывăлĕпе кинне пулăшса утă хатĕрленĕ çĕре те, выльăх пăхма та тухаççĕ. Малашлăха ырăпа шанса пăхаççĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |