Кĕтмен тĕл пулу ытамĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2023, 20:40 Просмотров: 566

- Эпĕ тепĕр эрнерен институтра культура ĕçченĕн дипломне илетĕп, - тенкеле чиперккене хирĕç лартса калаçу пуçарчĕ каччă. - Хальлĕхе авланман-ха. Тĕрĕссипе, арăм тума юрăхлă хĕре хальлĕхе тĕл пулаймарăм темелле.

- Эпĕ Рязаньти наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлетĕп, - хăйĕн пирки калама пуçларĕ Людмила. - Наука сотрудникĕ. Тỹрех каласа хуратăп: эпĕ - пĕчĕк ача амăшĕ. Мăшăрăм, Максим, икĕ çул каялла автокатастрофăра вилчĕ. Эпĕ, хамăрăн "Жигулин" хыçалти ларкăчĕ çинче пиççиххипе çыхăнса пынăскер, вăтам шайри сурансем илтĕм, больницăра сипленсе сывалтăм. Юрать-ха ывăла Липецкра, аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче хăвартăмăр ун чухне.

- Сирĕн мăшăр çар çынниччĕ-и? - хăюсăррăн ыйтрĕ йĕкĕт. - Çапла. Валерий Окуловпа уйрăлми юлташсемччĕ. Максим Мускаври пĕтĕмĕшле çарсен аслă училищине пĕтернĕччĕ, взвод командирĕччĕ. Эх, наркоман тĕп турĕ ăна, "Жигули" рульне пĕтĕм правилăна пăхăнса тытса пынăскере. Тепĕр транспортран иртнĕ чухне таçтан сиксе тухнă "Москвич" пирĕн "Жигулине" пырса тăрăнчĕ. Ăна, çул çинчи çынна таптаса кайнăскере, хыçран милицин патруль службин машини хăваланă иккен. "Москвич" водителĕ, вырăнтах пурнăçран уйрăлнăскер, наркоман пулнă-мĕн. Вăл хăйĕнпе пĕрле манăн мăшăра та илсе кайрĕ. - Питĕ пысăк инкек пырса çапнă сирĕн çемьене, анчах чĕррисен малалла пурăнмалла, - хаш! сывларĕ Вадим.

- Çапла, - йывăррăн сывласа илчĕ Людмила. - Мăшăртан ывăл тĕпренчĕкĕ юлни малалла талпăнма вăй парса тăрать-ха ĕнтĕ. Игорек хальлĕхе аслашшĕпе асламăшĕ патĕнчех пурăнать. Тĕрĕссипе, ывăл ялта пурăнма килĕштерет, хулана килесшĕн те мар. Нумаях пулмасть пиллĕк тултарчĕ ĕнтĕ.

- Сăнĕпе ашшĕ евĕрлех пуль-ха Игорек?

- Каснă-лартнă ашшĕ. Утти те, кулли те - унăн. Игорекпа аслашшĕ пĕр-пĕринчен уйрăлма та пĕлмеççĕ: вăрмана çырла-кăмпана çỹреççĕ, пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасатаççĕ. Игорек пилотка тăхăнса çỹреме кăмăллать, теттесемпе - танксемпе, самолетсемпе выляма юратать.

- Апла пулсан, ăна аслашшĕ хăйĕн ывăлĕн çулĕпех ярасшăн ĕнтĕ.

- Çапла. Ялти пуçламăш шкула пĕтерсен аслашшĕ ăна Суворовецсен çар училищине вырнаçтарасшăн, кайран вара çар училищине ярасшăн.

- Тĕрĕс шутлать аслашшĕ. Çар профессийĕ пирĕн çĕршывра ĕмĕрĕпех чи сумлисенчен пĕри пулнă.

- Килĕшетĕп кунпа, - Вадим çине ăшшăн пăхса илчĕ вырăс хĕрарăмĕ. - Ывăл патне кашни эрнерех кайса тăратăп: пĕрле вылятпăр, сиккелетпĕр...

- Люда, пĕлетĕн-и, эпĕ хам та ывăл пирки ĕмĕтленетĕп, - сăмахне малалла тăсрĕ Вадим. - Ывăл тĕпренчĕкĕпе хĕр пĕрчи пулччăр çемьере. Упăшкипе арăмĕ хушшинчи ăнланулăхпа туслăха шăпах ачасем çирĕплетсе тăраççĕ. "Ачасăр çемье - калчасăр уй-хир", - теççĕ Чăваш Енре. Енчен те хĕрарăма ача çуратма май килмест пулсан, психологи тĕлĕшĕнчен те мĕн тери йывăр-çке ăна. Тĕрĕссипе, питĕ шеллетĕп эпĕ ача çуратайман хĕрарăмсене. Мĕнле калас, шăпа темелле-ши çакна? Кил-çуртра ача-пăча сасси янăраманнине пулах çемьесем арканнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Ытларах чухне, паллах, арçынсем кăмăлсăрланаççĕ. Анчах арçынсен хăйсен айăпĕ те пур иккен хăш-пĕр чухне...

Вадимăн вăрăма тăсăлса кайнă калаçăвне пĕр чĕнмесĕр тата пуçне усса итлесе ларнă хыççăн çамрăк хĕрарăм сисĕни-сисĕнми хашлатса сывласа илчĕ. "Пачах кирлĕ мар калаçăва хускатса ятăм пулĕ эпĕ, - пит-куçĕпе кăштах тĕксĕмленчĕ каччă. - Люда каллех упăшкине аса илчĕ пулас, унран тепĕр ача - хĕр пĕрчи юлманнишĕн пăшăрханчĕ ĕнтĕ. Эх, эпĕ те çав: пĕр чарăнми ывăлпа хĕрача пирки калаçрăм..."

- Апла пулсан эсĕ, Вадим, çывăх вăхăтрах культура анинче ĕçлеме пуçлатăн? - калаçăва тепĕр еннелле пăрса ярса сăн-пичĕпе çуталчĕ вырăс хĕрарăмĕ.

- Çапла. Эпĕ диплом илнĕ хыççăн, килте пĕрер уйăх кансан Ульяновск облаçĕнчи район центрĕнчи Культура керменĕнче аслă методистра вăй хума пуçлатăп. Пĕр пỹлĕмлĕ хăтлă хваттерпе тивĕçтереççĕ. Экзаменсем пуçланас умĕн унта кайса килтĕм те ĕнтĕ. Йĕри-тавра - анлă уй-хир, çаран. Çывăхрах - юхан шыв. Питĕилемлĕ тавралăх тỹрех чуна тыткăнларĕ. Ульяновск облаçĕ Чăваш Республикипе юнашарах. Унти культура пайĕнчен йыхрав хучĕ илсе института тăратрăм та ĕнтĕ.

- Малашнехи пурнăç уçăмлă пулни питĕлайăх. Савăнатăп сан...сирĕншĕн.

- Люда, халĕпаллашрăмăр, калаçрăмăр. Пĕр-пĕрне "эсĕ" тесех чĕнер пулĕ?

- Килĕшетĕп санпа, Вадим.

- Люда, иксĕмĕр паллашнă ятпа аллăшар грамм коньяк тутанас кăмăл пур ман, - илемлĕ хĕрарăм çине пăхса, ура çине тăчĕ йĕкĕт.

- Мĕнех, эпĕ хирĕç мар, - йăл-кулă палăрчĕ Людăн çỹхе тутинче.

Вадим кравать айĕнчи чăматанран диплом "çума" хатĕрлесе хунă пилĕк çăлтăрлă коньяк кĕленчине кăларчĕ те, ăна сĕтел çине лартнă хыççăн сунтăхран икĕ черкке кăларчĕ. Черккесене васкамасăр эрех тултарнă хыççăн, хăй Людăна питĕ килĕштернине систерсе, ун çине ытараймасăр пăхса илчĕ чăваш каччи. Вадима çав тери кăмăлланине палăртса, çамрăк хĕрарăм хăй те каччă еннелле ăшă хĕлхем сапрĕ. –

 Ку эрехе диплом илсен пỹлĕмри юлташпа пĕрле пушатăпăр тесе шутланăччĕ, - тулли черккене Людăна алăран тыттарса, ун çывăхнерех куçса ларчĕ Вадим. - Диплом иличчен тепĕр эрне-ха, унччен теприне туянăп. Тĕрĕссипе, санпа юнашар ларасси те маншăн пысăк телей. Эсĕ - питĕ илемлĕ хĕрарăм.

- Пытарса тăмастăп: эсĕ хăв та килĕшỹллĕ сăн-питлĕ каччă. Валерий мана курчĕ те: "Сана пĕр илемлĕ каччăпа паллаштаратăп-ха", - терĕ. Адресна та пĕлтерчĕ.

Коньяк черккисене пĕр-пĕринпе чанклаттарнă хыççăн, пĕчĕк сыпкăм тăва-тăва, вĕсем эрехе тĕппипех пушатрĕç.

- Пỹлĕмре пĕрле пурăнакан юлташу ăçта вара? - кĕтесри тепĕр кравать çине пăхса илчĕ хĕрарăм.

- Василий - Рязань çывăхĕнчи ялтан, - терĕ йĕкĕт. - Вăл кашни канмалли кун умĕн киле каять.

Калаçу йĕркине малалла та пĕр тикĕс илсе пырас тесе, Людмила наука ĕçченĕ пулнине асра тытса, унăн институтри тĕпчев ĕçĕсем пирки те кăсăкланчĕ Долинин.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика