Иртнĕ эрнере ятарлă комисси муниципалитетри шкулсемпе ача сачĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле кĕтсе илме хатĕрленнине пăхса тухрĕ. Комисси 20 шкулпа 11 садикре тата вĕрентỹ енĕпе хушма пĕлỹ паракан 3 учрежденинче пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр. Палăртма кăмăллă, кăçал муниципалитет бюджетĕнчен пĕчĕкрех юсав ĕçĕсем тума 2 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă.
Графикпа килĕшỹллĕн пĕр кунхине комисси малтан Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулпа ача садне çитрĕ. Ачасен йышĕ сахалрах пулин те çитĕнекен ăрăва пĕлỹ илме мĕн пур услови туса пама тăрăшнă кунта. Çĕнĕ автобуслă пулнă вĕсем. Люляран пĕр ача, Пăлапуç Нурăсĕпе Ульяновкăран çичшер ача турттараççĕ шкула. Пĕлỹ илессипе ытти вĕренỹ учрежденийĕсенче вĕренекенсенчен пĕртте уйрăлса тăмаççĕ. Çакна 9 класс хыççăн пурте алла аттестат илме пултарни те çирĕплетет.
Муниципалитет шайĕнче иртекен мероприятисенчен те юлмаççĕ. Ку хутĕнче Запорожье облаçĕнчи Бердянски районĕнчи Чăваш Ен шефа илнĕ пĕр вăтам шкула валли гуманитари пулăшăвĕ яма хăйсен тỹпине хывса илемлĕ литература, канцеляри таварĕсем пуçтарнă.
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкула кĕнĕ çĕре автомашина ураписемпе илемлетсе чечек клумбисем ăсталанă. Муниципалитет бюджечĕ пулăшнипе спорт тата акт залĕсен тăррине çĕнĕрен витнĕ. Пуçару бюджечĕпе пĕрремĕш хутри 25 чỹречене пластикпа улăштарнă.
Первомайски вăтам шкулĕнче те картасене сăрланă. Çĕнĕрен тытнăнах туйăнаççĕ. Классене, коридора йăлăхтарман тĕспе сăрланă. Пĕр кабинета хăтлăх кĕртме ашшĕ-амăшĕ те пулăшнă. Спортзал, спорт лапамĕ илĕртỹллĕ. Вĕсен спортра тăвакан çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Физкультурăпа тата ОБЖ предмечĕсемпе республика шайĕнчи олимпиадăра çулленех çĕнтерỹçĕ тата призерсем пулаççĕ. Раççей шайĕнче те палăраççĕ.
"Шуçăм" ача садне 55ĕн килмелле. Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă стендсем пур кунта. Музей чăн-чăн ял пурнăçне сăнарлать. Патриотла воспитани памалли кĕтес йĕркелесшĕн. Сцена çине тухмалли тумсене упракан пỹлĕм пур. Чăвашлăх туйăмне мала хуни палăрать.
Унăн Каншелĕнчи филиалне 13 ача çỹрет. Муниципалитетри пĕртер-пĕр çĕр кăмрăкĕпе хутăнакан çурт çакă. Çапах пуçа усмаççĕ. Патăрьелĕнчи "Центральнăй" ача садне юсанă хыççăн сỹтнĕ строительсто материалĕсене кунта турттарнă. Вĕсене ĕçре усă курма палăртаççĕ.
Ача садне тирпейлени куç умĕнчех. Çурт умĕнчи юмахри сăнарсене ялта ирттернĕ республикăри анатри чăвашсен фольклор ушкăнĕсем те курса тĕлĕннĕччĕ.
Ачасен ашшĕ-амăшĕ пулăшу кỹрет. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов тăван яла пулăшма, Андрей Иванов предприниматель тата ыттисем те алă тăсса пама яланах хатĕр. Вĕсен тивлечĕпех çурт муниципалитетра ирттернĕ Çĕнĕ çул конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.
Хирти Пикшикри вăтам шкул чиперленет те чиперленет. Иртнĕ çулсенче кунта шалтан та, тултан та пысăк юсав ĕçĕсене пурнăçланăччĕ. Ку хутĕнче вара территорие тирпей-илем кĕртеççĕ. Çакна валли 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Кĕрекен çĕре брусчатка сараççĕ, ыттине - асфальт.
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула иртнĕ çул тĕплĕн юсарĕç. Хушма çĕнĕ çурт хута ячĕç. Кивĕ котельнăйĕнчен йĕлтĕрсене, ытти спорт хатĕрĕсене хумалли база тунă. Шкул çумĕнчи лаптăкра хăяр, помидор, купăста, баклажан, пăрăç, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр... ỹсет. Пурте шкул столовăйĕ валли. Вĕсене поварсем тăварласа, маринадласа хураççĕ.
Пĕрремĕш класа та кунта 40 ача килмелле. Шкул пулсан ял пуласлăхĕ пур, теççĕ. Йыш чакманнишĕн хĕпĕртемеллех.
Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи 12 ушкăна 280 ача çỹреме пуçлать. Çĕнĕлĕхсем кунта та пур. Вĕрентỹ программипе килĕшỹллĕн ỹкерчĕксен галарейине уçнă, графикăпа ỹкермелли стена йĕркеленĕ, аэробика валли степсем туяннă, мультстуди ĕçлет.
Агролабораторие мала хураççĕ. Ачасене пахча-çимĕçе вăрăран акса мĕнле çитĕнтернине кăтартаççĕ. Кашни ушкăнăн хăйĕн çĕр лаптăкĕ пур. Вĕсенче мĕн ỹстернине çырса хунă. Теплицăра тĕрлĕ çимĕç çитĕнет. Çакă профориентаци ĕçне те ачаранах илсе пыма май парать.
Мĕн палăртма пулать-ха юлашкинчен. Ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть. Педагогсемпе воспитательсем çуллахи кану вăхăтĕнче те алă усса ларманни куç умĕнчех. "Шкул - пирĕн çурт, унта лайăх пултăрах", тесе тăрăшаççĕ пурте. Вĕрентỹ учрежденийĕсем ытти енлĕ тĕрĕслевсем витĕр те тухнă. Хутса ăшăтмалли кăмакасене пăхтарнă. Пушар сигнализацийĕсем ĕçлеççĕ. Çуллен мĕн те пулин çĕнни кĕрсе пырать. Халĕ хапхасене автомат уçмалла тума ыйтаççĕ. Хирĕçлейместĕнех.
Вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова муниципалитет администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрнăран шкул çурчĕсем çĕнелсе пынине палăртрĕ.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |