Патăрьел масарĕ ялăн хĕвелтухăç пайĕнче вырнаçнă. Вăл тулса çитнĕрен икĕ çул каялла унăн лаптăкне тата сарнă.
Июнь вĕçĕнче çĕнĕ масара кĕнĕ çĕрте 6х9 лаптăкра пулас часавай вырăнне шалчасем çапса ăна сумлă лару-тăрура сăваплани пирки "Авангард" хаçатра та çырнăччĕ. Кунта халĕ хĕрỹ ĕç пуçланнă, Çĕрпỹел хастарĕ Денис Васильев ертсе пыракан ултă çынтан тăракан бригада кĕлĕ çурчĕн стенисене купалать. Строительсем хăйсен ĕçне тăрăшса тата тирпейлĕ пурнăçлаççĕ. Вĕсене материалсемпе туллин тивĕçтерсе тăраççĕ. Кĕçех тăррине витнĕ хыççăн шалти ĕçсем пуçланĕç.
Пĕчĕкех мар çурта туса лартма укçи-тенки те пайтах кирлĕ. Тăкаксене саплаштарма самаях кĕмĕл пуçтарнă-ха. Анчах вăл кăна çителĕксĕр. Çавăнпа пуçару ушкăнĕ Патăрьелĕнче пурăнакансенчен ыркăмăллăх кăтартса часавая çĕклеме пулăшу ыйтать. Ятарласа хисепне палăртса хуман. Камăн мĕн чухлĕ май пур, çавăн чухлĕ пама пултарать темелле. Часавайсене ĕлĕк-авалах халăх вăйĕпе тунă, ăна пăхса тăнă. Масар çине лартнисене уйрăмах та. Укçа-тенкĕпе пулăшас текенсен Патăрьел территори пайне пымалла.
Çакна та палăртса хăвармалла. Чăн тĕрĕссипе часавай вăл - кĕлĕ вуламалли, Турăран пулăшу ыйтмалли е тав сăмахĕ каламалли, турăшсем умне çуртасем лартмалли вырăн. Патăрьелсем вара ăна масар çурчĕ пек те усă кураççĕ. Кунтах масар çинче шăтăк чавнă е пытарнă чухне усă курмалли ĕç хатĕрĕсене хумалли вырăн та, сивĕ çанталăкра кĕрсе кăмака хутса ăшăнмалли е апат çимелли кĕтес те пулать.
Вилĕмрен чĕртекен чечек патша пахчинче те çук, тенĕ халăхра. Вăхăт çитсен пурте масарта вырăн тупаççĕ. Çавăнпа унти тирпейлĕхшĕн кашнийĕн паянах тăрăшмалла.
Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче халăх кар тăнипе масар пỹрчĕсем тунă, картисене улăштарнă е ытти хăтлăх кỹнĕ тĕслĕх пайтах. Нумай пулмасть çеç Сителте халăх вăйĕпе капăр часовня çĕклерĕç, масар умне хăтлăлатрĕç. Ку тĕлĕшпе Çĕньялсем, Анат Туçасем, Туçасем тата ыттисем те ырă тĕслĕхлĕ.
Николай ЛАРИОНОВ
Сăн ỹкерчĕкре: Патăрьел ял старости Николай Николаев часавая тăвас ĕç епле пынине сăнасах тăрать.
Ноябрь 2024 |