Кĕтмен тĕл пулу ытамĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 04.08.2023, 19:09 Просмотров: 510

- Специальноçпа илсен, эпĕ - вырăс чĕлхипе литература учителĕ, - терĕ Цуканова. - Рязаньти пединститутра хĕрлĕ диплом илсен мана хамăр хулари гуманитари тĕпчевĕн институтĕнче вырăс чĕлхипе литература пайĕнче ĕçлеме сĕнчĕç. Куçăмсăр майпа Мускаври аспирантурăна вĕренме кĕме, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕн диссертацине хỹтĕлеме ĕмĕтленетĕп. Эпĕ çырнă наука статйисем хаçат-журналта пĕр тикĕс пичетленсе пыраççĕ...

- Санăн наукăри ĕçỹсем малашне те ăнăçлă пыччăр тесе, пушатар-ха çак савăта, - ура çине тăрса Людăна коньяк черкки тыттарчĕ Вадим.

- Эсĕ каланă пек пултăрах, - терĕ те хĕрарăм, эрехе пĕр сыпкăм тунă хыççăн каялла лартрĕ.

Вадим хăй те, эрех-сăра таврашне питех килĕштерменскер, хĕрĕх градуслă эрехе кăштах кăна тутанчĕ.

Валерий Окуловăн телейлĕ çемье пурнăçĕ вальс юхăмĕнче тĕвĕленсе çирĕпленнине асра тытса, сăн-пичĕпе те, ỹт-пĕвĕпе те питĕ илемлĕ Людмила Цуканова шăпах хăйĕн мăшăрĕ пулма пултарассине шанса, Вадим чỹрече янахĕ çинчи кассетăллă магнитофон çине пăхса илчĕ.

- Людочка, иксĕмĕр вальс юхăмĕнче çаврăнса илер-и? - терĕ йĕкĕт, васкамасăр шоколад чăмлакан чиперкке çине пăхса.

- Мĕнех, эпĕ хирĕç мар, - ура çине тăчĕ çамрăк хĕрарăм.

Пысăках мар пỹлĕмре ерипен юхакан кĕвĕ янăрама пуçласанах Вадим икĕ аллипе Людăн çемçе пилĕкĕнчен тытрĕ те ăна майĕпен ташă картине илсе кĕчĕ. Йĕкĕт хăй сисмесĕрех, пỹлĕмре иккĕшĕ кăна пулнине кура, чиперккене хытăрах та хытăрах чăмăртама пуçларĕ. Çирĕм пиллĕкри хĕрарăм, хăй те икĕ çул арçын ытамĕнче пулманскер, каччăн яштака ỹт-пĕвĕ çумне тачăрах та тачăрах çыпçăнчĕ, сăн-пичĕ кĕрен ункăсемпе эрешленчĕ.

- Питĕ килĕшетĕн эсĕ мана, Людочка, - хĕрарăм хăлхинчен шăппăн пăшăлтатрĕ йĕкĕт.

 - Эпĕ те сана пĕрре курсах юратса пăрахрăм, - типнĕ çỹхе тутине аран хускатса илчĕ те çамрăк хĕрарăм, вĕриленнĕ ỹт-пĕвĕпе каччă çумне тата хытăрах çыпçăнчĕ.

Люда хăйĕн шурă блузкипе кĕске юбкине хывма пуçласанах каччă алăк патнелле вĕçтерчĕ, çинçе çекĕле пĕчĕк ункă çине шаклаттарса хучĕ. - Питĕ лайăх мана санпа, Вадим, - каччă ытамĕнче пулнă хыççăн лăпкă сасăпа калаçма тытăнчĕ вырăс хĕрарăмĕ. - Эсĕ лăпкăскер, сăпайлăскер, çакнашкал вăйлă арçын пуласса шутламанччĕ те эпĕ...

- Санпа юнашар эпĕ те хама питĕтелейлĕ туятăп.

- Вадим, эсĕ, Чăваш Республикинче çуралса ỹснĕскер, мĕншĕн хăвăртан аякри института суйласа илнĕ? - кăсăкланса ыйтрĕ Людмила.

- Рязань облаçĕнчи Олег Пролыгинпа пĕрле икĕ çул çар службинче тăтăм эпĕ. Вăл, баянпа ăста калаканскер, служба хыççăн Рязаньти культура институчĕн оркестр уйрăмне вĕренме кĕме хатĕрленетчĕ. Олег мана, эпĕ сăвăсем çырнине, заставăра стена хаçачĕн редакторĕ пулнине кура, хăйсен патĕнчи института сценари çыракансен уйрăмне вĕренме кĕме сĕнчĕ. –

 Эсĕ, чăваш çамрăкĕ, пирĕн хулари института тỹрех вĕренме кĕнĕ. Унта конкурс çулленех пысăк, теççĕ...

- Тăрăшнă ĕнтĕ, намăс курас мар тесе, тĕплĕн хатĕрленнĕ, - хуравларĕ Долинин. - 1990 çулта хамăр уйрăмра пĕр вырăншăн виççĕн кĕрешрĕмĕр. Истори предмечĕпе экзамен тытнă чухне пĕр тĕлĕнтермĕш пулса иртрĕ. Билетри пĕрремĕш ыйту Раççейĕн 15-мĕш ĕмĕрти культурипе, иккĕмĕшĕ Сталин вăхăтĕнчи репрессисемпе çыхăннăччĕ. Манăн хуравсем çамрăк преподавателе те, шурă сухаллă профессора та килĕшрĕç. Хам таçта вуланине аса илсе эпĕ юлашкинчен: "Сталин айăпне пула пирĕн çĕршывра пĕр миллиона яхăн çынна репрессиленĕ", - терĕм. "Абитуриент юлташ, пирĕн çĕршыва нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Сталин пирки çапла калама юрать-и вара? - ман çине çиллессĕн пăхса илчĕ ватталла сулăннă профессор. - Экзамен листине парăр-ха..." - "Иккĕ лартать ĕнтĕ, - шутлатăп хам, ун умĕнче пуçа усса ларнă май. - Малтанхи экзаменсенче икĕ "тăваттăпа" пĕр "пиллĕк" илнĕскер, халĕ хỹреллĕ паллăна тивĕçрĕм иккен..." - "Долинин, мĕнле паллă илтĕн?" - коридора тухсанах сырса илчĕç мана ытти абитуриентсем. Эпĕ, хурланса тăраканскер, алла çеç султăм. Пĕр хĕр ман алăри экзамен листине туртса илчĕ те: "Эх, тĕлĕнтеретĕн те эсĕ, Долинин, - терĕ вăл. - Санăн - "пиллĕк"!

- Ватă профессора "халăхсен ашшĕ" пулнă çын пирки начар калани килĕшмен ĕнтĕ, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Цуканова.

- Паллах. Сталин чи вăйлă ертỹçĕсенчен пĕри пулнине иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн Америкăпа Англи президенчĕсем те йышăннă. Иосиф Виссарионович ертсе пынипе пирĕн пысăк çĕршывăн экономики питĕ вăйлă аталанса пынă, фашистсен эшкерĕсене хăйсен йăвинчех - Берлинта тĕппипе çапса аркатнă. Паллах, историксем палăртнă тăрăх, Сталинăн ырă енĕсемпе пĕрлех çитменлĕхсем те пулнă.

- Институтри практика вăхăтне ăçта ирттертĕн? - политикăпа çыхăннă ыйтуран культура еннелле пăрăнма хистерĕ Людмила.

- Мана Рязань облаçĕнчи культура керменне ĕçлеме ярасшăнччĕ, - хуравларĕ каччă. - Анчах эпĕ аякри ялти культура учрежденине кайма ирĕк илтĕм. Вырăна çитсенех Культура çурчĕн отпуска кайнă заведующийĕн должноçне йышăнтăм. Ака-суха ĕçĕсем пуçланнă май, ялти тулли мар вăтам шкулта аслă классенче вĕренекен хĕрачасенчен агитбригада йĕркелесе ятăм. Концертпа уй-хирте ĕçлекенсем патĕнче те, йĕтемре те пултăмăр. Ял ĕçченĕсем пире чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕç. Культура пайĕн пуçлăхĕ мана институт пĕтерсен хăйсен районне килме сĕнчĕ.

- Агитбригадăна баянист е купăсçă ертсе пырать, эсĕ вара методистсем хатĕрлекен уйрăмра вĕреннĕ... –

 Эпĕ шкулта 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех купăс калама вĕрентĕм. Салтакра чухне баян калама та хăнăхрăм, пĕрлех музыка литературипе усă курса, нотăсене те ăнланакан пултăм.

- Пĕр-пĕр пăтăрмах та сиксе тухрĕ пуль-ха практика вăхăтĕнче?

- Унсăр мар ĕнтĕ. Канмалли куна Рязаньти заводра ĕçлекен Саша Шестаков килчĕ. Хăйне ман умра ял куштанĕ пек кăтартас тесе, вăл, ỹсĕрскер, кинофильм пынă вăхăтрах пирус тивертсе ячĕ. Эпĕ ăна урама тухма, унта сигарет туртма сĕнсен, тỹрех шăртланчĕ, литературăна кĕртмен сăмахсемпе те перкелешрĕ. Фойере ташăсем пуçлансан вара тайăлса кайса ăнсăртран чỹречен шалти пĕчĕк кантăкне те çĕмĕрчĕ. Эпĕ ăна хăйне йĕркеллĕ тытма ыйтсан урсах кайрĕ: тенкеле тапса сирпĕтрĕ, бильярд патакне хуçса пăрахрĕ...

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика