Сывлăхăра упрăр

Категория: Публикации Опубликовано: 04.08.2023, 19:09 Просмотров: 526

Çуллана чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Анчах шăрăх çанталăка пурте чăтаймастпăр. Сывлăхлă çынсене те ĕшентерет вăл. Пĕрисен чĕре таппи ỹсет, сывлăшĕ пỹлĕнет, пуç çаврăнни палăрать, кăкăрта хĕсет тата ытти те.

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе аптракансене пушшех те кансĕр. Çавăнпа та кăнтăрла 12 сехетрен пуçласа 16 сехетчен хĕвел çине тухма ан тăрăшăр. Е сулхăн вырăнта пулăр. Çутă тĕслĕ ỹте сывлаттаракан кĕпе-тумтир тăхăнăр. Вăл мăя, çан-çурăма çăтă тытса ан тăтăр. Пиçиххие те хытă ан çыхăр.

Аш-какай сахалрах çиме тăрăшăр. Выльăх çăвĕте апатра нумай ан пултăр. Сĕт тата ỹсен-тăран продукчĕсем усăллă. Рациона петрушка, укроп, кинза кĕртмелле. Апата пĕчĕккĕн çимелле. Тăварпа нумай усă ан курăр.

Шыв, морс, курăк чейĕ ытларах ĕçĕр. Газировка усси сахал. Сăра, хĕрлĕ эрех, коктейлсем организмри шыва кăлараççĕ.

Пляжа каятăр пулсан тỹрех шыва кĕме ан тăрăшăр. Çĕр çинче тата шывра температура пĕр пек пулманран чĕрене йывăр килет.

Чĕре чирĕпе аптракансен ытлашши шыв та ĕçме тăрăшмалла мар. Вăл организмра тытăнса тăрсан юн пусăмне ỹстерет. Çăвар типет пулсан ăна уçă шывпа чỹхени те вырăнлă.

Хĕвелтен хỹтĕлекен куçлăх тăхăнни те аван.

Чĕре пĕр тикĕс ĕçлетĕр тесен калипе магнирен пуян курага, иçĕм çырли, хуратул, фасоль çимелле.

Пирус ан туртăр. Никотин кислородпа пĕрле юн патне çитме пултарать. Сирĕн чĕрĕре шăрăх капла та ĕçлеме йывăрлатать. Но-шпа ĕçме пултаратăр. Анчах вăл юн пусăмне чакарнине шута илĕр. Глицин, валокардин, корвалол алă айĕнче пулсан лайăх.

Юлашки çулсенче пахчара ĕçлекенсене васкавлă пулăшу машини йăран çинченех илсе килни те час-часах тĕл пулать. Пуçа пĕксе шăрăхра ĕçлени витĕм кỹрет çакна. Юн пусăмĕ ỹссе инсульт илес хăрушлăх пысăк. Кашни 30 минут ĕçлесен 15 минут канмаллине асра тытăр.

Хăйне хĕвелте япăх туякан çынна сулхăна илсе тухса шывпа пĕрĕхĕр. Кĕпе çỹхине, пиçиххине пушатăр. Кăкăрĕ хĕсет, чĕри ыратать пулсан чĕлхи айне нитроглицерин хурса васкавлă врача чĕнĕр.

Надежда ЗАЙЦЕВА, Патăрьеленчи врач офисĕнчи медицина сестри

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика