Валерийпе Мария Аппаковсене (ỹкерчĕкре, 7-мĕш стр.) Алманчăра тата таврари ялсенче пурăнакансем тирпейлĕ, ĕçлĕхлĕ, эрех-сăрапа иртĕхмен çемье пек пĕлеççĕ. Вĕсем вите тулли выльăх усраççĕ, çĕрĕ те çителĕклех. "Сывлăх пур чухне икĕ алла усса ларни килĕшỹсĕр", - теççĕ час-часах. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕрен иккĕшĕ те пушă тăма хăнăхман. Эпĕ пынă чухне те пĕчĕк пăрăвĕсене пăхатчĕç. Кăшт çеç каярах юлса çитнĕ пулсан вара курмасăрах килеттĕм - чĕкĕнтĕр йăранĕсене çумлама каясшăн пулнă. Калаçу вĕçленсенех хире васкарĕç.
Кил хуçипе мăшăрĕ иккĕшĕ те Алманчăран. 1985 çулта вĕсем çемье çулĕпе утма пуçланă. Унччен вара çулталăк маларах Мария Николаевна Шупашкарти кулинари училищинчен вĕренсе тухса тăван ялĕнчи ача садне повара ĕçлеме вырнаçнă.
- Çурт тумалла пулнипе анне икĕ çĕрте ĕçлетчĕ, çавăнпа асанне пирĕнпе юнашар ытларах пулнă. Вăл пилĕк мăнукне апат-çимĕç пĕçерме те, тирпей тытса пыма та вĕрентнĕ. Професси суйлама вăхăт çитсен чун пĕчĕкренех кăмăллакан ĕçе алла илес тесе кулинари училищине çул тытрăм, - тесе аса илчĕ 1964 çулта кун çути курнă Мария Аппакова. Вăл 2009 çултан Патăрьелĕнчи "Жасмин" кафере поварта, каярах кафе заведующийĕнче вăй хунă. Кунта 2018 çулччен тăрăшнă.
Валерий Геннадьевич ĕç стажне хуçалăхри строительсен бригадинче пуçланă. Салтакран килсен те хулара телей шыраман, килте арçын çуккине шута илсе амăшĕпе юнашар пулас тенĕ. 1959 çулта çуралнă арçын тивĕçлĕ канăва кайиччен Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче столяр цехĕнче те, ĕне ферминче операторта та тимленĕ.
Тĕп ĕçе куллен утнисĕр пуçне Аппаковсем яланах выльăх-чĕрлĕх тытнă. Мария Николаевнăна та амăшĕ ĕлĕкхи йăла-йĕркене малалла тăсса пăру панă пулнă. Çĕнĕ çын пулса килнĕ çуртра та ĕне усранă. Пысăк выльăхсăр çемье пĕр кун та пурăнса курман тесен те йăнăш мар. 2018 çултан вара витере йыш çуллен хушăнса та хушăнса пынă. Хальхи вăхăтра вĕсем виçĕ ĕне, пăрусем усраççĕ, сысна çăвăрлаттарса çурисене сутаççĕ. Çулла хур-кăвакал та çителĕклех çитĕнтереççĕ.
Йышлă выльăха валли утти-улăмĕ, ытти çимелли те сахал мар кирлĕ. Усă куракан 15 гектарта нумай çул ỹсекен курăк, выльăх тата çурма сахăр кăшманĕ, тырă çитĕнтереççĕ. Иртнĕ çул вăрлăх сухан та пулнă, кăçал витене çĕнетме тĕллев тытнипе ăна акман.
- Хамăр анчах пулсан кун чухлĕ выльăх усрамастпăр. Икĕ ывăлпа кинсем, хĕрпе кĕрỹ, мăнуксем нумай пулăшаççĕ. Хирти ĕçсене пурнăçлама трактор тата кăкарса çỹремелли хатĕрсем пур. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен кашни канмаллинче тенĕ пек, ачасем Шупашкарта пурăннине пăхмасăр яла килсе вăй хураççĕ: сухалаççĕ, акаççĕ, çумлаççĕ... Красномайскинче çуралса ỹс- нĕ кĕрĕвĕн ашшĕпе амăшĕн те çĕр пайĕсемпе усă кураççĕ, пĕрле килĕштерсе ĕçлетпĕр. Хăтапа тăхлачăн комбайн та пур, çавăнпа тырра пухса кĕртессипе те чăрмавсем çук. Выльăхсене хамăр туса илнĕ продукципе тăрантаратпăр, - тет Мария Николаевна.
Аппаковсен çурт-йĕрĕ те çирĕп. Валерий Геннадьевичпа Мария Николаевна ăна хăйсем тунă. Кăмака умĕнче икĕ хĕрарăм валли вырăн çук, теççĕ халăхра. Ку каларăш Мария Аппаковăпа пăянамăшĕ пирки мар, вĕсем 35 çул килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннă. Асли мăнукĕсене ура çине тăратма нумай пулăшнине, ĕçе юратма вĕрентнине палăртать кил вучахне упраканĕ. Паян вара асатте-асанне, кукаçи-кукамай ятне илтнĕ мăшăр тăватă мăнукĕпе савăнать, вĕсене çĕрпе, выльăхпа туслаштарать.
Ольга ПАВЛОВА.
Ноябрь 2024 |