Çар ретĕнче - контракт мелĕпе

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2023, 19:39 Просмотров: 251

Каринăпа Аделина кун каçа ашшĕ çумĕнчен хăпасшăн та мар. Пĕчĕкскерсем çывăх çыннишĕн тунсăхлаççех ĕнтĕ. Саша хăй те ачисене пĕринчен теприне ыталаса çеç тăрать. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пулнă чухне çав тери тунсăхлатчĕ вĕсемшĕн. Контракт мелĕпе çар службине кайнăскер унăн вăхăтне тата малалла тăстарнăччĕ. Малтанхи уйăхра çемьепе çыхăнăва та тухайманччĕ. Сывă, йĕркеллĕ киле таврăннишĕн савăнать. Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланипе те хăпартланмалăх пур. Алла хĕç-пăшал тытса юлташĕсемпе неонацистсене хирĕç тăрса мĕн чухлĕ халăха ирĕкрен хăтарнă вăл. –

Хирĕç пулан кашни çын Раççей çарне пуç тайса тав тăватчĕ. Савăнăç куççулĕ юхатчĕ вĕсен,- калаçать Аслă Чемен ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Матросов.

Пилĕк ача çитĕнтереççĕ Надежда Витальевнăпа Алексей Владимирович. Сашăпа Диана çеç ура çине тăнă теме пулать-ха. Ывăлĕ ялти вăтам шкулта 9 класс вĕреннĕ хыççăн Патăрьелĕнчи агротехникумра автомеханик профессине илнĕ. Диана та хăйĕн специальноçĕпе Ульяновскинче ĕçлет. Ыттисем пĕчĕккĕ-ха. Виктория - 5, Виктор - 4, Артем 1 классене каяççĕ.

 Çемье çĕр ĕçĕпе ĕçлес çул-йĕр çине тăнă. Вăрман çумĕнчи чылай çул усă курман самай пысăк лаптăка сухаласа ĕçе кĕртнĕ. Халĕ унта урпа, тулă, сĕлĕ çитĕнтереççĕ. Çак кунсенче акни-лартнине пухса çапаççĕ.

- Комбайн кăштах шăлтăртатрĕ-ха. Паян ăна пăхса ярасшăн. Кивĕ техника киввиех ĕнтĕ. Çĕрпе ĕçлеме кирлĕ агрегатсене туянса пыратпăр. Трактор пур. Курăк çулмалли хатĕр те. Акассине те хамăр вăйпах пурнăçлама тăрăшатпăр,- тет Алексей Владимирович.

- Уй-хирте çитĕнтернине выльăх çăварĕ урлă кăларатпăр. Хуçалăхра сăвакан ĕнесем те, пушмак пăрусем те пур. Выльăх йышне çуллана сахалрах хăваратпăр. Мĕншĕн тесен вăл вăхăтра ытти ĕç те нумай. Хĕл валли самăртмалли вăкăрсем туянатпăр. Пурнăçа сыпăнтарса пымалла-çке,- калаçăва хутшăнать мăшăрĕ.

Коллективлă ял хуçалăх предприятийĕ пур чухне ĕçĕсем пулнă-ха. Тỹлевĕ тивĕçтермен. Алексей Владимирович конюхра ĕçленĕ. Халĕ вара мĕн туса илни çемье бюджетне кĕрет.

Надежда Витальевна территори пайĕнче тирпейлỹçĕре тăрăшать.

Куç хăрать те алă тăвать, теççĕ. Анлă уй-хире тухса тыр пул пуссине кĕрсе кайсассăн чунĕ савăнать Алексей Матросовăн. Техникăпа ĕçлеме Саша ывăлĕ те пĕлет. Вăл хулана пурăнма тĕпленесшĕн пулсан та яла пулăшма килме ỹркенсе тăмастех. Ытти ывăлĕсем те çитĕнсе пыраççĕ Матросовсен.

Çарти юлташĕсене час-часах аса илет Саша. Шăмăршă тата Патăрьел муниципалитет округĕсенчен пĕрле кайнисем те пулнă унта. Пĕри аманса таврăннă хыççăн госпитательте те сипленнĕ. Халĕ каллех алла хĕç пăшал тытнă. Çĕршыва хỹтĕлеме кирек хăçан та хатĕр паттăрсем.

 - Пурнăç тăнăç тăтăрах. Тỹперен яланах сар хĕвел çутаттăр. Неонацистсен мăшкăлĕ пулмастпăрах. Контракт мелĕпе çар ретĕнче пулнишĕн ỹкĕнместĕп. Арçыннăн çапла пулмалла та. Çĕнтерĕве çывхартма çирĕп тыл та пулăшать. Гуманитари пулăшăвĕ ярсах тăраççĕ. Виç кĕтеслĕ çырусем те хавхалантараççĕ. Маскировка сеткисем çыхса параççĕ тата ытти те. Эпир пурте пĕрле,- терĕ çирĕппĕн салтакла хуравласа çар ĕçĕсен ветеранĕ Александр Алексеевич.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика