Патăрьел муниципалитет округĕ килти хушма хуçалăхсем, урамсемпе ялсем, обществăлла вырăнсем капăр та хăтлă пулччăр, хамăр пурăнакан тавралăх пурне те савăнтартăр, тыткăна илтĕр тесе йĕркеленĕ конкурсра çĕнтернĕ Патăрьелĕнчи Владимир Селендеев хуçалăхне манăн тахçанах çитсе килме кăмăл пурччĕ. Мĕншĕн тесен "Авангард" хаçатăн тусĕ Мая Селендеева сим пыл шăршиллĕ чечексен çăтмахĕ пирки хăйĕн сăввисенче çеç шăрçаламасть, пахчара ывăнма пĕлмен аллипе çуратнă чăн илеме кашни кун тенĕ пекех социаллă сетьри тусĕсене те парнелет. Вĕсене пăхса яланах савăнатăп. Çавăнпа та Патăрьелĕнчи Крепков урамĕнчи 123-мĕш çурт таврашĕнчи çеçкесен, улма-çырлан ытарми лапамĕсемпе киленме пысăк сăлтав пулнăшăн çав тери хĕпĕртерĕм...
Капăр калитке алăкне уçса сад пахчине пĕр утăм ярса пуссанах Мая Геннадьевнăн кăçал кун çути курнă "Телей тĕрри" кĕнекинчи сăвă йĕркисем пуçа килчĕç:
"Çулла килет илемлĕ тĕссемпе,
Илĕртекен хитре чечексемпе.
Тыткăнлакан асамлă шăршипе,
Сар лĕпĕшсен телейлĕ вăййипе!.."
- Чун хĕлĕхне хускатакан пахчари илем шăпах çак йĕркесене çуратрĕ. Сăмах май каласан, çемьепе капăрлатнă çак лапам маншăн паян асамлă вырăн. Тепĕр чухне чечексем хушшинче канса ларнă вăхăтрах пуçра çĕнĕ сăвă шăрçаланса тухать. Унсăр пуçне кашни кун чечексенчен мĕн чухлĕ вăй пуçтаратăп, ĕçлес хавхаланăва пуянлататăп...- яланхи пекех сăпайлăн та лăпкăн калаçрĕ Мая Геннадьевна.
Тĕрĕссипе, пахчара асамат кĕперĕн кашни тĕсĕпе хĕм сапса ларакан çеçкесен, тĕрлĕрен сюжетпа ăсталанă ландшафт дизайнĕн серепине çаклансан тỹрех çухалса та каятăн. Тимĕртен эрешлесе тунă шурă беседкăна иçĕм çырли пĕлĕт евĕр хупăрланă. Кунта хăтлă та, сулхăн та, хỹтĕ те. Хăна-вĕрлене, çывăх çынсене хапăл тумалли пахчари тĕпеле вырнаçсанах унăн йĕри-таврашĕнче çакăнса тăракан пысăк çеçкеллĕ петунисем çил варкăшĕпе вĕлтĕр-вĕлтĕр çаврăнса тỹрех кăмăла уçаççĕ. 10-15 тĕрлĕ те пур вĕсем. Кашнинех пăхса ытармалла мар! Çулçинчен нумайрах çеçкисем пусса илнĕ чечексен кăкшăмне, вĕсем пурте аялалла усăнса ỹсеççĕ. Юнашарти тĕрлĕ лапамра гортензисем, кĕлчечексем, георгинăсем, лилисем, калла, хоста, бархатцы, бальзамин, лабелия, сăртлă-туллă вырăна кăмăллакан сим пыл шăршиллĕ лаванда, герань, эустома, монарда тата ытти чечексем хăйсене килĕшỹллĕ вырăн тупнă. Кил хуçи - чечек ăсти вĕсене пурне те ырă та кăмăллă, хăйсене килĕштерекен "кỹршĕсемпе" вырнаçтарнă. Чылайăшне хăйех вăрăран çитĕнтерет. Акă, лăсăллă хитре тĕмсемпе гербена юнашар пулни - куç тулли илем! Вĕсем сĕм кĕркуннечченех хуçасене савăнтараççĕ. Мая Геннадьевна хăй аллипе ăсталанă пĕчĕк кỹлĕ умĕнчи шурă кĕпер карлăкне ытамласа илнĕ шурă клематис вара туй кĕрекинче пĕркенчĕк айĕнче ларакан пикене аса илтерет.
Асамлă каçми хăв сисмесĕрех юмах тĕнчине илсе çитерет. Кунтах хĕп-хĕрлĕ кĕл чечексем хĕм сапаççĕ...
Пузыреплодниксене çаврака шар е ытти формăпа касса ăсталани те, шурă арка çинче чỹхенсе ларакан петунисем те, вăрман тункати çинче хỹтлĕх тупнă савăнăçлă чĕр чунсем те, кỹлĕ хĕрринче шурă акăшсемпе туслашнă шапасемпе кăвакалсем, юмахри ытти кỹлепесем, каçхине асамлă çутă пайăркипе савăнтаркан шурă кĕлчечексем тата ытти те Селендеевсем хăйсен хушма хуçалăхĕнчи садра пĕрлехи вăйпа çуратнă чун илемĕ. Кунтах кăнтăрта ỹсекен капăр туйăсем, 7-8 тĕрлĕ иçĕм çырли, 4-5 сорт хурлăхан, хăмла çырли, чие, панулми, груша, абрикос йывăçĕсемпе тĕмĕсем хуçасене çимĕçпе савăнтараççĕ.
- Чечексене эпĕ тахçанах юратнă. Анчах вĕсемпе пĕр вунă çул каялла çеç çывăхрах туслашрăм. Çак "чир" пăянамран юлчĕ-тĕр. Вăл кашни çулах пỹрт умне чечек акатчĕ. Пуçра ландшафтлă, сюжетлă чечек лапамĕ çуралсанах мăшăрăмпа, ачасемпе канашларăм. Вĕсем пулăшма килĕшсен кашни çулах пахчана капăрлатса, урăхлатса пытăмăр. Ырă ĕçĕн чикки çук. Чечеке юратакан çын пурнăçа та юратать теççĕ. Ĕмĕтĕмĕрсем татах та пур. Халĕ мана ĕçлеме ансатрах. Мăшăрăм та, ывăлăм та, хĕрсем те май пур таран пулăшаççĕ. Уйрăмах темиçе çул ỹсекеннисене хĕл каçма хатĕрленĕ тата хĕл ыйхинчен вăраннă вăхăтсенче ĕçĕ нумай. Пĕрлехи вăйпа вара пурне те туса ĕлкĕретпĕр... - терĕ хавхаланса Мая Геннадьевна педагог-ветеран
Тасалăхпа тирпейлĕх, хăтлăх чунра канлĕх çуратать. Иккĕленместĕп: çуллахи илемпе асамлă шăршă тыткăнĕнче пулакан кашни çын сад пахчинчен вăй пухса тухать. Ахальтен мар ĕнтĕ Патăрьел муниципалитет округĕн комиссийĕ Селендеевсен пахчине чи-чи кăтартулли тесе хак панă. Конкурс çĕнтерỹçисене çак чыс малашне тата ытларах хавхаланса ĕçлеме çеç пулăшĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |