Ача чухне хĕр ачасем амăшĕн çỹллĕ кĕлеллĕ пушмакне, хитре кĕпине тăхăнса пысăк çынсем пек пулма тăрăшаççĕ. Арçын ачасем вара мăлатук тытса ăçта килчĕ унта пăта çапаççĕ, хăйсене питĕ кирлĕ ĕç тунă пек туяççĕ.
Аса илỹ çỹпçине уçатăп та ытарайми ачалăхăм куç умне тухать. Чĕрем вара чи таса, телейлĕ, ырă самантсене шăрçаласа та хурать: тусăмсемпе пĕрле çырла пухма кайнисем те, чăтма çук шăрăх кунсенче шывра чăмпăлтатнисем те, шкула васкаса чупнисем те, шăнкăрав янрани те - йăлт асра...
Мĕн тĕрлĕ вăйă вылямастăмăр пуль тата! Пирĕн касра вăл вăхăтра ачи-пăчи те чылайччĕ. Уйрăмах çулла каç пулнипе атте-анне урама шырама тухсан çеç, чупса ывăннăскерсем, киле таврăнаттăмăр. Укăлчари çерем çинче ача сасси янăраса çеç тăратчĕ! Лапталла, сикмелле, пытанмалла, хăналла, хăваламалла выляттăмăр.
Мăнкуна мĕнле чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Çĕнĕ кĕпе, пушмак туянса панă çак уяв тĕлне ятарласа. Урама тухсан пĕр-пĕрин çине пăхса мухтанаттăмăр, хак параттăмăр. Ярăнчăкпа ярăннă эрнипех. Кашни урамрах ăсталаса çакатчĕç аслисем.
Мĕнле манăн-ха тата пĕрремĕш хут шкул картлашки çине ярса пуснине? Урамран пухса кĕртнĕ ачасем пулнă вĕт ун чухне. Ача сачĕ пулман ялта. Шкула кайиччен маларах хатĕрленỹ тапхăрне те йĕркелемен вăл вăхăтра. Хăранипе, вăтаннипе парта айне кĕрсе ларни те пулкаланă. Ручка тытмаллине те чухламасчĕ, кĕнеке-тетраде те пуçласа куратчĕ хăшĕ-пĕри. Ăс-хакăлăн вĕçсĕр тĕнчине ертсе кайрĕ пире, пĕрремĕш класа пухăннă вун ултă шăпăрлана вĕрентекен. Вăлах сас паллисемпе паллаштарчĕ, шкул парти хушшине лариччен китай çырăвĕ пек туйăнакан кĕнекесене юратма, таса та илемлĕ çырма, тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентрĕ. Уроксенче çăвар карса итлесе лараттăмăр, шухăшсемпе вара вĕрентекенĕмĕр хыççăн çурçĕре те çитсе кураттăмăр, шывсăр пуш хирте тĕвесем çинче те хăюллăнах пыраттăмăр, аякри Карели чиккине те пограничниксемпе танах сыхлаттăмăр. Мĕн тери хĕпĕртеттĕмĕр тетрадьре салтак пек тỹрĕ сас паллисем "ташлама" тытăнсан! Пирĕнпе пĕрле тен, пирĕнтен ытларах та - хаклă вĕрентекенĕмĕр савăнса ăшшăн кулатчĕ.
3 класа хыçа хăварсан кỹршĕ ялти вăтам шкул сукмакне такăрлатма пуçларăмăр. Ир-ирех тăрса умлăн-хыçлăн танкăлтататтăмăр кукăр-макăр çулпалан пĕлỹ пухма. Кашни кун - çил-тăман-и, е шалкăм çумăр çăвать-и - кайса-килсе 10 çухрăма парăнтараттăмăр. Сăмах çăмхи çитес çĕре илсе çитериччен мĕн çинчен кăна калаçман-ши, шỹтлемен-ши, ĕмĕтленмен-ши? Çул çинче киле панă ĕçсене те аса илсе пыраттăмăр, ыйтусем парса вуланă кĕнекене шĕкĕлчеттĕмĕр, ушкăнпа сăвă пăхмасăр вĕренни те асра.
Нихăçан та манас çук анне пĕçернĕ çавра çăкăр тутине, шăршине, çавăн пекех кăвар çинчи çатма икерчине. Анне çăкăр валли чуста çăрчĕ. Эпĕ ăна тимлесе пăхса тăратăп. Пĕр-икĕ сехетрен чуста хăпарма пуçларĕ. Çав вăхăтра чĕресе уçса пăхас терĕм. Уçрăм та... мĕнле тутлă шăршлă! Анне пỹрте кĕрсе чустана чашăка тултарма тытăнчĕ, çăкăрсене тĕкĕнмелле маррине асăрхаттарчĕ, хăй кăмака хутса ячĕ. Кăмакари вутă шарт! шарт! сикет. Эпĕ тимлесе итлесе ларатăп, анчах та манăн куçсем çăкăр çинчех. Çав вăхăтра анне кăвар çинче çатма икерчи пĕçерме пикенчĕ. Пĕчĕк тирĕкпе услам çăва ирĕлтерчĕ те ачисене сĕтел хушшине чĕнчĕ. Пĕçерекен икерче вĕре-вĕре çу çинче пуçса илетпĕр те янах тăрăх çу юхтарса чăмламасăрах çăтса яратпăр. Мĕнле тутлă! Анне çăкăрсене кăмакана хыврĕ. Эпĕ вĕсем пиçессе кĕтсе лартăм. Часах пỹрт ăш-чикки техĕмлĕ шăршпа тулчĕ. Пиçсе тухнăскерсене анне йĕпетсе шăлчĕ те витсе хучĕ. Çăкăр сивĕнсен мана тата шăллăмпа йăмăка пĕрер чĕлĕ касса пачĕ. Халĕ те чĕлхе çинче çав çатма икерчи, хура ыраш çăкăрĕ! Ỹсерехпе чуста çăрма та, çăкăр пĕçерме те вĕренсе çитрĕмĕр йăмăкпа иксĕмĕр. Анне ерçеймен чух хамăрах пĕçернĕ, кукăльне те пỹремечне те, хуплу таврашне те ăсталама вĕренсе пынă. Пĕрремĕшĕнче тачкарах, иккĕмĕшĕнче çунтарса яни те пулкаланă. Анне пире пĕрех шанатчĕ. Çапса хуçман йăнăшсан та. Пĕрех вĕренсе çитнĕ.
Кашни кунах çуллахи вăхăтра кỹлĕ хĕррине ялти хĕр-упраç кĕпе-йĕм çума пуçтарăнаттăмăр. Çитĕннисем пире таса çума, кĕвентепе кивме, тĕплĕн чỹхеме вĕрентетчĕç. Маларах пĕтернисем пĕр-пĕрне пулăшаттăмăр. Кỹлĕ хĕрринчех çерем çине сарса хураттăмăр çунă япаласене. Типĕтсех таврăнаттăмăр киле. Çав вăхăтра шыва кĕреттĕмĕр. Вак-тĕвек хура япаласене хамăрах çуса-тасатса тăнă. Аннесем каласса кĕтмен. Килти хуçалăхра кашни ача хăйĕн ĕçне пĕлнĕ. Кỹршĕ-арша пулăшма чупаттăмăр тата: вутă йăтма, утă-улăм кĕртме, пахча чавма. Хĕллехи вăхăтра ушкăнпа пĕр-пĕрин картишĕнчен юр тăкаттăмăр.
Колхоз уй-хирĕнче тăрăшнисем - мĕнле савăк вăхăтсем. Кашни шкул ачи çуллахи вăхăтра уйра, йĕтем çинче ĕçленĕ. Улăм турттараттăмăрччĕ. Пуйăс вакунĕсем пек умлăн-хыçлăн лаша лавĕсем черетленсе пыратчĕç. Шỹтлеттĕмĕр, савăнаттăмăр, ывăнни те савăк кулăра иртсе каятчĕ. Аслисем майне вĕрентсе пынă кĕçĕннисене. Пай валеçсе парсан выльăх кăшманĕн, çĕр улми, сухан йăранĕсем хушшине тăнă. Куккурус анине çумкурăкран тасатни те асра. Кĕркунне çитсен вара çитĕннĕ пахча-çимĕçе кăларма та кайнă. Ют республика тулашне чĕкĕнтĕр çумлама кайнисене мĕнле манăн. Пĕр автобус туллиех пуçтарăнса каяттăмăр. Йывăр пулсан та нăйкăшман, укçа алла лексен мĕнле хĕпĕртеттĕмĕр. Атте-аннене те мĕн тери пулăш пулнă-çке - шкул тум-тирне илме укçине те ĕçлесе илнĕ, ĕçе те хăнăхнă. Темле ĕç те ун чухне усăллă вăйă шайĕнчеччĕ, эпир ывăнни-мĕнне пĕлместĕмĕрччĕ.... Хавас вăхăтчĕ...
Йывăрлăхсем пулман ман ачалăхра. Выçă, нушаллă пурнăçа курман. Пурте çителĕклĕ, телейлĕ, атте-анне ăшшине туйса савăнăçлă пурнăçпа çитĕннĕ. Чи кирлине çеç палăртасшăн эпĕ. Ача чухне тăрăшни, ĕçрен пăрăнманни, вĕçне çитиччен пурнăçлани пирĕн чун çирĕплĕхне аталантарма пулăшнă, ăса çивĕчлетнĕ, ушкăнра туслăх çуратнă. Кашнийĕ пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пултарнă. Ырă тĕслĕх парса çитĕнме пулăшакансем ытларах пулнишĕн шăпана тав тăватăп.
Ытарайми ачалăхăм, тунсăхлатăп эпĕ саншăн! Пĕлетĕп, текех тавăраймăн, çапах ачалăхри чун хавалĕ нихăçан та иксĕлмĕ, яланлăхах асăмра .
Светлана КУЛАКОВА Чăваш Ишек ялĕ
Ноябрь 2024 |