- Атте, эсĕ халĕ аллăра кăна-çке, - шухăшсен ытамĕнчен кăларса, малтанхи калаçăва малалла тăсрĕ çирĕм иккĕре пыракан Полина. - Мĕнле калас, арçынсен вăй питти тапхăрĕ. Шăпа çапларах пулса тухнă пулсан та малалла талпăнмалла. Анне хăй те сана тепре авланма хушса хăварчĕ. Ман шутпа, юнашар çуртра пурăнакан Роза шăпах сан мăшăр пулмалли хĕрарăм.
- Полина, эсĕ халĕ çитĕннĕ хĕр ĕнтĕ, институт пĕтернĕ хыççăн нумаях пулмасть райпора бухгалтер ĕçне кỹлĕнтĕн. Сана, пултаруллăскере, каярахпа тĕп бухгалтер должноçне куçарасси, аннỹн яваплă ĕçне малалла тăсасси пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Юрату вăл, ман шутпа, арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне чунтан килĕштерни. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланасси, пур-çукшăнах хĕрỹ тавлашăва кĕрсе каясран сыхланасси чи малтан çакăнпа çыхăннă. Юратакан çынсем пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ, шеллеççĕ. Ăнсăртран йăнăш утăм тусан каçарма та пĕлеççĕ. Кунта эпĕ мăшăрпа пурăнакан упăшка тепĕр хĕрарăмпа е арăм урăх арçынпа çыхланса кайнă тĕслĕхсем пирки каламастăп. Кунашкал пăтăрмахсем çемье чысне варалаççĕ, арçыннăн е хĕрарăмăн ятне яраççĕ. Тỹрех калатăп: Розăна, вăл лайăх кăмăллă тата илемлĕ хĕрарăм пулсан та, чун йышăнмасть. Эпĕ халь калани сирĕншĕн, çамрăксемшĕн, малашнехи пурнăçра кирлĕ пулĕ тесе шутлатăп.
- Ăнлантăмăр сана, атте, ку енĕпе урăх ыйтусем пулмаççĕ, - терĕ Полина. - Эсĕ - килĕшỹллĕ сăн-сăпатлă арçын, пултаруллă культура ĕçченĕ. Эрехпе иртĕнместĕн, пирус туртмастăн. Тĕл пулăн-ха пурнăçра хăв юратакан хĕрарăма.
- Килĕшетĕп санпа, Полина, - хутшăнчĕ калаçăва Петя. - Халĕ малалла культура ĕçĕ пирки калаçар-ха. Юбилей уявĕнче сан пирки мĕн тери ăшă сăмахсем каларĕç пĕрле ĕçлекенсем. Эсĕ, юратнă аттемĕр, тимлĕ çемье пуçĕ тата ырă кăмăллă çын пулнине те, районти, облаçри талантлă культура ĕçченĕсен йышĕнче тăнине те палăртрĕç. Эсĕ пĕр улшăнми çирĕм çул директор пулса ертсе пыракан районти Культура керменĕ облаçра малтисен шутĕнче пынине те, районти мĕн пур мероприятисене эсĕ çырнă интереслĕ сценарисем тăрăх хатĕрленине те палăртрĕç.
- Эсĕ ертсе пыракан хĕрарăмсен фольклор ушкăнĕ облаçра чи лайăххисенчен пĕри пулнине те асăнчĕ районти культура пайĕн заведующийĕ, - хавхаланса калаçрĕ Полина. - Çирĕм пилĕк çул хушшинче туса ирттернĕ мĕн пур ĕçне хакласа вăл сана Раççей Федерацийĕн культура министерствин тата Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн, район администрацийĕн Хисеп грамотисене парсан вара пурте ура çине тăрсах алă çупрĕç.
Кун хыççăн Полинăпа Петя сумлă наградăсемпе çывăхрах паллашрĕç, вĕсене тимлĕн вуласа тишкернĕ май, хăйсен юратнă ашшĕ çине кăмăллăн пăха-пăха илчĕç. Вадим Николаевич хăй те Хисеп грамотисене пĕринчен теприне алла илсе, вĕсемпе чунтан киленчĕ, савăннипе тата ытлашши хумханнипе кăштах куççульленчĕ. Апла пулсан, вăл малтан методистра, каярахпа методикăпа ертỹлĕх уйрăмĕн пуçлăхĕнче тата районти Культура керменĕн директорĕнче çулран-çул ăнăçлă та пултаруллăн ĕçлесе пынине тĕплĕн шута илнĕ çỹлти органсенче тăрăшакансем.
Долининăн юбилей хыççăнхи ĕç биографине вара малашне хăш-пĕр улшăнусем кĕреççĕ: Вадим Николаевич сентябрь уйăхĕнчен тытăнса Чăваш Республикинчи, Шупашкар çывăхĕнчи пысăк ялта Культура çурчĕн ертỹçинче ĕçлеме пуçлать. Пĕлтĕр вăл, тăван тăрăхшăн питĕ тунсăхласа çитнĕскер, малашне унта ĕçлесе пурăнас ĕмĕтпе пурăнаканскер, Перекет кассине нумай çул хывса пынă укçа-тенкĕпе чăваш ялĕнче пысăках мар кирпĕч çурт туянчĕ. Ульяновск облаçĕнчи пекех, çĕнĕ вырăнта та Долинин уçă сасăллă тĕрлĕ çулхи хĕрарăмсенчен фольклор коллективне йĕркелесе ярĕ, ял-йыша тата районти ялсенче пурăнакансене çепĕç туйăмсем кỹрекен юрăсемпе савăнтарĕ. Кăçал, çуркунне, хăй шутĕнчен пĕр эрнелĕхе Чăваш Ене кайсан унти культура пайĕн пуçлăхĕпе пур ыйтăва та уçăмлатса килнĕ ĕнтĕ Вадим. Хăйĕн çемйипе пурăннă икĕ пỹлĕмлĕ хваттершĕн пăшăрханмалли çук - унта Полина, амăшĕ пекех ĕçченскер тата вăр-варскер, çемье ăшшине тытса тăракан шанчăклă кил хуçи пулĕ.
Культура керменĕн директорĕн пуканне шанчăклă çын тата чăн-чăн профессионал - илемлĕх ертỹçинче виççĕмĕш çул ĕçлекен Олег Григорьев йышăнса юлать. Хусанти культура институчĕн хор дирижерĕсен уйрăмĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнăскер, хăйĕн ĕçĕнче чунтан тăрăшаканскер, вăл Вадим ертсе пынă фольклор ушкăнне пысăклатса пырса, ăна хор шайне çитерме ĕмĕтленет. Олег хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртесси пирки иккĕленỹ çук - вăл Культура керменĕнче çамрăксен вокал ансамбльне йĕркелесе ярса, икĕ çул хушшинчех тĕрлĕ фестивальтен темиçе хутчен те лауреат Дипломĕпе таврăнчĕ ĕнтĕ.
- Пирĕн хаклă аттемĕр, сана малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх сунатпăр, хăв çуралса ỹснĕ Чăваш Енре те кунти пекех лайăх ĕçлесе пырасси пирки эпир иккĕленместпĕр, - терĕ Петя, хаклă йышши эрех черккисене ашшĕ тата Полина умне лартса. - Халĕ вара чаплă юбилей черккине тĕппипе пушатар.
- Пирĕн ытарайми аттемĕр, эсĕ хăвна тивĕçлĕ лайăх хĕрарăма тĕл пуласса, унпа ăнăçлă çемье çавăрасса эпир чунтанах кĕтетпĕр, - ура çине тăрса, тетĕшĕ çумне хутшăнса сăмахларĕ Полина. - Санăн сывлăху малашне те хальхи пекех çирĕп пултăр тесе çĕклер çак тулли черккене.
- Ырă сăмахăршăн тавах сире, ачамсем, - савăнăç куççульне шăлса илчĕ ашшĕ. - Пĕтĕмпех эсир каланă пек пултăрччĕ.
Черккесене пĕр-пĕринпе чанклаттарса ĕçнĕ хыççăн кил хуçи, юбилей кунĕнче пĕтĕмпех ĕшенсе-пăчăхса çитнĕскер, хăйсем пурăнакан икĕ хутлă çурт умĕнчи вăрăм сак çине тухса ларчĕ. Каçхи уçă варкăш унăн ỹт-пĕвне сĕртĕнсе ачашларĕ, шуралма пуçланă çăра çырă çỹçне, сылтăм енне тирпейлĕн тураса хунăскере, сарлака çамки çине сапаласа вырттарчĕ. Тỹпене пĕрин хыççăн тепри ярăнса тухнă çăлтăрсем кĕмĕл уйăх тавра вăйă картинче çаврăнма пуçлани Вадимăн кăштах пусăрăнма тытăннă кăмăлне çĕнĕрен çĕклесе ячĕ.
- Ырă каç пултăр, Вадим Николаевич! - кĕтмен-туман çĕртен пырса тăчĕ ун умне сутуçăра ĕçлекен Роза. - Эсĕ те ман пекех уçăлма тухнă иккен...
- Ырă каç пултăр, Роза, - хăйĕн кăмăлсăрлăхне пытарма тăрăшса сăмах хушрĕ Вадим.
Малалли пулать
Ноябрь 2024 |