Республикăра пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли тапхăр малалла пырать. Кăçал Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе вăл 2023 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчен старт илчĕ. Вут-çулăм алхасасран уйрăмах асăрханмалли яваплă тапхăрта Патăрьел муниципалитет округĕнче уйрăм граждансем, ыттисем те пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас ыйтăва еплерех пурнăçласа пыраççĕ-ши? Çак тата ытти ыйтупа кăсăкланса "Авангард" хаçатăн сотрудникĕ Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕпе Андрей Тукмаковпа (сулахайри) тĕл пулнă.
- Андрей Валентинович, калаçăва тĕп ыйту патне куçариччен чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕнчи "01" служба ĕçченĕсен оперативлă ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе каласа хăварăр-ха. Ку таранччен мĕн чухлĕ пушар пулнă, мĕнле сăлтавпа тата ытти те.
- 2023 çулта ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вут-çулăм алхаснă 30 тĕслĕхе шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 39 пушар пулнă. Шел пулин те пĕлтĕр çак сăлтавпа вилекенсем пулман, кăçал вара икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ. Пушарта 15 хуçалăхри çурт-йĕр çунса юрăхсăра тухнă, 23-шĕ сиенленнĕ.
Вут-кăварпа çыхăннă инкексен ытларах пайĕ (15 тĕслĕх) электрооборудованисемпе усă курнă чухне асăрханусăр пулнипе çыхăннă. Вутпа тимлĕ пулманран 11 пушар тухнă. Шута илнĕ инкексенчен 18-шĕ килти хушма хуçалăха сиен кỹнĕ. Агропромышленность объектĕнче тата складсенче икшер, производство, сывлăх сыхлавĕн, суту-илỹ объекчĕсенче пĕрер, уçă территоринче 7 пушар пулнă. "01" служба сотрудникĕсем ытларах Туçа (5), Шăнкăртам (4), Турхан (3) территори пайĕсенче вутпа куçа-куçăн тăнă. Муниципалитет округ территорийĕнчи вут-кăвар инкекĕнче пилĕк миллион ытла тенкĕлĕх пурлăх çунса юрăхсăра тухнă.
- Пушар хăрушсăрлăх режимĕ, тĕрĕссипе, тимлĕхе темиçе хут ытларах ỹстермелли тапхăр темелле. Çапах та йĕркене пăхăнман граждансем кашни çулах тупăнаççĕ. Кăçал та хура списока çакланнисем сахал мар-тăр?
- Çанталăк типĕ те уяр тăнă вăхăтра çирĕплетекен çирĕп йĕркене пăхăнманнисене саккунпа килĕшỹллĕн пысăк штраф кĕтет пулин те (граждансене 20, должноçрисене - 60, харпăр хăй ĕçĕпе ĕçлекенсене - 80, юридика сăпатĕнчисене 800 пин таранах) кăвайт чĕртекенсем, çỹп-çап, халĕ акă тата тырă хăмăлне çунтаракансем тупăнаççĕ. Сăмах май каласан, Кивĕ Ахпỹртри пĕр фермер вырнă хыççăн юлнă 1 гектара яхăн хăмăла çунтарнă. Кун пек тума вара пачах та юрамасть! Çакăн пирки пире, паллах, шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Хальхи вăхăтра вара чылай чухне ун пек йĕркене пăсакансене спутник мониторингĕпе тупса палăртатпăр, çийĕнчех ятарлă бригадăпа йĕркене пăхăнман граждансем патне çитетпĕр, протокол çыратпăр. Спутник-сăнавçă кашни çур сехетрен те иртсе кайма пултарать, пирĕн пата вут-кăвар тухнă вырăна адреспах, питĕ тĕрĕс çитерет. Ку чухне пушарсене шăнкăравланипе мар, ытларах спутник мониторингĕпе пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра вăрман хĕрринчи е варринчи лăпкăлăха МЧС квадракоптерĕсемпе те час-часах сăнатпăр.
- Андрей Валентинович, çут çанталăк пулăмĕпе çыхăннă çирĕп режим тапхăрĕнчи штрафсем пирки асăнтăр-ха. Вулакана пăхăнмалли хăш-пĕр йĕрки пирки те асăрхаттарса хăварăр-ха.
- Чăн малтанах вăрманта та, ун çумĕнче те кăвайт чĕртме, шашлăк е ытти апат-çимĕç пĕçерме юрамасть. Канас текенсем хăйсен çĕр участокĕнче, мангалпа, мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса çеç апат пĕçерме пултараççĕ. Çурт-йĕр, карта çумĕнче çỹп-çапа чĕртме те юрамасть. Вутăн алли те, чĕлхи те вăрăм. Инкеке парăнтарма мар, унтан асăрханма çăмăлтарах.
- Вутпа шыв икĕ тĕрлĕ ырă, икĕ тĕрлĕ усал теççĕ ваттисем. Ăшă кунсенче ачасем те, аслисем те, шыв хĕрринелле утаççĕ.
- Çапла, çу кунĕ хĕвеллĕ пулнипе те, шывра чăмпăлтатнипе те хитре, асра юлать. Шыва кĕмелли тапхăр иртсе пынине пăхмасăр инкек "авăрне" çакланакансем те пулма пултарĕç. Çавăнпа та аслисен те пĕлмен вырăнта е ỹсĕрле шыва кĕме пачах юрамасть. Ачасене хăйсем тĕллĕн е пĕчĕккисен ушкăнĕпе çеç кỹлĕ хĕррине яни те хăрăушлăхпах çыхăннă. Каникулăн юлашки кунĕсем пăтăрмахсăр та кăмăллă иртчĕр тесен ашшĕ-амăшĕн те сыхă пулмалла, пĕчĕкскерсене куçран вĕçертмелле мар.
Альбина ЕГОРОВА калаçнă
Ноябрь 2024 |