Августăн 30-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче вĕрентỹ ĕçченĕсен августри конференцийĕ иртрĕ. Малтанах унта хутшăнакансене "Орлята" ушкăн саламларĕ. Çакăн хыççăн ачасен ăсталăхне кăтартакан куравсемпе паллашрĕç.
Муниципалитетри вĕрентỹ ĕçченĕсен августри конференцине пуçланă май администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова педагогсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ çитнĕ ятпа саламларĕ. Пурне те тухăçлă ĕç сунчĕ.
Вăл кăçал "Пĕрлĕхлĕ вĕрентỹ хутлăхĕ: вĕрентỹ системин тĕп çăлкуçĕ" темăпа иртрĕ.
Обществăшăн вĕрентỹ яланах тĕп вырăнта тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕршыв Президенчĕ 2023 çула Педагог тата наставник çулĕ тесе те пĕлтернĕччĕ. Çавăнпа та çакă вĕрентỹ системишĕн палăрмалла пултăрах.
Муниципалитет округĕ Антоновсен, Сулеймановсен, Салминсен, Харитоновсен, Апанаевсен, Степановсен, Алексеевсен, Матвеевсен, Куципинсен, Карягинсен педагогика династийĕсемпе хăпартланатех. Вĕсен йышĕнче наука кандидачĕсем, шкул директорĕсем, тава тивĕçлĕ вĕрентекенсем, "Вĕрентỹ отличникĕсем", "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" пурри савăнтарать.
Кăçал Карягинсене "Педагогика династийĕн мăнаçлăхĕ" номинаципе чысларĕç.
Паянхи кун кашни вĕрентỹ организацийĕнчех наставник юхăмĕ çирĕпленсе пырать. 17 çамрăк педагога ăста кадрсем çумне явăçтарнă.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен федераллă тĕп вĕрентỹ программине пурнăçа кĕртмелле пулать. Çакă вĕрентỹ планĕпе воспитани ĕçĕ-хĕлне пĕрпеклетме, кашни ачана кирек ăçта пурăнсан та пĕлỹ илмелли пĕрешкел майсем туса пама май парать.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул республикăри ТОП-5 вĕрентỹ учрежденийĕ йышне кĕнĕ. Çакна ППЭре хăш-пĕр выпускниксем 100 балл илме пултарни май панă. Вĕрентỹ пахалăхĕ хулари шкулсенчен пĕрре те кая пулманнине çирĕплетет те ĕнтĕ кăтарту.
Вĕрентỹ пахалăхне ỹстерме "Точка роста" центрсем пулăшаççĕ. Пирĕн муниципалитет округĕнче вĕсем 14. Кăçал тата Ыхра Çырмипе Сăкăтри вăтам шкулсенче уçăлмалла.
Муниципалитетра шкул çулне çитмен ачасен 11 учрежденийĕ тата шкулсен çумĕнчи 20 ушкăн. Вĕсене 1306 ача çỹрет. Çитĕнекен ăрупа ĕçлекен коллективсем конкурссене, вебинарсене, семинарсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Методика материалĕсене вĕрентỹ порталĕсенче çутатаççĕ.
"Сказка" тата "Родник" ача сачĕсенче ĕçлекенсем хăйсен педагогикăри ĕç ăсталăхне республика тулашĕнче те кăтартаççĕ.
Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе мультипликациллĕ фильмсем ỹкереççĕ, агролабораторисем йĕркелеççĕ. "Шкул çулне çитмен ачасен парачĕ" патриотла акцие хутшăнасси йăлана кĕрсе пырать. Çаксем тата ыттисем те çитĕнекен ăру тивĕçлĕ воспитани илсе ỹснине çирĕплетеççĕ.
Шкулсенче 458 педагог, çав шутра 402 учитель ĕçлет. Вĕсенчен 93 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ, педагогсен 29,3 проценчĕ аслă квалификаци категориллĕ.
Кадр проблемине татса пама "Ял учителĕ" патшалăх программи пулăшать.
Педагогсем професси ăсталăхне кăтартас енĕпе регион, Раççей шайĕнчи конкурссене те хутшăнаççĕ. Кăçал Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул "Япăхрах вĕренекен ачасемпе ĕçлемелли чи лайăх практика" республика конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулсемех иккĕмĕш çул ĕнтĕ "Шкулти чи лайăх методика служби" конкурс çĕнтерỹçисем пулчĕç.
Вĕрентỹ организацийĕсем федераци тата регион шайĕнчи гранта тивĕçтерекен конкурссене те хастар хутшăнаççĕ. Акă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул "Перекетлĕ пуçарулăх" тупăшура 809 пин те 200 тенкĕ, ăсталăх шкулĕ 200 пин тенкĕ выляса илчĕç. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул "Çĕнĕ çынсем - ĕмĕрлĕх пуянлăх" проектра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200 пинлĕх грантне тивĕçрĕç. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул инновациллĕ программăна пурнăçа кĕртнĕрен 500 пин тенкĕ çĕнсе илчĕ.
Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул "Манăн çĕршыв" съезд ĕçленĕ вăхăтра "Воспитани парас тата класс тулашĕнчи ĕçе йĕркелес енĕпе малта пыракан" номинацире палăрса Пĕтĕм Раççейри 500 вĕрентỹ учреждени йышне кĕрсе медаль илчĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен аслă классене çỹрекенсем историе çĕнĕ кĕнекепе вĕренме пуçлаççĕ. Çитĕнекен ăру патшалăх никĕсĕ мĕнле хурăннине пĕлме тивĕçлĕ. Истори пулăмĕсене те пĕлччĕр вĕсем. Украинăри ятарлă çар операцийĕпирки те пай пур унта.
Шкул ачисем те ятарлă çар операцине хутшăнакансене хавхалантарма тăрăшаççĕ. Çĕршывăн кашни кĕтесĕнченех посылкăсем, чуна пырса тивекен çырусем яраççĕ. Вĕсене вуласан алла хĕç пăшал тытнисен çĕнтерĕве çывхартас туйăм тата ỹсет. Çырусене хурав çырма вăхăчĕ çук салтаксен. Çавах вĕсене типтерлĕн упраççĕ паттăрсем...
Окопра усă курмалли çуртасем тума, маскировка сеткисем çыхма, гуманитари пулăшăвĕ пухма хутшăнаççĕ ачасем. Çаксем патриотла туйăм тата ытларах ỹсет. Запорожски облаçĕнчи Бердянски районĕнчи Осипенкори вăтам шкула пулăшма хастар хутшăннă. 25 тонна гуманитари пулăшăвĕ (кĕнекесем, канцеляри таварĕсем, теттесем) пуçтарса ăсатрĕç республикипе.
Шкулсенче патриотла клубсем, шырав отрячĕсем ĕçлеççĕ. Шкул ачисен Раççей юхăмĕнче 886 ача тăрать.
"Юнармия" çарпа патриотла юхăм 28 отрядри 640 каччăпа хĕре пĕрлештерет. Çитĕнекен ăру Çĕнтерỹ кунне, "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой", "Асăну вахти", "Ветеран çурчĕ умĕнчи парад", "Вилĕмсĕр полк", "Çĕнтерỹ вальсĕ", "Паттăр партти" акцисене, "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене хастар хутшăнать.
Республикăри 54-мĕш "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн "Орлята" команди (ертỹçи Юрий Васюткин) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Воспитани ĕçĕнче шкул музейĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти уçă пĕлĕт айĕнчи музей çĕнĕрен çĕнĕ экспонатсемпе пуянлансах пырать. Турханти, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче çĕнĕ музейсемпе кĕтессем уçăлчĕç.
"Пушкин картти" проекта пурнăçа кĕртесси те аван пырать. Унпа 14-18 çулчченхи ачасем 650 мероприятие хутшăннă. Патшалăх уйăрнă укçа-тенкĕн 83 процентне (1,7 миллион тенкĕ ытларах) ĕçе кĕртнĕ.
5-9 классенче вĕренекенсем "Туризм тата тараватлăх индустрийĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн шкул çулĕнчи ачасене туризма явăçтармалли пилотлă проекта та хутшăнаççĕ. Олимпиадăсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсем, волонтерсем, спорт, культура, социаллă конкурссемпе ăмăртусенче, "Сурский рубеж" патриотла проектра палăрнисем (111 ача) Чăваш Енре çул çỹревре пулчĕç. Ку енĕпе пирĕн округ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Проект малалла та ĕçлет. Çул çỹреве 200 ача тухма пултарать. Вĕсем культура, вĕрентỹ, наука, сывлăх сыхлавĕн, промышленность, ял хуçалăх объекчĕсенче пулĕç. Июнь-август уйăхĕсенче 879 вĕренекен 9 объекта çитсе курнă. Чи хастаррисем вара Чăваш Республикин паллă çыннисемпе тĕл пулăва хутшăнĕç.
Ачасене воспитани парас ĕçре ашшĕ-амăшĕпе çыхăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ун пек чухне çул çитменскерсем йĕркене пăсассинчен асăрханаççĕ. Ачасем тимлĕхре пулаççĕ. Анчах çав-çавах çул çитмен ачасен ĕçĕпе вĕсен прависене хỹтĕлекен комиссинче шутра тăраканнисен шучĕ чаксах каймасть-ха. Ку енĕпе пĕтĕмлетỹ тухмаллах.
Воспитани ĕçĕнче педагогсен, класс ертỹçисен, директорсен канашçисен тата ыттисен те тăрăшмалăх пур. Кашни ача патне ку чухнехи тимлĕх уйăрмалла. Вĕрентỹ учрежденийĕсем агропромышленность техникумĕпе çыхăну тытасси йăлара. Алла аттестат илнисенчен малалла унта пĕлỹ тăсакансем те пур.
Профориентаци ĕçĕнче "Билет малашлăха" проект пĕлтерĕшлĕ. Унпа 940 ача интересленет.
Физкультурăпа спорт мероприятийĕсем сывлăха çирĕплетеççĕ. 1532 ача спортăн тĕрлĕ енне кăмăллать. Округра республика тата муниципалитет шайĕнче 84 турнир ирттернĕ.
Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче физкультурăпа спорт нормативĕсене тултарассине тĕрĕслес енĕпе центр туса хунă. Ун урлă 638 вĕренекен ГТО нормативĕсене пани паллă. Ачасене хушма пĕлỹ парасси ăнăçлă пулса пырать. Занятисене 4248 ача çỹрет.
"Шкул театрĕ" вăй илсе пырать. Чăваш Республикинчи "Телейлĕ ачалăх" çулталăкне халалланă конкурс та иртрĕ. Унта кашни шкулах явăçрĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти коллектив пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Иртнĕ çулхи вĕренỹ кăтартăвĕсемпе округри 42 ача регионти, ун тулашĕнчи, тĕнче шайĕнчи олимпиадăра призлă вырăнсене йышăннă.
Вĕрентỹ ĕçченĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ. Çавăн пекех çитĕнекен ăрушăн пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ, вĕрентĕве яракан укçа-тенке ăçта хывнипе паллаштарчĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта хăтлă спорт лапамĕ хута кайнине, Хирти Пикшикри вăтам шкул территорине тирпей-илем кĕртнине палăртрĕ. Кзыл Чишмара ачасен илĕртỹллĕ Сэлэт-Батыр центрне уçни савăнтарнине каларĕ. Муниципалитет бюджетĕнчен вĕрентỹ учрежденийĕсене тирпей-илĕм кĕртмешкĕн уйăрнă укçа-тенкĕ кашни шкула курăмлă сăн кĕртме май панине çирĕплетрĕ.
Конференци ĕçне Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ Зинаида Степанова хутшăнчĕç, сăмах илчĕç.
Тăрăшуллă ĕçченсем, коллективсем тĕрлĕ шайри хисепе тивĕçрĕç. Шкулсене тата кабинетсене çĕнĕ вĕренỹ çулне тăрăшса хатĕрленнисене тĕрлĕ номинаципе чысларĕç.
Вĕрентỹ организацийĕсем пур йывăрлăха та муниципалитет округĕн администрацийĕн, республика организацийĕсен, вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен пулăшăвĕпе çĕнтерсе пыма тăрăшаççĕ. Малашне те çапла пултăрах. Çĕнĕ вĕренỹ çулне çĕнĕ вăй-хăватпа пуçăнма палăртрĕç канашлăва хутшăннисем.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |