- Подполковник юлташ! Запасри воин-пограничник Вадим Долинин хамăрăн çамрăклăхăн хулине - Рязане çул тытни пирки рапортлать сире! - алăкран кĕрсенех шỹт туйăмĕпе рапортрларĕ аллăри культура ĕçченĕ.
- Турăçăма тавах! Мĕнешкел тĕл пулу! Ара, культура институчĕн çирĕм пилĕк çул каяллахи выпускникĕ Долинин-çке ку! - хăй вырăнĕнчен тăрса, хĕрỹллĕн ыталаса илчĕ ăна аслă офицер. - Светлана, савнă мăшăрăм, Вадим пирки каласа панăччĕ сана...
- Валера, ăнлантăм сана, малалла эпĕ калаçма пуçлатăп, - те шỹтлесе, те чăнласах çирĕппĕн каласа хучĕ вырăс хĕрарăмĕ.
- Вадим, санпа, килĕшỹллĕ сăн-питлĕ арçынпа, паллашма питĕ кăмăллă мана.
- Эпĕ те питĕ хавас сирĕнпе паллашма, Светлана. - Эсир Валерăпа пĕр класрах вĕреннĕ, вăл офицер званийĕпе черетлĕ отпуска тăван тăрăха килсе çитсен эсир, пĕр-пĕрне чунтан юратакансем, туслă çемье чăмăртанă...
- Ку - тĕрĕс-ха. Мĕнлерех паллашнă эсир чĕрĕк ĕмĕр каялла манăн мăшăрпа?
- Институтра патшалăхăн диплом умĕнхи экзаменне панă хыççăн кафене кĕтĕм те - унта Окулов кĕçĕн лейтенант ларать...
- Кун хыççăн ăçта кайнă эсир? - малалла тĕпчерĕ офицерăн мăшăрĕ.
- Ăçта? Ман пата, институт общежитине. Кафере кăштах "хĕрнĕскерсене" эрех çитмен курăнать. Пĕр институтрах вĕренни пире тăвансем пекех çывăхлатрĕ. Ман пỹлĕмре вара хăлха усăничченех "йỹççине" ỹпĕнтернĕ. Ỹсĕр çынна каçа хирĕç кăларса ярас темерĕм. Пакунлă çынна милиционерсем те тỹрех асăрхаççĕ, тытса кайма пултараççĕ. Унта лексен вара, хăвăрах ăнланатăр, офицерăн карьери чăл-пар арканать...
- Ой, тавах сире, мăшăрăма милицие çакланасран хăтарса хăварнăшăн! - хăй вырăнĕнчен тăрса Вадима питĕнчен чуп туса илчĕ Светлана.
- Мана вара пĕр хĕрарăм çав каç Валера хăйĕн малтанхи савнийĕ патĕнче çĕр каçни пирки элеклесе пачĕ.
- Светлана, туслă çемьене ирсĕр чунлă çынсем аркатма тăрăшаççĕ, кĕвĕçеççĕ, - мăшăрне хăйĕн вырăнне лартнă, ăна лăплантарнă хыççăн Вадима куç хĕссе илчĕ Окулов.
- О-о, чунра чĕрĕк ĕмĕр çакăнса тăнă чул муклашки тинех ỹкрĕ... - çăмăллăн сывласа ячĕ хĕрарăм. - Кун пирки шутласа миçе каç çывăрман-ши эпĕ?..
- Мана ыйтса тĕпченĕ май, эпĕ те ыйха сахал мар вĕçтернĕ, - арăмĕ сисмелле мар Вадима каллех куç хĕссе илчĕ Окулов.
- Каçар мана, савнă çыннăм, каçар... - пуçне мăшăрĕн сарлака хул пуççийĕ çине хурса лăпкăн калаçрĕ Светлана.
- Каçармалла ĕнтĕ... Ирхине, урăлса киле килме тухас умĕн, эпĕ Вадима пĕр чаплă сюрприз кĕтни пирки каларăм...
- А-а, ăнлантăм, - сăмах хушрĕ Светлана. - Эсĕ Вадима Людăпа паллаштарнă.
Люда çак тĕл пулу питĕ чаплă иртни, вăл сана çав тери юратса пăрахни пирки каланăччĕ-ха мана. Тепĕр ик-виçĕ çул, тепре качча тухичченех, ырăпа аса илсе пурăнчĕ сана пирĕн çемье тусĕ. Люда качча тухни пирки илтсенех Вадимăн шевле пек çиçсе тăракан сăн-пичĕ пăр çăвас умĕнхи пĕлĕт евĕрлех тĕксĕмленчĕ, чунра амаланнă шанăç çути лап! сỹнсе ларчĕ. "Илемлĕ хĕрарăма, вăл ачаллă пулсан та, пурте асăрхаççĕ, ăна арăм тума тăрăшаççĕ", - хăйне хăй лăплантарма тăрăшрĕ Вадим.
- Светлана, эпир Вадимпа вакун-ресторанта кăшт калаçса ларнине эсĕ хирĕçлемĕн-и? - хăйĕн мăшăрĕ çине тилмĕрсе пăхрĕ Валерий.
- Çук ĕнтĕ, - терĕ Светлана.
Вакун-ресторанта çавра сĕтел хушшине кĕрсе ларнă-ларман вĕсем умне çавра купарчине çат тытакан мини-юбка тăхăннă сарă çỹçлĕ пике пырса тăчĕ, çар çынни меню çине пăхса заказ панă апат-çимĕç ячĕсене блокнот çине çырса хучĕ.
- Мĕнлерех эрех илсе килмелле сирĕн валли: шуррине-и е хĕрлине? - вăрăм та хитре урисене илĕртỹллĕн вылятса илчĕ çамрăк официантка.
- Эпĕ хам пачах та ĕçместĕп, - хуравларĕ подполковник. - Хаклă юлташăм валли пĕр пысăк бокал хаклă йышши коньяк илсе килĕр.
- Заказа кĕске вăхăтрах пурнăçлăпăр, - тулли купарчине енчен-енне пăркаласа кухня еннелле утса кайрĕ официантка. Прилавок умне çитеспе вăл алри ручкине юриех ỹкерчĕ те, хитре урисене икĕ еннелле илĕртỹллĕн сарса, ăна васкамасăр пĕшкĕнсе илчĕ. Вакун-ресторанта ларакан арçынсем çак асамлă ỹкерчĕк çине киленсе пăхрĕç, пĕр хĕрарăм вара, ниçта кайса кĕрейми тарăхнă-кĕвĕçнĕ май, хăйĕнпе юнашар ларакан упăшкине е савнине питрен çутăлтарчĕ. Чăнах та, пике хăйне нумай кĕттермерĕ - вăл арçынсем заказ панă апат-çимĕçпе коньяк бокалне кĕске хушăрах сĕтел çине пырса хучĕ те, юнашар сĕтел хушшинче ларакан Кавказ енчи халăхсен сăн-пичĕллĕ, хура сухаллă çамрăк патне пырса тăчĕ. Пĕшкĕнсе хăлхинчен тем пăшăлтатнă хыççăн официантка арçын умне малтанах çырса хатĕрленĕ хут татки хурса хăварчĕ.
- Куртăн-и, Вадим, çак чиперкке Кавказ çыннине кĕске вăхăтлăх тĕл пулăва килме йыхравларĕ, - терĕ Окулов. - Пĕлтĕр кĕркунне Рязане кĕске вăхăтлăх командировкăна килнĕ чухне - эпĕ ун чухне пĕчченехчĕ тата хаклă йышши хăмăр костюмпаччĕ - вакун-ресторанта шăпах çак пике мана хулана çитеспе хăйне çирĕплетнĕ купери кĕске вăхăтлăх тĕл пулăва чĕнсе хăварчĕ, хакне те палăртса хучĕ.
- Эсĕ, паллах, килĕшмен ĕнтĕ, - терĕ Вадим.
- Çу-у-ук, - аллине сулчĕ çар çынни. - Чĕрĕк ĕмĕр каяллахи пăтăрмаха хутран-ситрен халĕ те тĕлĕкре куркалатăп, ытлашши пăлханса кайнипе вăранса та каятăп. Унтанпа эрех тутине те маннă ĕнтĕ. Çавăн чухне эсĕ мана хăтарса хăварман пулсан... Калама та хăрушă. Паянхи кунчченех тав туса пурăнатăп сана.
- Çакна эпĕ, çар службинче пиçĕхнĕскер, хамăн тивĕçĕм тесе шутланă.
- Тепĕр хут тав тăватăп сана, Вадим. Çын нушине хăвăнни вырăнне хурса йышăннишĕн, ырă кăмăллă çын пулнишĕн.
- Подполковник юлташ, эсир, офицерсем, пире, ĕнерхи шкул ачисене, çар службинче мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе пыма хăнăхтарнă, чăн-чăн арçынсем пулма вĕрентнĕ. "Çар служби - пурнăç шкулĕ" тесе çырнă плакат çакăнса тăратчĕ пирĕн заставăри хĕрлĕ кĕтесре.
- Питĕ тĕрĕс тата çав тери вырăнлă сăмахсем. Çирĕм пилĕк çул каялла Валентина - Светланăпа пĕрлешес умĕнхи хĕрарăм - мана юриех ỹсĕртсе милицие тыттарса яма шутлани пирки кăшт каярахпа çав çуртрах пурăнакан пенсионерка каласа пачĕ. Вăлах мана Валя тĕп инженерпа темиçе çул çыхланса пурăнни пирки те систернĕччĕ, ăна качча илес шухăша пăрахăçлама сĕннĕччĕ.малаллипулать
Ноябрь 2024 |