Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи ялсем те, хуласем те тĕрлĕрен программăпа çĕнелсе, капăрланса пыраççĕ. Çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшса тăвакан хăтлăх - аталану çулĕн тĕллевĕ. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче те кашни çулах инфратытăма çĕнетес ыйтупа наци проекчĕсене ĕçе кĕртеççĕ, патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Юлашки çулсенче вырăнсенче пуçару бюджечĕн программи уйрăмах вăй илсе пынине те палăртмалла. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Кзыл Чишма территори пайĕнче те курăмлă улшăнусем сахал мар. Çак ыйтусемпе кăсăкланса эпир унăн начальникĕпе Раил Харисович Камаловпа тĕл пултăмăр.
- Раил Харисович, тăван тăрăх хитреленсе, капăрланса пыни кунта пурăнакан кашни çынна хавхалантарать. Сирĕн территори пайĕнче кун валли сăлтавĕ çук мар. Ял çыннисен пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе юлашки виçĕ çулта пурнăçланă ĕçсемпе кĕскен паллаштарăр-ха?
- Чăн малтанах çакна палăртса хăварасшăн. Эпир пурăнакан вырăнти ырлăх та, пурлăх та, хăтлăх та хăй тĕллĕн çеç пулмасть. Çаксене пурнăçа кĕртме пĕрлĕх, халăхпа влаç хушшинчи ăнланулăх кирлĕ. Территори пайĕнче кашни çулах мĕнле те пулсан проекта пурнăçа кĕртме, пуçару бюджечĕпе, вырăнти халăх хастарлăхĕпе, пулăшăвĕпе ырă улшăну тума тăрăшатпăр. Вĕсенчен пĕри - пурне те пăшăрхантаракан çул ыйтăвне ăнăçлă татса пыни. Пĕтĕмĕшле илсен, территори пайне кĕрекен виçĕ ялта та - Кзыл Чишмара, Красномайскинче, Çĕнĕ Чĕпкасра - урамсем тирпейленсе, хăтлăланса пыраççĕ. Юлнă тăкăрлăксемпе пĕчĕк кассене тепĕр икĕ çулта йĕркене кĕртсе пĕтеретпĕр.
Пĕлтĕр çеç çул ыйтăвĕпе сахал мар ĕç пурнăçларăмăр. Кзыл Чишмара Ш. Рахимов тата Тĕп урамсем хĕресленнĕ вырăнтан врач амбулаторине çитиччен, Чапаев урамĕн пĕр пайне "Сэлэт-Батыр" çамрăксен центрĕн программипе, район бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе асфальт çул сартăмăр. Унсăр пуçне çак ялтах пуçару бюджечĕн программипе 630 метр çула асфальт хыврăмăр, Садовая урама вак чул сарса тикĕслерĕмĕр.
Пирĕн меценат, Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ çынни Гузалия Сафина пулăшнипе Кзыл Чишмара масар патне каякан çула пĕтĕмпех асфальт сартăмăр. Ентешĕмĕр ыр кăмăллăхĕпех масар çывăхне стела, вилнĕ çынна юлашки çула ăсатиччен кĕлĕ вуламалли ятарлă çурт турăмăр. Масар йĕри-таврашне карта çумĕпе 800 тĕп хырпа 60 катăркас лартрăмăр.
- Чăваш Республикин Правительстви, Патăрьел муниципалитет округĕ ялсенче çамрăксене кирлĕ пек аталанма çĕнĕ шкулсем, спорт, ача-пăча лапамĕсем тăвас, социаллă, культура, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене хута ярас ыйтусемпе çине тăрса тимлет. Çак ыйтусене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе территори пайĕнче пурнăçласа пыракан ĕçсем пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Чăнах та паянхи кун граждансен пурнăçне лайăхлатас тĕллепе республикăра пысăк укçа уйăраççĕ. Вăл ырă та пархатарлă пулăм. Акă, пĕлтĕр çеç пирĕн ялта кивĕ шкулăн никĕсĕ çинче уйрăмах пултаруллă ачасене аталанма "Сэлэт-Батыр" (директорĕ Ферит Сулейманов) çамрăксен вĕрентỹ центрне туса лартрĕç. Паян çак хăтлă та капăр центр Кзыл Чишма ялĕн, Патăрьел муниципалитет округĕн мăнаçлăхĕ çеç мар, республика пĕлтерĕшлĕ вĕрентỹ центрĕ пулса тăчĕ. Кăçал кунта пуçласа хамăр тăрăхран та, ют районсенчен, ытти республикăран тĕрлĕ çулхи ачасем çуллахи лагерьте канчĕç, хăйсен тавра курăмне анлăлатрĕç, хăтлă спорт лапамĕсенче сывлăхне çирĕплетрĕç тата ытти те. Малашне вĕрентỹ центрĕнче ачасем валли тĕрлĕ шайри форумсем, фестивальсемпе творчество каçĕсем, олимпиадăсем тата ытти те иртĕç.
Нумай пулмасть çеç "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Красномайски ялĕнче пулас ФАПăн никĕсне ячĕç. Сиплев учрежденийĕ çитес çул ял çыннисене йышăнма хатĕр пулĕ. 2021-2022 çулсенче вара Кзыл Чишмари врач амбулаторине юсаса тирпейленĕ. Çак икĕ хутлă çуртрах ватă çынсемпе инвалидсене пăхакан стациаонарлă уйрăм ĕçлет. Паянхи кун социаллă работниксен хỹтлĕхĕнче 31 çын. Ватăсене кунта пурăнма, канма мĕн пур услови çителĕклĕ.
Культура сферин аталанăвĕ пирки çакна каласа хăварасшăн. Красномайскинче культура мероприятисем ирттерме, ял çыннисене пуçтарăнса савăнма хăтлă клуб пур. Ăна кăшт маларах "Культура" наци программипе тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Çитес çул Кзыл Чишмари культура çуртне юсаса çĕнетмелли республика программине кĕресшĕн. Çак çуртрах ял вулавăшĕ, территори пайĕ те вырнаçнă.
- Ваттисем халăх сурсан кỹлĕ пулать тенĕ. Раил Харисович, пуçару бюджечĕн программи шăпах ял çыннисен хастарлăхĕпе, пĕршухăшлăхĕпе, кар тăнипе çыхăннă. Çак ыйтупа мĕнлерех ĕçлесе пыратăр?
- Пĕтĕмĕшле илсен, çак ыйту паян çивĕч пулнине халăх ăнланать. Пĕрлехи вăйпа 2020 çулта Красномайскинчи кỹлле тасатса тирпейлерĕмĕр. Шыв управĕ пушар хăрушлăхĕнчен сыхланас тĕллевпе кирлех. Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ май патшалăх панă укçа-тенкĕпе Кзыл Чишмапа Çĕнĕ Чĕпкасра ял хапхисене çĕнетрĕмĕр, Красномайскинче ача-пăча валли пысăк мар лапам турăмăр. Ялсен инфратытăмне аталантарас тĕллевпе пуçару бюджечĕн программипе малашне те ĕçлесшĕн.
Кĕскен тата пĕлме
Кзыл Чишма территори пайне Кзыл Чишма, Красномайск тата Çĕнĕ Чĕпкас ялĕсем кĕреççĕ. Кунта чăваш тата тутар наци çыннисем пурăнаççĕ.
Мĕн пурĕ 457 хуçалăх, вĕсенчен 139-шĕ пушă. Виçĕ ялта 800 ытла çын пурăнать.
Территори пайĕнче икĕ клуб, Кзыл Чишмара уйрăмах аталанса пыракан çамрăксем валли "Сэлэт-Батыр" центр, модельлĕ библиотека, Красномайскинче библиотека пункчĕ, Красномайскинче ФАП, Кзыл Чишмара врач амбулаторийĕ, ваттисемпе инвалидсен стационарлă уйрăмĕ, ветеринари участокĕ, почта уйрăмĕ, пилĕк магазин, мечĕт тата часовня пур.
Çĕнĕ Чĕпкас ялĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чи пĕчĕк ял. Хальхи вăхăтра кунта 13 çын пурăнать. Вĕсенчен чи кĕçĕнни 61, чи асли 92 çулсенче.
Кзыл Чишмара пурăнакан Шемсия Сафина октябрĕн 10-мĕшĕнче 100 çул тултарать. Территори пайĕнче вуннăмĕш теçеткене вакланă 11 ватă, нумай ачаллă çичĕ çемье.
Аграри секторĕнче "Чишма" СХПК, "Колос" хуçалăхсем, фермер хуçалăхĕсем ĕçлеççĕ.
Кăçал патшалăх пулăшакан программăпа хăйсен ĕçне (самозанятый) уçса вунă çын ытла выльăх-чĕрлĕх туяннă.
Халăхран сĕт пуçтарассипе 4 çын ĕçлет. Паянхи куна пĕр литр сĕте 15 тенкĕпе пуçтараççĕ.
ХАКЛАВ
Николай МЫШОВ, Красномайски ял старости:
- Кзыл Чишмара çеç мар, чăвашсем пурăнакан Красномайски ялĕнче те мĕн ĕлĕкех тутарсем те тĕпленнĕ. Хальхи вăхăтра пирĕншĕн чи кирли тата пĕлтерĕшли - туслă халăх пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса пурăнни. Юлашки çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе, вырăнти влаç тăрăшăвĕпе ялсенчи социаллă, культура учрежденийĕсем, ытти объектсем çĕнелни, ял хăйĕн сăн-сăпатне çĕнетсе пыни малашлăха шанчăклăн утма хистет. Халĕ акă, пирĕн ялта "Сывлăх" наци программипе çĕнĕ ФАП тума пикенчĕç. Ял халăхĕ ăна чăтăмсăррăн кĕтет.
Темиçе çул каялла ялти урамсене кĕрлĕ-çурлă çанталăкра кĕрсе тухма та çукчĕ. Çак проблема (çаплах калас килет) татăлса пырать. Ку тĕлĕшпе эпир те, ял старостисем (Кзыл Чишмара Замир Абдуллин, Çĕнĕ Чĕпкасра Физикать Мифтяхов) май пур таран халăхăн пурнăçне хăтлăлатас тесе вырăнти влаçпа пĕрле тăрăшатпăр.
Альбина ЕГОРОВА калаçнă
Ноябрь 2024 |