Кĕтмен тĕл пулу ытамĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2023, 16:49 Просмотров: 255

Редакцирен:Çак кунсенче РФ Журналистсен союзĕн членĕ, Аслă Чементе çуралса ỹссе мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра журналист пулса ĕçленĕ Иван Ананьевич Медведев черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. Эпир ăна çав ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕн халăхне малашне те хăйĕн хайлавĕсемпе савăнтарса пурăнма çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатпăр.

Малалли

- Вадим? Нивушлĕ эсĕ? - ыйхăллă куçне каллĕ-маллĕ сăтăркаларĕ Людмила. - Тĕлĕк-и ку?

 - Ку - тĕлĕк мар, Людочка, чăн пурнăçра куратăн эсĕ мана, - хĕрарăм сăнчăртан вĕçертнĕ алăка хăй хыççăн шаклаттарса хупрĕ Вадим.

 - Чунăм савнă Людочка, эпĕ - хусах арçын. Сан патна ятарласа килтĕм. Хваттерте эсĕ пĕчченех-и?

- Пĕчченех. Тĕрĕссипе каласан, упăшкаран хут уйăрттарсах уйрăлнă.

Çак хаклă сăмахсене илтсен Вадимăн чун-чĕринче тỹрех çамрăклăх вут-хĕмĕ ялкăшма пуçларĕ, вăл чипер хĕрарăма çирĕм пилĕк çул каяллахи пекех ăшшăн ыталаса илчĕ. Арçын ирĕкне парăнса, туллирех ỹт-пỹллĕ Люда хăй те ун çумне ачашшăн сĕртĕнчĕ.

Хĕрарăма хĕрỹллĕн чуптунă май, Вадим ăна тулли купарчинчен тытса çăмăллăн çĕклесе илчĕ те, ерипен-ерипен çывăрмалли пỹлĕм еннелле куçарса пычĕ...

- Тинех эпир сĕтел хушшине ларса лăпкăн калаçса ларма пултаратпăр, - хăй чунтан килĕштерекен арçыннăн вĕри ытамĕнче арпашăннă çỹç-пуçне тирпейленĕ хыççăн кравать çинчен тăрса, скульптор ятарласа шăратса кăларнă евĕр курăнакан илĕртỹллĕ ỹт-пĕвĕ çине симĕс халат уртса ячĕ Людмила. - Вадим, тĕрĕссине кала: чăнахах пĕччен пурăнатăн-и эсĕ?

- Пĕчченех, - терĕарçын, краватьпе юнашар выртакан шăлаварне тăхăнса.

- Эпĕ те - пĕччен хĕрарăм, - хуравларĕ Вадимран икĕ çул кĕçĕнрех Людмила. - Апла пулсан эпĕ сана, чунтан юратакан вăйлă арçынна, хамран урăх вĕçертместĕп. Сана никама та памастăп эпĕ. Кĕтмен тĕл пулу ытамĕнче пулма питĕ-питĕ килĕшрĕ мана.

- Мана та çав тери килĕшрĕ. Эпĕ те сана урăх никама та памастăп, - хитре хĕрарăм çине ытараймасăр пăхрĕ Вадим.

Люда кăмăллăн кулкаласа сĕтел çине апат-çимĕç лартсан Вадим, çак тĕл пулу хăйсене тивлетлĕ сукмакпа илсе каясса çирĕп ĕненсе тăнăскер, сăран портфелĕнчен пилĕк çăлтăрлă коньякпа пысăк шăккалат тата тутлă улма-çырла пакечĕсене кăлара-кăлара хучĕ. Техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйлансан, пĕрер черкке коньяк тутансан текех пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман аллăри арçынпа хĕрĕх саккăрти хĕрарăм пысăк зала кĕрсе сарă-кĕрен çиттиллĕ диван çине ларчĕç. Пирвайхи тĕл пулу хыççăн сисĕнмесĕрех чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ май, паллах, вĕсене çак самантра пĕр-пĕрин пурнăçĕн кустăрми мĕнлерех çул-йĕрпе чупни кăсăклантарчĕ.

- Вадим, эпĕ лайăх ăнланатăп: эсĕ, илемлĕ те вăйлă арçын, халиччен авланмасăр пурăнман-ха ĕнтĕ, - куçран тỹррĕн пăхрĕ Людмила. - Пытармасăр кала: телейлĕччĕ-и эсĕ хăвăн мăшăрупа?

– Питĕ телейлĕччĕ эпĕ Нинăпа, - хăй сисмесĕрех хаш! сывласа илчĕ Вадим. – Питĕ шел, ăна, Ульяновск облаçĕнчи райцентрта райпон тĕп бухгалтерĕнче ĕçленĕскере, çул урлă каçмалли ятарлă вырăнта çывăхри тăкăрлăкран сиксе тухнă ỹсĕр водитель хăйĕн "Жигулийĕпе" вилмеллех çапса хăварнă. Виçĕ çул каялла, хĕллехи сивĕ каç пулса иртнĕ çак трагедилле пулăм.

Тискер чунлă водитель мана, институтра вĕренекен ывăлпа хĕре тăлăха хăварчĕ.

- Çỹлти патшалăхра Нинăн айăпсăр чунĕ канăçлăхра пултăрччĕ ĕнтĕ, - типнĕ тутине йывăррăн хускатса илчĕ Людмила.

- Çапла пултăрччĕ тесе тăтăшах Турра йăлăнатпăр эпир. Нина пурне те ырă сунатчĕ, ыттисене пулăшма тăрăшатчĕ. Вăл маншăн шанчăклă арăмччĕ, Петьăпа Полинăшăн лайăх аннеччĕ.

- Ачăрсем мĕнлерех профессие суйласа илчĕç, Вадим?

- Петя Ульяновскри политехника институтне пĕтерчĕ, инженерта ĕçлет. Полина вара кăçал кооператив институчĕн дипломне илчĕ, нумаях пулмасть бухгалтер ĕçне пуçăнчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те хальлĕхе çемье çавăрман-ха. Санăн Игорек вара ашшĕ çулĕпех кайрĕ-и?

- Çапла. Суворовецсен çар училищи хыççăн Игорек Тамбоври çар транспорчĕн летчикĕсен институтне вĕренме кĕчĕ. Халĕ вăл - экипаж командирĕ, майор. Игорь - икĕ ача ашшĕ, мăшăрĕ - музыка шкулĕн преподавателĕ. Ывăлăн хальхи службин вырăнĕ - Екатеринбург хули. Эсĕ ывăлпа хĕр ашшĕ пулни мана, пытармастăп, савăнтарать. Çирĕм пилĕк çул каялла эсĕ шăпах вĕсем пирки ĕмĕтленеттĕн вĕт-ха, Вадим.

 - Çапла. Манăн ĕмĕт туллин пурнăçланчĕ темелле, - сăн-пичĕпе çуталса кайрĕ арçын. - Нина мана ывăлпа хĕр парнелерĕ.

 - Вадим, ун чухне эпĕ мĕнле сăлтава пула санăн мăшăру пулма килĕшменнине пĕлетĕн-и?

- Çук.

- Санпа тĕл пулнă вăхăт тĕлне, мăшăрпа пĕрле аварие лекнĕ хыççăн, йывăр сурансене пула эпĕ ача çуратайми хĕрарăм пулса юлнăччĕ ĕнтĕ. Эпĕ санăн ачасен ашшĕ пулас ĕмĕтне ĕмĕрлĕхе çухаттарма пултараттăм...

- Тинех ăнлантăм, - типпĕн хуравларĕ Вадим.

- Санпа сывпуллашнă хыççăн тепĕр икĕ çултан эпĕ Рязане черетлĕ отпуска килнĕ арçынна тĕл пултăм, - хăйĕн пурнăç пирки калама пикенчĕ Людмила. - Вăл авланса уйрăлнă арçынччĕ ĕнтĕ. Гришăн ывăлпа икĕ хĕр пулнине кура, эпĕ, текех ача çуратайманскер, унăн арăмĕ пулма тỹрех килĕшрĕм. Пытармастăп: Çĕпĕрте нефть кăларакан предприятири инженерăн ĕç укçи пысăк пулни те мана илĕртрĕ. Эпĕ кĕтнĕ пекех, манпа ача çуратас ыйтăва пĕрре те хускатмарĕ вăл...

 - Сăн-питрен килĕшетчĕ-и сана Гриша?

- Тỹрех калатăп: сан пекех килĕшỹллĕ сăн-питлĕ арçынччĕ вăл. Малтанхи çулсенче эпир, пĕр-пĕрне кăмăллакансем, ют çĕршывсене канма каяттăмăр, океанра е тинĕсре пулă пек ишсе киленеттĕмĕр. Анчах Григорий кашни каймассерен хăй валли киленĕç пике тупатчĕ-тупатчех. Çитменнине, пĕрре кăна та мар.

Малалли пулать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика