Мал ĕмĕтлĕ, çирĕп кăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2023, 17:00 Просмотров: 266

 Вăхăт ывăнма пĕлмест, юхан шыв пек малтан-мала ыткăнать. Этем те çавах мар-и? Вăл та малалла васкать. Утать те утать пурнăç çулĕпе, ватлăх хăваласа çитнине те сисмест. Вăхăт иртнĕçемĕн ку таранччен утса тухнă çул çине ытларах та ытларах çаврăнса пăхатăн. Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Виталий Николаевич Курицын та çаплах иртсе кайнă çулсене, ĕçленĕ вăхăтсене тăтăшах куç умне кăларать.

Елчĕк районĕнчи Хирти Пăвара çуралнăскере, çемьери улшăнусене пула, шăпа амăшĕпе, Екатерина Дементьевнăпа, иккĕшне Кивĕ Ахпỹрте илсе çитерет. Виталий çак ялти пуçламăш шкулта пĕрремĕш класра вĕренме пуçлать. Ачасемпе хăвăрт туслашать. Тăваттăмĕш класран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнăскер Туçари вăтам шкулта та пур енĕпе те палăрать. Концертсенче уçă сассипе юрăсем шăрантарать.

 Саккăрмĕш класс хыççăн вĕренĕве Çĕмĕрлери профессипе техника училищинче малалла тăсать. Пысăк квалификациллĕ столяр специальноçне алла илет. Инçет хĕвелтухăçĕнчи карапсем юсакан заводра икĕ çул бригадир пулса ĕçленĕ хыççăн Виталие çакăнтанах салтака ăсатаççĕ. Кунта та маххă памасть чăваш каччи, радиостанцинче телеграфистра вăй хурать.

 Виçĕ çул салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн 1969 çулта тăван яла таврăнать. Елена Михайловна Петровăпа çемье çавăрать. Ун хыççăн Патăрьелĕнчи ДОСААФра водителе вĕренсе тухать. Пĕр çулталăк Улатăрти вăрман хуçалăхĕнче ĕçлет.

1969-1971 çулсенче Курицынсен çемйи Шупашкарта пурăнать. Çемье пуçĕ водительте ĕçлет. Чунĕ тăван ялах туртнăран çемье каялла Кивĕ Ахпỹрте куçса килет. Ача-пăчаллă пулаççĕ, тĕп килрен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăраççĕ.

1971-1976 çулсенче Виталий Николаевич Кивĕ Ахпỹртри сакăр çул вĕренмелли шкулта ачасене йывăçран тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентет. Виçĕ çул класс руководителĕ пулнă май çитĕнекен ăрăва велосипедпа Пăла юхан шывĕ пуçланнă вырăнтан Сĕвене çитиччен экскурсие илсе каять. Шупашкарти музейсене илсе çỹрет. Кивĕ Ахпỹрт - Канаш - Çĕмĕрле - Улатăр - Пăрачкав маршрутпа экскурсинче пулнине ачасем халĕ те астăваççĕ. Кỹлĕ хĕрринче çĕр каçнине, кăвайт чĕртсе пулă пĕçерсе çинине, Сăр шывĕ тăрăх метеорпа ярăннине епле манăн?

Виталий Николаевич пĕр вăхăт Патăрьелĕнчи КБОра та мастер-юсавçă пулса ĕçленĕ. Ялсем тăрăх диван-кроватьсем юсаса çỹренĕ.

Унтан ăна "Гвардеец" колхозри строительство бригадин бригадирĕ пулма чĕнсе илнĕ. Хăма çуракан цехра та вăй хунă вăл. Кирек ăçта ĕçлесен те хăй хыççăн ырă ят хăварнă.

Виталий Николаевич ăста, чаплă столяр çеç мар, ăста каменщик та. Мăшăрĕпе, Елена Михайловнăпа, купаланă çуртсем ялта темĕн чухлех. Ют çĕре те тăтăшах чĕннĕ вĕсене. Столяр пулнă май Виталий Николаевич чỹрече рамисем, алăксем, сĕтел-пукан та нумай ăсталанă. Унăн мастерскойĕ паян та шăп тăмасть. Ир-ирех мотор сассипе тулать. Вăл ертсе пынипех масар çинче часовня çĕкленĕ, унти çурта çĕнетнĕ, сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ.

Курицынсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех маттур, ырă кăмăллă. Пурте тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ, ĕçлеççĕ, çемьеллĕ. Виталий Николаевичпа Елена Михайловна Коля ывăлĕн çемйипе пурăнать. Иртнĕ çул мăнукне авлантарчĕç. Халĕ вĕсене тăватă мăнукпа мăнукĕсен виçĕ ачи савăнтараççĕ.

 Курицынсем çĕрпе ĕçлеççĕ: тырă, сухан-севок çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ.

Несĕл йывăççин сумлă турачĕсем çулран-çул хунаççĕ, тарăн тымар яраççĕ.

Валентина МАЛЬЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика