Хăшĕ-пĕри килти выльăха - ĕнене, сурăха, качакана - тĕрлĕ пахча çимĕçпе, улма-çырла юлашкийĕсемпе виçесĕр тăрантарать. "Пур пĕрех сая каять, апат вырăнне пултăр", - теççĕ выльăх картине пан улми, хăяр, купăстапа кăшман çулçисене, куккурус пуçĕсене тултарнă май. Тепĕр чухне тырă та хушаççĕ.
Тỹрех асăрхаттармалла - çапла тума юрамасть. Çак апатсенче углевод питĕнумай. Вĕсене çисен выльăхăн хырăмлăхĕнче усăллă микрофлорăна пĕтерекен сĕт кислоти тухма пуçлать. Вăл юна сăрхăннă май выльăх организмĕнчи кислотапа сĕлтĕллĕ (щелочь) шайлашăва пăсать. Çавна май ацидоз пуçланать: хырăмлăх мышцисем чăмăртанма пăрахаççĕ, лăймакаллă сий сĕвĕнме пуçлать, йывăр варвитти пуçланать.
Тепĕр чухне çак бактерисем выльăхăн чĕрнисене те сиенлеççĕ, вăл ури çине тăрайми пулать. Выльăхсене çỹлерех асăннă чĕрĕ апатсене виçесĕр пама юрамасть. Рационта утă-улăм, урăхла каласан клетчаткăллă çимесем тĕп вырăнта пулмаллине асра тытмалла. Тăватă камерлă хырăмлăх шăпах вĕсене кăна ирĕлтерме пултарнине шута илмелле.
Енчен те выльăх хăйне канăçсăр тытнине, аптăранине асăрхатăр пулсан çийĕнчех ветеринари врачне чĕнмелле. Вăл хырăмлăха ĕçлеттерсе яма пулăшать. Тухтăр киличчен ĕне-выльăхăн чирне çăмăллатас тесен çăварĕнчен шупка кĕрен марганцовка шывĕ е сода шывĕ (1 литр пуçне 40 грамм) ямалла. Сăмах май, хăватлă эрех пани те пулăшать (1 литр), вăл хырăмлăхра йỹçсе çĕрекен апата сиенсĕрлетет.
Петр ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕ
Ноябрь 2024 |