Латинла Америкăра та палăрнă Кĕçĕн Арапуç хастарне, биологи наукисен докторне Иван Михайлович Селиванов профессора Юхмапа Пăла тăрăхĕнче лайăх пĕлеççĕ. Вăл икĕ теçетке çул ĕнтĕ Çĕнĕ Шупашкарти технологипе управлени академине ертсе пырать. Ректор тăрăшнипе вĕренỹ заведенийĕ тĕнчери чылай аслă шкулсемпе тачă çыхăну тытать. Уйрăммăн илсен, 2013 çултанпа Перу республикинчи Кальяо хулинчи Симон Боливар ячĕллĕ Патшалăх технологи институчĕпе те. Çак хушăра ятарласа çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа икĕ институт ăсчахĕсем пĕрле наука-тĕпчев программисене пурнăçлаççĕ, килсе-кайса çỹресе преподавани мелĕсемпе паллашаççĕ, тĕлпулусемпе семинарсем йĕркелеççĕ. Тата ытти мелсем те пайтах. Нумаях пулмасть Перуран Чăваш Ене пысăк делегаци те килсе кайнăччĕ. Ун чухне Иван Михайлович пуçарнипех Шупашкарпа Перун Лима тĕп хулин ертỹçисем тăванлашнă хуласем шайĕнче çыхăнусем йĕркелес пирки договор çырса алă пусрĕç.
Çак кунсенче Кальяворан Çĕнĕ Шупашкара хаваслă хыпар çитнĕ - академилле аталанăва пысăк тỹпе хывнăшăн, Перупа Раççей институчĕсем хушшинчи туслă хутшăнусене çирĕплетес енĕпе пысăк вăй хунăшăн Иван Михайлович Селиванова аякри институтăн генеральнăй директорĕ (ректорĕ) "Хисеплĕ профессор" диплом пама йышăннă. Çичĕ тинĕс леш енчи Латинла Америкăра ентешсенчен çакăн пек пысăка хурса хакланă, аслă чыса тивĕçнĕ çын халиччен никам та пулманччĕ-ха...
Николай ЛАРИОНОВ
Ноябрь 2024 |