Калав
Пурăнан пурнăçра пĕрле ĕмĕр ĕмĕрлекен юлташсен, тăвансен санран нимĕнле вăрттăнлăх та, пĕлмен кун та çук пек туйăнать. Ытларах чухне çавăн пекех пулать, анчах яланах мар. Çывăх çынсен хăш-пĕр чух, лăпкă мар тапхăрта, чĕре хапхи уçăлать, вара вĕсен туйăмĕсем яр-уççăн курăнса каяççĕ…
Мĕн ачаран пĕрле выляса ÿснĕ юлташăм пур. Кÿршĕ, Никăнч, тесе чĕнетпĕр ăна. Патвар, тĕреклĕ ар, чăн-чăн мореман-кĕреш. Кăмăлĕпе лăпкă хăй тата, – ăспа ĕç тăвакан çын. Нихăçан та тĕпĕртетсе кайса кăлăхах çил-тăвăл кăлармасть. Тикĕс çĕр çинче утса пынă чухне те, карап палуби çинче утса пынă пекех, хăнăхнă йăлипе енчен-енне тайкаланса утать. Пурнăçра çирĕп тăрать манăн юлташăм. Палăртнă çулран ăна нимĕнле çил-тăвăл та айккине пăрса яраймасть. Флотра çирĕм пилĕк çул ытла хĕсметре тăрса Баренц тинĕсĕнче çĕршыв чиккине сыхланă. Иккĕмĕш ранглă капитан карап командирĕ пулнă.
Запаса кайсан тăван яла таврăнса, хăтлă çурт туса лартса мастерской валли тĕрлĕ инструмент илсе тултарчĕ, лăпкă пурнăçпа киленсе пурăнма шут тытрĕ. Шăпах çулталăка пычĕ рехетлĕх. Халăх хушшинче хĕвĕшме хăнăхнă çынна пĕчченлĕх йăлăхтарчĕ курăнать – ĕç шыра пуçларĕ. Ял тăрăхĕ пĕр вăхăт хуçасăр аптранăччĕ. Ку яваплăх лавне никамах та кÿленесшĕн мар. Ял хăтлăхне лайăхлатма Никăнча сĕнчĕç. Килĕшрĕ. Килте – мăшăрпа, çав вăхăтрах ялта çынсемпе пĕрле – мĕн кирлĕ тата çĕр çинче çăтмах шыракан çынна?
Иксĕмĕр пĕр-пĕрин патне киле кĕрсе е чей, е аякри кăнтăр çĕрĕсенчен илсе килнĕ тутлă шăршăллă кофе ĕçсе киленсе, чуна ирĕке ярса калаçса лармасăр пирĕн пĕр кун та иртмест. Çав кун та яланхиллех пуçланчĕ. Малтан тусăм телефонпа ывăлĕ янă СМС текстне мана вулаттарчĕ. Тĕлĕнтĕм: халиччен кам та пулин ывăлĕн СМС хыпарĕсене кăтартнине ас тумастăп эпĕ. Чунĕнче тĕлкĕшекен тарăн куляну пуррине ăнланса илтĕм. Нимĕн те тăваймăн – чăтмаллах. Ас тăватăп-ха: ывăлĕ пĕрремĕш хут çапăçăва кĕрсен пĕр эрне никампа та калаçмарĕ. Отпуск илсех килĕнче питĕрĕнсе ларса, телефонĕсене сÿнтерсе мăшăрĕпе иккĕшĕ пăшăрханса пурăнчĕç. Кайран депрессирен тухсан мана: «Мĕн пулать те, мĕн килет – вăл, вăрçă ĕçне кÿлĕннĕ тĕк, эпир ăна чараймастпăр. Шăпи хăйĕн: вăл эпир мĕнле ĕçпе пурăннине пĕчĕкрен курнă, пирĕн калаçусене итленĕ, эпир ăна юратса пăхса ÿстернĕ, – çакна ывăлăм йăлтах чунне йышăннă», – терĕ.
* * *
«Салам, атте. «Питон» çырать. Паян ирхине базăна çухатусăр çитрĕмĕр, никам та аманман. Хамăр пата килнĕ чухне пирĕн енне каçма хатĕрленнĕ кăваккисен ДРУ хатĕрне тĕп турăмăр. Эпĕ гранатометпа вĕсен БЭХине лайăх лектертĕм. Çакăншăн преми пама шантарчĕç. Шалтан тăватă «икçĕрмĕш» кăлартăмăр, вĕсене çывăхри кил-çурт хуçалăхĕн сивĕ путвалне антарса хутăмăр. Алăкĕ çине, йышăннă йăлапа, кунта камсем пулнине палăртса çырса хăвартăмăр.
* * *
Малалла калаçăва тăснă май, Никăнч мана:
– Итле-ха, санăн вăхăт пур-и? Калаçас килет темшĕн манăн, чуна уçас килет паян, – терĕ.
– Паллах, яланхи пекех, ларăпăр. Эс калаçсан – эпĕ итлĕп, эпĕ пуплесен – эсĕ итлĕн.
– Эсĕ пĕлетĕн, эпир нихăçан та çăмăл пурнăçпа пурăнмастăмăр. Аннене те ятпа ашшĕ ятĕнчен чĕнеттĕмĕр, кукамая вара «анне», тесе хисеплеттĕмĕр. Мĕн тесен те, хама нихăçан та катăк туймастăмччĕ. Аннепе кукамай мана чунтан юрататчĕç. Мĕн калăн – кас халăхĕ те, туслă кÿршĕсем те пĕр çемье пек пурăнатчĕç. Пĕр-пĕрне пулăшатчĕç. Мана тата çак пурнăçра чылай вăхăт хушши учительсен чун ăшшийĕ пулăшса пычĕ. Хăшĕсемпе çыру та çÿрететтĕм. Халĕ ĕнтĕ, мана вĕрентнĕ учительсем янă çырусем психотерапевт сăмахĕсем вырăнне пулнине ăнланатăп. Вĕсем çав вăхăтра кирлĕ пулнă ĕнтĕ мана.
Эсĕ пĕлетĕн вĕт, Лëняпа эпир тинĕс çар офицерĕ пулас тесе ĕмĕтленсе Владивосток хулине кайнăччĕ. Ялтан тухса курман ачасемпе унта çичĕ талăк кайнă хушăра тĕрлĕ мыскара пулса иртни вăл – уйрăм истори. Ун пирки урăх чухне каласа парăп. Ăмăртусене Шупашкара, Чĕмпĕре, республикăри ытти районсене кайса çÿрени пире, паллах, пулăшрĕ. Пач таçти ахрат çырминчен тухнă çынсемех мар ĕнтĕ.
Çитрĕмĕр çапла, вырнаçрăмăр. Экзаменсем, урăх çынсемпе хутшăнни, халĕччен пĕлмен çут çанталăкăн хăйне евĕрлĕхĕ – пĕтĕмпех кăсăклă, çав вăхăтрах шикленÿллĕ, чуна та тыткăнлать, çав хушăрах пăшăрхантарать те. Урăхла каласан алă лаппи ялан тарласа çÿретчĕ. Юлташпа пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Ют çĕрте чуна çывăх юлташ пурри лăплантарать.
Экзаменсене тытса пĕтертĕмĕр. Лëньăн ĕç ăнмарĕ. Тусăм вĕренме кĕреймерĕ, чăматанне пуçтарчĕ те, – пĕр ирхине КПП умĕнче кăмăлсене йÿнеçтерсе сывпуллашрăмăр. Эпĕ казарма енне пуçа усса утрăм, юлташ тăван ене, аякри ашшĕпе амăшĕн килĕ еннелле савăнса çула тухрĕ. Хам вара тĕнче шăтăкĕнче тăр-пĕччен тăрса юлтăм. Ăçта тĕнче тĕнĕлĕ, манăн юратнă Аслă Шăхаль? Ăçта эпĕ халь? Таçти тухăç кĕтессинчи Владивосток хулинче…
Тертлĕ пурнăç пуçланчĕ. Вĕренме лайăх вĕренетĕп, предметсене йĕркеллех ăнланатăп, анчах вырăсла ирĕклĕ каласа пама пĕлсех каймастăп. Çитменнине тата хăш-пĕр сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă яштака каччăсем тăван чĕлхеме пулах мана тĕрлĕ начар сăмахсемпе тăрăхлама пăхкаларĕç. Юрать-ха, шкулта кĕрешÿ секцине çÿресе, штанга йăтса шăм-шак самаях çирĕпленнĕччĕ – хама кÿрентерме памарăм. Çавна пулах та ĕнтĕ гаупвахтăна темиçе хутчен те лекме тиврĕ.
Пĕрремĕш курсри экзаменсем вĕçленсе пычĕç. Пирĕн курс пысăк парăс карап çинче тĕнче тавра ишме хатĕрленет иккен. Малалли пулать
Ноябрь 2024 |