"Палăк - ял халăхĕн мăнаçлăхĕ, ăна упрамаллах"

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2023, 19:58 Просмотров: 207

 Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи Общество палатин хастарĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче вырнаçнă культура еткерлĕхĕ шутланакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, ытти çар хутшăнăвĕнче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксемпе обелисксем мĕнле лару-тăрура пулнине хак парса çаврăннă хыççăн шăпах çакнашкал пĕтĕмлетỹ турĕç.

Çул çỹрев маршрутне Общество палатин председателĕ Анатолий Самакин ертсе пычĕ. Мероприятие çавăн пекех муниципалитет округĕн администрацийĕн специалисчĕсем, округ депутачĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем, старостăсем хутшăнчĕç, Тутар Тимеш, Туçа, Анат Туçа, Çĕнĕ Ахпỹрт, Кĕçĕн Патăрьел, Патăрьел, Шăнкăртам, Нăрваш Шăхаль, Çĕньял, Шăхач, Аслă Чемен ялĕсен мăнаçлăхĕ шутланакан истори пĕлтерĕшлĕ палăксене хак пачĕç.

 Туçа территори пайне кĕрекен Тутар Тимеш ялĕ йышĕпе пысăк мар, паянхи кун кунта 100 çынна яхăн пурăнать. Çапах та вĕсем вăйсене пĕрлештерсе ырă ĕç тума май тупнă, муниципалитет округĕнчи агропромышленность комплексĕн ветеранĕ, Общество палатин членĕ Талгат Шакуров пуçарăвĕпе, халăх хастарлăхĕпе 2019 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене чыс туса асăну палăкĕ уçнă. Паян çак сăваплă вырăн чăнласах та ял мăнаçлăхĕ шутланать. Пĕчĕк лапама хитре карта тытса çаврăннă, палăк патне çитичченех брусчатка сарнă, икĕ айккипе çамрăк йывăçсем вăй илеççĕ... Палăк йĕри-таврашĕ тирпейлĕ те хăтлă пулни чунра канăçлăх çуратать.

Анат Туçара колхоза йĕркелесе яракансенчен пĕрне, кулаксен мăшкăлĕ пулнă А. Козлов коммуниста халалласа 1946 çултах çĕкленнĕ палăк ял варринчех вырнаçнă. Тăванĕсем, çывăх çыннисем ăна çĕнетсе тирпейленĕ, территорие лутра картапа тытса çавăрнă. Çулла кунта тăтăшах çеçке илем кỹрет. Ял старости Эдуард Беззубов пĕлтернĕ тăрăх палăка тăванĕсем юхăнма памаççĕ. Шкул ачисем те территорие пăхса тăраççĕ, кунта тĕл пулусем йĕркелеççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксенчен Патăрьел округĕнчи ялсенче (Патăрьелсĕр пуçне) Тури Туçари палăк-монумент евĕр пысăкки çук. Ăна 1975 çулта, колхоз вăйĕпе Аслă Çĕнтерỹ 30 çул тултарнине халалласа сумлă лару-тăрура уçнă. Мрамор плитасем çинче ун чухне ял Советне кĕнĕ 8 ялтан вăрçă хирĕнче выртса юлнă паттăрсен ячĕсем çырăннă. Монумента çулсеренех Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне тирпейлеме тăрăшаççĕ пулин те вăл кивелнĕ, плиткисем те чалăшнă, брусчаткисем те хăйпăнаççĕ тата ытти те. Палăк территорине юсама, хăтлăх кĕртме вăхăт çитнĕ. Общество палатин членĕсем çак ыйтăва пурнăçлама пуçару бюджечĕн программине явăçма тăрăшмаллине, халăхпа кар тăмаллине палăртса хăварчĕç. Ку тĕлĕшпе муниципалитет округĕнче ырă тĕслĕх пур.

Çĕнĕ Ахпỹртре Аслă вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă мемориал комплексĕ çичĕ пайран тăрать. Ăна та вăхăтĕнче "Родина" колхоз вăйĕпех тунă. Унăн тепĕр енче вара Афганистан вăрçин ветеранне, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă Александр Артемьева хисеп туса лартнă палăк вырăн тупнă.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятисем, уйрăм хастарсем истори пĕлтерĕшлĕ паллă вырăнсене хăтлăх кĕртме пулăшнине ырламалла. Кĕçĕн Патăрьелĕнче "Исток" çĕр ĕç фирми (ертỹçи -Александр Илюткин) пулăшăвĕпе темиçе çул каялла çеç граждан вăрçи вăхăтĕнче шурă гвардеецсемпе çапăçса пуç хунă Петр Крепков комиссарпа унăн юлташĕсене асăнса лартнă палăк таврашĕ тĕлĕнмелле çĕнелсе хăтлăланчĕ. Кунтах Аслă вăрçă паттăрĕсене чыс туса лартнă палăк та, часовня та пур. Йĕри-тавра йывăçсем ỹсеççĕ, чечексем ешереççĕ, канса лармалли саксем те вырнаçтарнă. Регион шайĕнчи культура еткерлĕхĕ, паттăрсене халалланă лапам паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Ăна пĕрлехи вăйпа упрасси, пăхса тăрасси - территори пайĕн тĕллевĕ.

ПĔЛМЕ

Кăçал пуçару бюджечĕн программипе Алманчăра (1 434 856,80 тенкĕ), Пăлапуç Пашьелĕнче (1 146 877,72 тенкĕ), Нăрваш Шăхалĕнче (598784,40 тенкĕ) Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетнĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă 49 палăк шутланса тăрать.

Общество палатин членĕсем палăксемпе паллашнă май Патăрьелĕнче кăçал пуçару бюджечĕпе хăтлăх кĕртнĕ (4 103 500 тенкĕ) Мухтав обелискĕ умĕнчи ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче те пуç тайрĕç. Округ центрĕнчи çак вырăна Патăрьелĕнчи вăтам шкулсен ачисен вăйĕпе тăтăшах тасатса, тирпейлесе тăраççĕ. Çемье çавăракан çамрăк мăшăрсем кашни эрнерех палăк умне чĕрĕ чечексем хураççĕ, пуç таяççĕ...

Шăнкăртамра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк та ял варинчех вырнаçнă. Çак территоринчех граждан вăрçи паттăрĕсене, Афганистан вăрçинче пуç хунă Минхайдер Валитов воин-интернационалиста хисеп туса палăк çĕкленнĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Гелсирень Абейдуллова шкул ачисемпе çак вырăнта час-часах пулнине, паттăрлăх урокĕсене ирттернине, историе хаклакан палăксене упрамаллине, пăхса тăмаллине каларĕ.

Нăрваш Шăхалĕнче пуçару бюджечĕпе тăвакан палăка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалланă. Кунта юлашки ĕçсем çеç юлнă темелле. Çĕньялта 1997 çулта "Çĕнтерỹçĕсене - мухтав!" ятпа çĕкленнĕ палăка та скульпторсем вуншар çул каяллах "Знамя" колхоз вăйĕпе ăсталанă. Çĕнетмелли, тирпейлемелли кашни çулах тупăнса тăрать. Территори пайĕн начальникĕ Мария Мадюкова çакнашкал ĕçсене хăйсен вăйĕпех пурнăçласа пынине пĕлтерчĕ. Çĕньялти кану паркĕнче тĕрлĕ çарта службăра пулнисем кар тăрса лартнă палăксемпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Вĕсене ветерансем хăйсемех пăхса, тирпейлесе тăраççĕ.

Шăхач, Аслă Чемен ялĕсенче вăрçă паттăрĕсене чыс туса лартнă палăксем те унччен лартнисемех. Вырăнти территори пайĕсем вĕсене май пур таран халăх вăйĕпе, уйрăм хастарсен, депутатсен пулăшăвĕпе кашни çулах тирпейлесе, сăрласа, тасатса тăраççĕ. Шăхачри Николай Узюкин староста палăк умĕнчи лапама тирпейлемелли, брусчатка е плитка сармалли пирки пĕлтерчĕ.

- Юлашки çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсем хăтлăланса, илемленсе пынине палăртмалла. Çакă, паллах, территори пайĕсем патшалăх пулăшакан программăсемпе тухăçлă усă курнăран та килет. Истори пĕлтерĕшлĕ палăксене халăх вăйĕпе, пуçару бюджечĕпе тирпейлесе çĕнетнине те ырламалла. Общество палати малашне те вырăна тухса ял пурнăçĕпе кăсăклансах тăрĕ,-терĕ Анатолий Самакин çул çỹреве пĕтĕмлетсе.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика