. Малалли
Эпĕ вара савăнăçлăрах çул çине – кил еннелле тухма ĕмĕтленетĕп. Юлташсем ялта вăхăт лайăх ирттерни пирки çыра-çыра яраççĕ. Мана хими учителĕ Вера Арсентьевна çеç хавхалантарать: «Вĕренмелле, – тет. – Йывăрлăхсем пысăк тĕллев патне утнă чух чăрмантараççĕ пулсан та, айккине пăрăнма е каялла чакма юрамасть. Киле килсен те мĕн тăвăн эсĕ унта? Тен, малтан пурнăçпа киленсе пурăнăн, ерипен эрех ĕçе пуçлăн, каярах вара çамрăклах лавкка умĕнче çĕр грамм валли иртен-çÿренрен пăхăр укçа ыйткалама пуçлăн. Тĕслĕхĕсем хăвăн умăнтах вĕт. Йывăрлăхсем санăн пурнăçна чăн-чăн характер тĕрĕслеме килеççĕ. Чăтса ирттертĕн тĕк – çитĕнÿ пулать. Çавăншăн ху та савăнăн, çывăх çынсене савăнтарăн. Ыттисем вара сана хисеплеме пуçлĕç. Турри сана çак çул çине тăма пулăшрĕ – эсĕ ху ĕмĕтленнĕ çар училищине вĕренме кĕтĕн. Санăн чун суранне сиплемелли пĕртен-пĕр эмел пур, пушă вăхăтра ĕсĕклесе лармалла мар. Ялан вĕренмелле, шăм-шакна спортпа çирĕплетмелле. Эсĕ манран ăçталлла каймаллине, мĕн тумаллине пĕлме пулăшакан хатĕр рецепт кĕтетĕн пулĕ-ха. Ан кĕт. Сĕнÿ çеç пама пултаратăп: кашни çын хăйĕн пурнăçĕпе хăй хуçа. Çавăнпа санăн утас çулна хăвăн суйламалла: аслă çулпа каймалла-и е ансăр сукмакпа? Хăш чухне ĕçÿ ăнмасан хăвна ÿпкелетĕн те пĕтĕмлетÿ туса, йăнăшсене тÿрлетсе, тÿрлетейменнисене иртнĕ пурнăçа хăварса малаллах ăнтăлатăн. Хăвăн пурнăçушăн кама та пулин айăплама сăлтавĕ пулмĕ вара». Çакă вăй парса тăчĕ те мана.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Суня аппаран çыру çитрĕ. Мана ÿпкелет. «Эсĕ рехетленсе пурăнатăн: тумланма хăтлă тум параççĕ, вăхăтра апат çитереççĕ, вăхăтра çывăрттараççĕ. Пирĕн кунта пурнăç нушаллă. Кукаму чирлет. Эпĕ кунĕн-çĕрĕн ĕçлетĕп – килте улма çумлама та вăхăт çук. Йыт пыршипе мăян пахчара туй тăваççĕ. Качакасем валли утă çулма та вăхăт çитмест. Хĕл апачĕ çук пирки вĕсене кĕркунне чÿк уйăхĕнче пусма тивĕ … Çуратнă ача пархатарне кĕтсе илсе пулмарĕ», _ тенĕ.
Суня аппаран çыру илнĕ вăхăталла пирĕн курс пĕр çул вĕренсе пĕтерчĕ. Пурте савăнса кайсах курсант формин сулахай çанни çине икĕ йĕрлĕ шеврон çĕлесе тĕнче курмашкăн тухса кайма хатĕрленчĕç. Ку ĕçпе аппаланас темерĕм – училищĕрен кăларса яма ыйтрăм: «Пĕрремĕш курс пĕтерни çинчен калакан справка парса киле яма ирĕк парăр», – тесе заявлени çыртăм.
Приказ тухасса кĕтме пуçларăм. Пĕр кун кĕтетĕп, иккĕмĕш кун кĕтетĕп – ман ыйтăва никам та татса памасть. Эрне иртсе кайрĕ. Пĕр курсрисем тепĕр икĕ кунтан тинĕсе тухма хатĕр, манăн вара нимĕн те паллă мар. Каç кÿлĕм, эпĕ кухньăра нарядра пулнă чух, мана замполит хăй патне чĕнтерчĕ. Яланхи пек темле типпĕн те официаллă мар – ăшшăн кĕтсе илчĕ мана пĕрремĕш рангри капитан. Шакла пуçлă, çуллĕ те хыткан кĕлеткеллĕскер, вăл ерипен, айккинчен хăйĕн калаçăвне пуçларĕ. Манăн вара савăннипе чĕре сиксе тухма хатĕр. «Киле, киле каятăп. Киле каятăп!» – тесе юрлатăп ăшăмра.
– Ну, курсант, вĕренме пăрахас терĕн, эппин. Хам пата чĕниччен сан кунта хунă ĕçне-хĕлне тимлĕ тĕпчерĕм. Тăрăшуллă ача эсĕ, вĕренме пултаратăн. Паллах, малтан сана çăмăл пулман, курăнать. Халĕ ĕç-пуçу аптрамасть. Хăш халăх çынни эсĕ?
Çакăн пек ыррăн калаçни мана тĕлĕнтерчĕ те, шиклентерчĕ те. Офицерсем пирĕнпе нихăçан та çапла калаçнине илтменччĕ халиччен. Таçта çухалчĕç манăн маларах хатĕрленĕ сăмахсем? Сасса чĕтреткелесе, хăюсăррăн хуравларăм:
– Чăваш ачи эпĕ, Чăваш Республикинчен. Эпĕ, мĕн, заявлени çырсаттăм… Кхм… кхм… киле, тăван яла кайма… кхм... Манăн малалла мĕн тумалла-ши, командир юлташ? Кхм, кхм…
– Курсант, эпĕ çак тĕнчере нумай пурăнатăп. Тем те куртăм, таçта та пултăм, такампа та хутшăнтăм. Туссем те пур, курайманнисем те манăн сахал мар. Итле мана, çамрăк çыннăм: икĕ хутчен каламастăп, темиçе хутчен сĕнместĕп. Кашни çыннăнах пурнăç тени нихăçан та çăмăл пулман. Шăпа пурин те расна. Телей текен кайăка тăрăшмасăр, урăхла каласан, «кăвапаран юн тухиччен ĕçлемесĕр» никам та тытаймасть. Телей кайăкне хĕвне чиксен те ăна туртса илме тăрăшакансем çителĕклĕ. Арăш-пирĕшсене хирĕç тăма яланах хатĕр пулмалла. Тата хăш чух çыннăн çулĕ уçăлса та уçăлса пырать. Пĕтĕмлетсе каласан тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле…
Санăн халĕччен, тен, тертлĕрех пурнăç пулнă пулĕ. Çав вăхăтрах эсĕ патшалăх туса панă пурнăç условийĕсемпе ху ăнланмасăрах кирлĕ пек усă курса, пирĕн пата тинĕс офицерне вĕренме килме пултарайнă. Шкулта илнĕ пĕлĕвне, йывăр атлетика секцине çÿресе илнĕ шăм-шак çирĕплĕхне кăтартса, тивĕçлĕ экзаменсем парса курсант пулма пултартăн. Пирĕн пата нумай ял çамрăкĕ вĕренме кĕресшĕн, анчах пурте пултараймаççĕ. Сирĕн патра шкулта ăста педагогсем, тăрăшуллă тренерсем ĕçленĕ пирки, ху мал ĕмĕтлĕ пулнă май сан пурнăçу çак тапхăрта ăнăçлă теме юрать. Куратăн: сан пурнăçунта пĕр вăхăтрах йывăрлăх та, ăнăçу саманчĕсем те пулнă. Халĕ санăн пуласлăху пирки калаçас пулсан сана çуратнă, çын тунă халăх пирки пĕр-икĕ сăмах. Çакă тĕнчере хăватлă, тĕнчипе паллă хăш чăваша аса илме пултаратăн?
– Ну, Чапаев, кхм, кхм... Ну, Хусанкай, кхм, Кузнецов, Молодцыгин. Тата аса илтĕм: балерина пур, Павлова.
– Чапаева пĕлетĕп, Павлова пирки илтнĕ. Хусанкайпа Кузнецов, Молодцыгин камсем? Малалли пулать
Ноябрь 2024 |