Халăх ывăлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2023, 20:30 Просмотров: 225

Малалли

– Кхм, кхм… Хусанкай – поэт, «Таня» ятлă поэма çырнă. Кузнецов кÿршĕ ялтан, Туçаран, вăрçăра çапăçнă, Совет Союзĕн Геройĕ. Кхм, кхм… Молодцыгин – артист.

 Ку калаçу мана хăрата пуçларĕ. Мĕн кирлĕ ăна, командира? Мĕн тума ман йĕри-тавра сăмах çил-тăманĕ çавăрттарать? Хăнăхман эпĕ кун пек калаçăва. Килĕшсех каймасть мана кунашкал калаçу…

 Эпĕ пăшăрханнине кура пулĕ, командир сĕтел хушшинчен тухса пĕр шкапран шыв тултарнă графин кăларчĕ те стакана шыв ярса ман ума пырса лартрĕ.

– Манпа калаçнă чухне пĕртте кулянма кирлĕ мар. Эпĕ следователь мар вĕт. Чăваш йышĕнче пултаруллă çынсем нумай: генералсем, инженерсем, сцена ăстисем. Нумай пултаруллă чăваш пирки калаçма пулать. Николаев космонавт пирки манмалла мар.

Тăван халăх çинчен сахал пĕлнишĕн аванмарлана пуçларăм. Замполит калаçать те калаçать…

– Халĕ эпир санпа халăхун пултаруллă та маттур çыннисем пирки калаçрăмăр. Çак вăхăтра санăн чунунта тĕрлĕ туйăм хĕмленсе, çĕкленсе каймалла. Халĕ вара ху пирки шухăшласа ил. Сана пурнăç пĕлтĕр Владивосток хулине килме, вĕренме кĕме май туса пачĕ – çулталăк иртсен вара (сăлтавĕсене ыйтмасăрах пĕлетĕп, каламасан та пултаратăн) сана ниме тăман сăлтавсем каялла туртса илме пăхаççĕ. Çапла, кайăн эс килне. Вара çынсем: «Мĕн тăвăн, пиçмерĕ! Хисеплĕ çын пулма пултаратчĕ – тăрăшмарĕ!» – тесе калĕç. Санăн вара тинĕс офицерĕ пулса, яланах ырă ĕç туса хисеплĕ çынсен ретне тăма тăрăшмалла. Мĕн вăл халăхăн ырă сăмахĕ? Ман шутпа, халăхăн ырă сăмахĕ шкул учебникĕсенче çеç палăрмасть. Ял халăхĕ, тăвансем сан пирки ырă сăмах калаçаççĕ пулсан – ку витĕмлĕ сăмах. Тата çак пулăмăн тепĕр енĕ пур. Эсĕ кунта килнĕренпе çулталăк çитет. Училищĕре тĕрлĕ халăх ачи вĕренет. Эсĕ кунта – пĕртен-пĕр чăваш. Сана хакласа ыттисем сан халăхна çапла хак параççĕ. Санăн лайăхпа начар енÿсене курса тăван халăху пирки те çаплах шухăшлама пултараççĕ вĕт. Калаçăва çакăнпа вĕçлетпĕр. Канцелярине кайса хăвăн заявленине каялла илме ыйтатăп. Ырантан анлă тинĕс шывĕ çине тухма юлташусемпе пĕрлех хатĕрленме пултаратăн. Санăн тăван халăху вăл – саншăн аçу. Атте ятне вара нихăçан та яма юрамасть!

Училище пуçлăхĕн çумĕ çапла ним мар çĕртех манăн иртнĕ пурнăç тĕшшине, вĕренсе пĕтермесĕрех каялла кайсан мĕнлерех хывăхлă пурнăç кĕтнине ăнлантарса пачĕ. Вĕренсе пĕтертĕм вĕт. Вĕреннĕ вăхăтрах çав тери илемлĕ те ăслă хĕре качча илтĕм. Пирĕн ача çуралчĕ. Службăна Баренц тинĕсне, çĕршывăн чиккине хÿтĕлеме ячĕç. Çирĕм сакăр çул хушши патшалăх чиккине тăшмансенчен сыхларăм. Мăшăр прапорщикра ĕçлерĕ. Ача та, ÿссе çитсе вăйпиттиленсен, Питĕр хулинчи Нахимов ячĕллĕ çар училищĕне вĕренме кĕчĕ…

Ыйхăран вăрансан кашни кунах командирăн çав сăмахĕсем аса килетчĕç. Кашни кун хамăн халăх ятне ярас мар тесе ырă ĕçсем тума тăрăшаттăм. Чăваша курсан ялан ăна хам мĕнпе пулăшма пултарнине ыйтаттăм. Çак шухăшсем запаса тухса тăван киле таврăнсан манран пачах хăпĕç, тесе шухăшлаттăмччĕ.  Çук, замполит сăнарĕ пачах та пуçран тухмасть… Асрах тăраççĕ унăн сăмахĕсем, кашни ир тенĕ пек хăлхара янăраççĕ…

              *  *  *

«Салам, атте.  «Питон»  çырать. Паян «çивĕт»  урлă каçса тепĕр енне каймаллаччĕ. Пётăрмахсене пула тăхтама тивет. Тепĕр разведушкăн серепене лексе икĕ «ик çĕрмĕшсене» окопра хăварса  виçĕ  «виç  çĕрмĕшсе-

не» илсе хамăрăннисем патне аран çитсе ÿкрĕç.

    Ăста çапăçакансем пачах асăрханмасăр, тĕпчемесĕр окопа мĕнле кĕрсе кайнă? Хăйсем те калама пултараймаççĕ. Рейд вĕçĕнче «чĕлхе» илес шухăш пулнă пулĕ командирăн. Чăн-чăн авантюра. Улттăн кĕрсе каяççĕ, – унта вара окоп тăрăх вĕсене хирĕç вăтăра яхăн «кăваккисем» сиксе тухаççĕ. Пирĕннисем пиллĕкĕшне тÿрех «лăплантараççĕ», анчах хăйсене вара гранатăсемпе тÿпелеме пуçлаççĕ. Вăй пĕр тан мар вĕт – пирĕннисем чака пуçлаççĕ. Боекомплект та рейд вĕçленнĕ чухне нумаях мар. Пĕтĕмĕшле каласан, атте, кун пек пăтăрмахсем разведчиксен сахал пулаççĕ. Пулсан çухату та кĕт вара…».

              *  *  *

– Итле-ха, манăн пĕртен-пĕр ача икĕ çула яхăн çĕршыв чысне, çĕрне хÿтĕлет, патшалăхра пурăнакан халăхсен тăшманĕсемпе çапăçать. Эпĕ телевизор, радио хыпарĕсене пăхмастăп та, итлеместĕп те. Манăн пурнăç икĕ пая пайланчĕ. Пĕрремĕшĕ – иртнĕ пурнăç хăйĕн хурлăхĕ-савăнăçĕсемпе, тепри – ачапа, тĕрĕсрех каласан, унăн телефонĕпе. Операцие каяс умĕн ывăлăм телефонне сÿнтерет те мана: «Çак номер санпа çыхăнура мар», – тесе хыпарлать. Тепĕр темиçе е вунă-вун икĕ кунтан ывăл хăйĕн юлташĕсемпе разведчиксен базине çитсен телефонĕ мана: «Абонент сетьре – унпа çыхăнма пулать», – тесе хыпарлать. Çак СМС таçти тĕнче хĕрринченех пирĕн пата, чи малтан маншăн, мăшăршăн чипер пурăнма хистекен хыпар илсе çитерет. Чун пăлханăвĕ кăшт лăпланать вара. Ывăл çыракан СМС – маншăн чи объективлă хыпар, ваккăн-тĕвеккĕн пурăнман çар çыннишĕн тишкерÿллĕ материал. Ывăла ĕненетĕп, вăл çырнă сăмах тĕрĕс пулнине ăнланатăп. Ĕç пурри мана савăнтарать. Кашни кун, кашни самантра шухăшăм ывăл патне çитет те каялла килсе чуна пăлхантарать. Ĕç пурришĕн питĕ савăнатăп. Паллах, пĕр-пĕр яваплă ĕçре тăрăшмасан та, килкартинче хам валли йăпанăç  тупатăп. Анчах замполит программăланă ăс-тăн вак ĕçсемпе çырлахмасть. Мана халăх хушшинчи ĕç кирлĕ. Вăл çеç кăмăла тултарать.

                 *   *   *

«Салам, атте. «Питон» çырать. Ĕнер рейдран килсен разведчиксен икĕ ушкăнне çĕнĕ тум тумлантарса тăратрĕç те Хÿтĕлев министерствинчен килнĕ пĕр полковник ушкăнсен командирĕсене «Хăюлăх» орденĕ пачĕ, пире пурне те – «Паттăрлăхшăн» медаль.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика