Юрий ИСАЕВ Вĕçĕ
Атте, награда никама та ахаль паманнине ăнланатăн ĕнтĕ. Пурне те çыраймастăп. Тĕл пулсан каласа парăп.
Вăрçăра нумай чухне ăспа пурăнни пулăшать. Ялан мар, паллах. Снаряд вĕçсе килсен нимĕн те пулăшмасть. Мина вара, ун çине асăрханмасăр пуссан, çÿлти тĕнчене кайма пулăшать. Нумаях пулмасть, операцине кайма тухсан, хамăрăн мобиксем патĕнче окопра сывлăш çавăрса яма чарăнтăмăр. Нациксен траншейисем пирĕннинчен инçех те мар. Пирĕн салтаксем вĕсеннисемпе кăшкăрса калаçкаласа та илеççĕ. Пирĕннисем парăнма ыйтаççĕ… Окопсем хушшинчи çак хĕвĕшÿ пирĕн ушкăна нациксем енне хамăрăн ĕçе тума кайма пулăшать.
Эпĕ, атте, нимрен те хăрамастăп, вăрçăра ĕçлеме вĕрентĕм, пульăран та сыхланăп, çав ухмах снарядсенчен çеç шикленетĕп. Турри кăна пулăшма пултарать, вёл пÿрнĕ шăпана шанатăп. Тĕлĕнмелле пулин те, ку – факт. Фронтăн икĕ енче çапăçакан салтаксем валли – пĕр Турă. Леш енчисем те пирĕн пата снаряд янă чухне е атакăна çĕкленнĕ чухне турăран ыйтса хăйсене çăлăнăç, ăнăçу, пире вилĕм сунаççĕ. Христосĕ хамăрăн салтаксен ăсĕнчен, чунĕнчен те нихçан та тухмасть. Манăн та çавах. Атте, шутла-ха, çынсем турăшăн, çынлăхшăн хăйĕн пурнăçне пама хатĕр вăхăтсем те пулнă. Тен, турă халăхсене пĕр-пĕринпе çапăçма хăйне парăнса ĕненменшĕн хĕтĕртет-и? Тен, эпир унăн хăватне йывăр вăхăтра çеç аса илни кăна çителĕксĕр-ши? Пуçа мĕнле кăна шухăш пырса кĕмест?!.
Атте, эпĕ – çав тери пуян çын, манăн юратнă çынсем пур: аннепе эсĕ, ачасем, ачасен амăшĕ. Çавăнпа кунта эпĕ хамăн ĕçе тăватăп та ĕнтĕ. Атте, эсир кукаçипе иксĕр те çарта нумай çул хушши пулнă. Эсĕ, офицер, мана ăнланатăн. Манăн сирĕн ята яма юрамасть. Манпа мĕн те пулин пулсан эсир ачамсене ан пăрахăр. Мана юратса çитĕнтернĕ пекех вĕсене те ÿстерĕр… Çак сăмахсене çывăрма выртас умĕн çыратăп. Чун çемçелнĕ чух. Ыран хĕвеллĕ çанталăк пулать. Пурăнатпăр-ха, пурăнатпăр…»
* * *
Никăнч хăйне тĕп хулана чĕннине пĕлтерсе нумаях пулмасть ман пата СМС ячĕ. Иккĕленмесĕрех паллă, яваплă пурнăçпа пурăнакан çынсем, халăх пурнăçне куллен çăмăллатма тăрăшакансем пур çĕрте те кирлĕ…
* * *
«Салам, атте. «Питон» çырать. Белгород хулинче госпитальте выртатăп. Пĕр эрне каялла илсе килчĕç. Хул лапаткинчен мина ванчăкне халĕ те кăлараймарĕç-ха. Тĕпчеççĕ. Çак енĕпе лайăх специалист отпускран таврăнасса кĕтеççĕ. Ыран çитет, терĕç. Чăтăмсăррăн пурте ăна кĕтетпĕр.
Кунта кăсăклă шăпаллă çынпа паллашрăм. Юрий Викторович, тесе чĕнеççĕ. Бердянск хулинчен хăй. Санпа пĕр çулта вăл, атте. Ывăлĕ те ашшĕпе пĕрлех пĕр ротăра, штурмовиксем. Ывăлĕ – взвод командирĕ, ашшĕ ывăлĕ çумĕнчех. 2014 çулти ывăлĕ ОМОНта службăра тăнă пулнă. Украинăри влаçа националистсем алла илсен вĕсен батальонне тыткăна илнĕ. Хăйсен енне куçма сĕннĕ. Хăшĕ-пĕри çаплах тунă та. Килĕшменнисене тĕрлĕ мелсемпе асаплантарма тытăннă. Темиçе хутчен те хытă хĕненĕ хыççăн çĕрле вăрмана илсе тухса хăйсене шăтăк чавтарнă. Персе вĕлерме шăтăк умне тăратса малтан приговор вуланă, кайран автоматсенчен пуç çийĕн пенĕ. Каярах каллех хĕненĕ. Çур çул хушши çапла асаплантарнă. Сутăнма килĕшмен ОМОН офицерĕсем мĕнле кана асап тÿсмен-ши!.. Хăшĕ-пĕри чăтаймасăр националистсем майлă çаврăнса ÿкнĕ, асаплантарнине пула вилнисем те пулнă. Юрий Викторовичăн ывăлĕ вара вĕçĕмсĕрех тыткăнран тармалли плансем тунă. Пĕррехинче çавăн пек май пулса тухать. Пĕр пысăк уявра вĕсене сыхлакан нациксем пурте лачкам пуличчен эрех ĕçсе лартаççĕ те тыткăнра ларакансене хĕнес кăмăлпа камерăсене уçса пурне те коридора хăваласа кăлараççĕ. Çав вăхăтрах хăйсем хушшинче хирĕçсе кайса тыткăнри офицерсем пирки мансах каяççĕ. Пăтăрмахпа усă курса ОМОНăн çичĕ-сакăр офицерĕ ÿсĕр надзирательсен автомачĕсемпе пистолечĕсене туртса илеççĕ, хăйсене камерăсене тĕксе кĕртсе хупаççĕ те тыткăнрисене пурне те çак вырăнтан тарма хистеççĕ. Каярах хăш-пĕр таркăнсене хулара тупса каялла хупаççĕ-ха, Юрий Викторович ывăлĕ, çапăçусенчен хăтăлса тухса, тăван кил еннелле çул тытать…
Ашшĕ, Юрий Викторович, ывăлĕ тыткăнра пулнипе хуйхăрса çур çул хушши çывăрман пекех пурăннă иккен. Ывăлĕ асапра пулни асрах тăнă… Тем пек хăтарма тухса кайнă пулĕччĕ, анчах ăçтине пĕлменни хупласа тăнă ăна.
Пĕр ирхине Юрий Викторовичпа Борман ятлă çын телефонпа çыхăннă: «Ывăлу пирĕн патра, санăн вăл аслă лейтенант çеç, çавăнпа 1 млн доллар пуçтарса эпĕ каланă счет çине ярса паратăн та, эпир вара сан ывăлна киле яратпăр. Франклин куçмарĕ тĕк, ывăлу полигонри фермăри сыснасен апачĕ пулать.
Юрий Викторович эрне хушшинче ял-хуçалăхра мĕн сутма пулать, çавна сутнă, çуртне те сутасшăн пулнă, анчах никам та илмен. Банкран укçа кредит илесшĕн пулнă, паман. Мĕнле тăрăшсан та кирлĕ чухлĕ пуçтарайман. Хайхискер ывăлне çăлайманшăн хăйне хăй ÿпкелесе националистсене хирĕç ывăлĕшĕн тавăрма ополченине кайма пуçтарăнать те, палăртнă кун нушаллă ывăлĕ тăван килне персе çитет... Çирĕмрен çеç иртнĕскер шурё çÿçлĕ, типсе хытса кайнă шăм-шаклă, ватă сăнлă пулса тăнă иккен…
Тепĕр уйăхран, ывăлне сăн кĕрсен, иккĕшĕ те националистсемпе çапăçма малтан ополчение каяççĕ, каярах Хÿтĕлĕх министерствипе контракт çыраççĕ. Вăт еплерех шăпаллă çынсем…
Малалла хам пирки калас пулсан аманасси «кăваккисен» тылĕнче задание ăнăçлă пурнăçланă хыççăн каялла таврăннă чух пулса иртрĕ. Хамăрăннисем патне çитсе пыраттăмăр, «кăваккисен» коптерĕ пире асăрхарĕ те, пуçланчĕ вара пирĕн ушкăншăн ахăр самана. Ушкăнра эпир вуннăнччĕ. Мина осколокĕ мана çурăмран бронежилета шăтарса кĕрсе амантрĕ. Тăхлан çумăрĕ кăшт лăплансан хамăрăннисем патне çитсе ÿкрĕмĕр. Пире госпитале ăсатрĕç. Тепрер уйăхран кăлараççĕ пуль. Фронта çитсен çĕнĕ ушкăн йĕркелеме тивет. Пурăнатпăр-ха, атте, ĕçлетпĕр».
* * *
Кĕтÿ хăвалма тухсан пĕр хĕвеллĕ кĕрхи ир Никăнч хăйĕн машини йĕри-тавра тăрăшсах çаврăнкаланине асăрхарăм та, пырса ыйтас терĕм. Иккен, Белгород хулине кайма шут тытнă, ывăлĕ патне.
– Самолетсем вĕçмеççĕ вăл еннелле, поездсем мĕнле çÿренине пĕлме йывăр, çавăнпа хам машинăпах ывăл патне каятăп, тесе пĕлтерчĕ мана.
Ноябрь 2024 |