Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне халалласа Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче "Ялта чи лайăххисем" республика конкурсĕн муниципалитет тапхăрĕнчи тупăшăвĕ иртнĕ. Ăна ялсенче пурăнакан ачасен ăсталăхĕсене палăртас, вĕсен малашлăхне курас, аталантарма пулăшас, аслисен çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртеме вĕрентес, çитĕнекен ăрура экологи культурине çирĕплетес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Вĕрентỹ учрежденийĕсене çỹрекенсем конкурса пурте хастар хутшăннă. Ача-сачĕсен воспитанникĕсем "Манăн пахча", "Манăн килти чĕрчун", "Тăван ен çут çанталăкĕ", "Телейлĕ ачалăх", "Лайăх-çке ялта" номинацисемпе ỹкерчĕксем туса, ташласа тупăшнă.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсенче вĕренекенсем "Çăкăр çитĕнтерекен алăсене мухтав!" поэзипе проза номинацийĕсене хутшăннă. "Лайăх-çке ялта" тема уйрăмшар, ушкăнпа юрлакансене сцена çине кăларнă. "Симĕс экономика" номинаципе социаллă сетьсене ĕçсем тăратнă.
Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе хавхалантарнă. Мала тухнисен ĕçĕсене республикăра пахалĕç.
(Хамăр корр).
Ноябрь 2024 |