Нумай пулмасть çеç Анат Туçари кивĕ масар варринче Афанасийпе Ольга Барановсем канлĕх тупнă вырăнта пурне те аякранах курăнакан хăйне евĕр палăк çĕкленнĕ. Мрамор плита çинче эпир курма хăнăхнă тăванăмăрсен çутă сăнарĕ мар, йăх-несĕлĕн ăру тăсăмне кăтартакан йывăçăн тĕп вуллине тата унăн турачĕсене (сакăр сыпăк таранах), турачĕсенчен йỹпленнĕ сыпăксене асăрхама пулать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи масарсенче ку таранччен темĕнле майпа ăсталанă палăка та курма тивнĕ-ха. Барановсен паянхи ăрăвĕн хастарĕсем ырă шухăш-кăмăлпа мăн-мăн аслашшĕпе асламăшне хисеп туса вырнаçтарнă пекки хальлĕхе тĕл пулман. Чылайăшĕ кивĕ масарта тăванĕсен вил тăпри умĕнче пуç таяс тесен те вырăнне тупаймаççĕ. Вуншар-вуншар çул хушшинче хĕресĕсем çĕрнĕ, çĕрĕ тикĕсленнĕ...
Афанасийпе Ольга Барановсем кун çути парнеленĕ сакăр ачинчен йăха малалла тăсакан 47 мăнук çуралнă. Вĕсенчен те чылайăшĕ ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă. Паян пурăнакан мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе кар тăрса пурнăçланă пархатарлă та сăваплă ĕç пирки "Авангард хаçат редакцине çак йăх-несĕлĕн тăваттăмĕш сыпăкри мăнукĕ, Тури Туçара пурăнакан Ольга Перепелкина (Баранова) акă мĕн пĕлтерчĕ:
- Чăн малтанах çакна палăртса хăварасшăн. Ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме, пĕрин шухăшне тепри ырласа пĕр чĕлхе тупса ĕçе йĕркелеме, çав вăхăтрах тăванлăх туйăмне вăйлатса пыма çăмăл мар. Тавах тăванăмăрсене, асаттен тĕрлĕ сыпăкри мăнукĕсене хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрĕн тымарне манăçа кăлармасăр палăк лартма кар тăнăшăн. Анат Туçари кивĕ масарта вырăн тупнă Барановсен ăру аталанăвне сăнлакан палăк пире, кăрра йăхĕнчи (ялта çапла каланă) тăвансене малашне тата ытларах пĕрле, çывăх пулма пулăшĕ.
Пирĕн мăн асатте - Афанасий Иванович Баранов - Анат Туçара хисеплĕ, ăслă, ăста, ĕçчен çын пулнă. Вĕсем Ольга Трофимовнăпа (Елчĕк районĕнчи Кушкă хĕрĕ) 8 ача уратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă: Роман, Праски, Эрхип, Петя (вăрçăра вилнĕ, 6 ачи çурма тăлăха юлнă), Якку, Симук, Акулина, Арçук. Вĕсем те пурте ашшĕ пекех ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулнă.
Сăмах май каласан, Барановсен йăх-хурăнташĕ хушшинче паянхи кун та алă ăстисем, хăйсен профессине чун-чĕререн парăнса ĕçлекен хисеплĕ çынсем сахал мар. Мăн асаттен 47 мăнукĕнчен хальхи вăхăтра пурăнакан мăнукĕсем, вĕсен ачисем, кĕçĕн мунăкĕсем пурте ырă пуçарăва хапăл туни пире пурне те пĕр чăмăра пĕрлешме, хамăрăн несĕлĕн тымарне тĕплĕнрех пĕлме май пачĕ. Масарта вырнаçтарнă палăк пирĕн ачасемшĕн, мăнуксемшĕн, йăха малалла тăсакансемшĕн те мăнаçлăх пултăр
Альбина Егорова
Ноябрь 2024 |