Çĕр пин юрăпа çĕр пин тĕрĕ çĕршывне кĕрекен Патăрьел муниципалитет округĕ республикăра нумай нациллĕ халăх пĕр çемьери пек туслă пурăннипе çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастарĕсем тăван ял сăн-сăпатне çĕнетессишĕн кар тăнипе те палăрса тăраççĕ. Çавна пулах вырăнсенче халăхпа пĕр чĕлхе тупса пурнăçласа пыракан ĕçсем йышлансах пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе чăваш, вырăс, ирçе çыннисем тымар янă Шăхач территори пайĕнче те ырă улшăнусем сахал мар. Пĕрлехи вăйпа, пуçару бюджечĕпе, республикăри ытти программăпа пурнăçа кĕртнĕ ĕçсемпе территори пайĕн пуçлăхĕ Лилия Владимировна Кутузовапа калаçу пуçартăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл:
- Хальхи вăхăтра ырлăхпа тата пурлăхпа пурăнасси хамăртан ытларах килет темелле. Паян патшалăх шайĕнчи тĕрлĕрен программăна хутшăнни, пуçару бюджечĕпе хастар ĕçлени уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Халăхпа пĕрле пурте ырă, тенĕ ваттисем. Пĕрлехи вăйпа, канашласа, килĕштерсе пурнăçланă ĕç сумлă та. Ун пек чухне чăнласах та чун савăнать. Юлашки виçĕ çулта темĕнле пысăк объектсемех хута яман пирĕн тăрăхра. Кăшт маларах вара пуçару бюджечĕпе Шăхачри Ярославская урама тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ. Çитес çул çак меслетпех Заречная урама çул сарса хăтлăлатасшăн. 2022 çулта Садовый тăкăрлăка, Парниковая урама вак чул сартăмăр.
"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Шăхачра хăтлă ФАП хута кайнă. Паян сиплев учрежденийĕ тулли хăватпа ĕçлет. Ваттисем те, вăй питтисем те, ача амăшĕсем те унта пулăшу ыйтма, сипленме сỹреççĕ.
Сăмах май каласан, Шăхач хастарĕ Федор Ляпкин ФАП умне хăй вăйĕпе ăсталаса вырнаçтарнă "Эпĕ Шăхача юрататăп" арт-объект ял çыннисен пĕрлĕхне, ентешсем пĕр шухăшлă пулнине пĕлтерекен паллă тесшĕн. Кăшт маларах унăн хастарлăхĕпех Шăхачсем кар тăрса яла пырса кĕнĕ çĕре стела та вырнаçтарчĕç. Чăваш тĕррин орнаменчĕллĕ ял хапхи паян аякранах илемлĕн курăнать. Нумай пулмасть вара халăх пĕр шухăшлă пулса çулăн тепĕр енне хĕрес лартрĕ .
Кăçал ял халăхĕн, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕентешĕмĕрсен пуçарулăхĕпе пуçтарнă укçа-тенкĕпе Кĕçĕн Чемен масарне каякан çула вак чул сарса тикĕслерĕмĕр. Халăх вăйĕпех масар çурчĕн тăррине, хапхисене, картисене те çĕнетнĕ. Ун хыççăнах çак яла пăрăнакан çул хĕррине стела вырнаçтартăмăр. Ун çинче те чăваш орнаменчĕн палли, ял хăçан пуçланса кайни пур. Каллех ăна халăх вăйĕпе, вĕсен хастарлăхĕпе пурнăçларăмăр. Унтан юлнă укçапа Кĕçĕн Чемене пырса кĕнĕ лапамра ача-пăча валли выляса савăнмалли кĕтес турăмăр.
Çанталăк хура кĕр енне сулăниччен Кĕçĕн Чеменсем каллех хăйсен вăйĕпе пархатарлă ĕç туса ирттерчĕç. Ял вĕçĕнчи вăрман çывăхне вырнаçнă ĕлĕкхи çăлкуçа тасатса унта бетон пăрăх ятăмăр. Çынсем унти шывпа туллин усă кураççĕ. Пĕрлехи вăйпа кунти тавралăха çитес çул хăтлăх кĕртсе капăрлатасшăн. Николай Лампасов хастар пуссăн виткĕчне те ăсталаса хучĕ.
Темиçе çул каялла Шăхач территори пайĕнче йывăç япаласен комбиначĕ пысăк хăватпа ĕçлетчĕ. Производство цехĕсенче хуçалăхра, кил-тĕрешре усă курма кирлĕ тĕрлĕрен хатĕр ăсталаса кăларатчĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра "Мир" ял хуçалăх кооперативĕ, виçĕ фермер хуçалăхĕ çеç. Юлашки вăхăтра вара хăйсен ĕçне уçакансем (самозанятăйсем)йышланса пыни савăнтарать. Ку таранччен 15 çемье çак çул çине тăнă, патшалăх пулăшăвĕн программипе выльăх-чĕрлĕх, техника туянаççĕ. Ун пек кăмăл-шухăшлисем татах та пур-ха.
Шăхач ялĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ыттисемпе танлаштарсан урамсем çине питĕ вакланса, йỹпленсе пĕтнипе палăрса тăрать. Çакă шăпах инфратытăма кирлĕ пек йĕркелеме, тирпейлеме йывăрлăх кăларса тăратать. Сăмахран, пĕр тăкăрлăкра пĕр çемье, тепринче икĕ е ытларах... Вĕсене пурне те çул кирлех, çын пурăнакан урамсене хăтлăлатмаллах. Çавăнпа малашне те пуçару бюджечĕпе, халăх кар тăнипе хамăр пурăнакан урамсене черетпе тирпейлесе пыма тăрăшасшăн. Ку тĕлĕшпе ял хавалĕ çук мар Шăхачсен. Кирлĕ тата васкавлă ĕçсенче кашниех ялшăн кар тăма тăрăшать. Акă, пушар хăрушсăрлăх тĕллевĕпе пурте пĕрле пуçтарăнса ялти пĕвене тасатрăмăр. Инкек-синкекрен Турă сыхлатăр та, пушара сỹнтерме унтан шыв илеççĕ.
Ялсенчи тирпей-илем, çав вăхăтрах хăтлăх та унта пурăнакан кашни çынран, кунта тĕпленнĕ кашни çемьерен килет. Ку тĕлĕшпе ĕçе йĕркелесе пыракансем чăн малтанах старостăсем. Николай Узюкинпа (Шăхач) Тамара Махоркина (Кĕçĕн Чемен) вырăнти çынсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕрен субботниксене те, ытти обществăлла ĕçсене те пĕрлехи вăйпа пурнăçлама тăрăшатпăр. Акă, 2022 çулта Патăрьел муниципалитет округĕ тирпей-илем енĕпе йĕркеленĕ конкурсра Шăхачри Юрий Александрович Мылов хуçалăхĕ иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçал вара "Чечек уçланки" ятпа йĕркеленĕ конкурсра каллех çак ялти Зинаида Беляевана Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иккĕмĕш вырăн тухнă ятпа саламларĕç. Пирĕн тăрăхра та çакăн пек тирпейлĕ, хăтлă, кăтартуллă хуçалăхсем пулни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Правительстви, Патăрьел муниципалитет округĕ вырăнти территори пайĕсем кирлĕ пек аталанса пыччăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе паянхи кун пурнăçа кĕрсе пыракан программăсемпе проектсем шăпах ялти çынсен пурнăçне çăмăллатас, лайăхлатас тĕллевпе çыхăннă. Çывăх тапхăрти плансем пирĕн те пысăк. Вăхăтĕнче Шăхач ялĕн клубне шал енчен юсаса çĕнетнĕ. Халĕ ăна тул енчен сăн кĕртесшĕн. Ку тĕлĕшпе культурăна аталантармалли патшалăх программине кĕресшĕн. Çулсене, кĕперсене йĕркене кĕртессине, масар территорине тирпейлессине те кашни çулах пурнăçласа пыма тăрăшатпăр.
Кĕскен тата пĕлме
Шăхач территори пайĕикĕ ялтан тăрать: Шăхач (518 çын) тата Кĕçĕн Чемен (145 çын).
Территори пайĕнче мĕн пурĕ 344 хуçалăх, вĕсенчен 118-шĕ хупăннă.
Кунта чăваш, ирçе, вырăс наци халăхĕсем тĕп-леннĕ. Икĕ ялĕпе паянхи кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕр ветеранĕ, çичĕ тыл хастарĕ, нумай ачаллă сакăр çемье пурăнать.
2022 çулта çичĕ çын вилнĕ, пĕр ача çуралнă.
Хальхи вăхăтра хутлăхра ФАП, модельлĕ библиотека, икĕ суту-илỹ магазинĕ, "Мир" ял хуçалăх кооперативĕ, виçĕ фермер хуçалăхĕ ĕçлеççĕ, 15 çемье хăйсен ĕçне уçнă.
Территори пайĕнчи "Умарина" халăх ансамблĕ муниципалитет округĕнче çеç мар, республикăра та пĕрре мар хăйĕн пултарулăхĕпе палăрнă. Унăн ертỹçи - Николай Стефейкин
Ку таранччен Шăхачра пуçару бюджечĕпе Ярославская çула сарнă. 2024 çулта пуçару бюджечĕпех Заречная урама тирпейлеме палăртнă.
ШУХĂШ
Николай Узюкин, Шăхач ял старости:
- Темиçе çул каяллахипе танлаштарсан пирĕн ял та майĕпен сăн-сăпатне улăштарса пырать. Çынсем çурт-йĕрне çĕнетеççĕ, хуçалăхне аталантараççĕ, урамсене тирпей- илем кĕртес тĕлĕшпе те чылай тăрăшаççĕ. Паллах, ялта пурнăçламалли ĕçĕсем те сахал мар. Чăн малтанах кашни касса кĕрсе тухмалли çул тăвас тесе тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен ялта автомашинăпа çỹрекенсем те йышланчĕç. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра çул пушшех пăсăлать. Яла хăтлăлатмалли ĕмĕтсем пур. Ку чухне пуçару бюджечĕн программине кĕрсе çул-йĕр, ача-пăча лапамĕ тăвас, палăка юсас е ытти ĕçе пуçăнас тесен те халăхăн яваплăрах пулмалла. Патăрьел округĕнчи чылай территори пайĕнче çак меслетпе ĕçлесе ялсен сăн-сăпатне улăштарни, паллах, кăмăллă.
Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ
Ноябрь 2024 |