2023 çул Раççейре Педагогпа наставник, Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ ятпа иртсе пырать. Çак икĕ паллă пулăмпа та хăйсен пурнăçне çыхăнтарнă çынсем Юхмапа Патăрьел тăрăхĕнче сахал мар. Вĕсенчен пĕри филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей тата Чăваш Енĕн писательсемпе журналистсен пĕрлĕхĕн пайташĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ çынни Александр Иванович Мефодьев. Унăн пурнăçĕ пĕтĕмпех çамрăк ăрăва вĕрентÿпе воспитани парас ĕçпе çыхăннă.
А.И. Мефодьев 1938 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче Еншик ялĕнче çуралнă. Тăван ялти 7 çул вĕренмелли, Шăнкăртамри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1961-1967 çулсенче аслă пĕлÿ илнĕ, 1972-1975 çулсенче - И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аспирантурăра ăс пухнă.
Унăн ĕçлĕ пурнăçĕ 1956 çулта тăван ялти хуçалăх эртел.нче ахаль колхозник пулса вăй хунинчен пуçланнă. Каярахпа пĕр хушă вăл ял библиотекине ертсе пынă. 1957-1960 çулсенче Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан икĕ çула яхăн Йĕпреç районĕнчи «Коммунизм çĕнтерĕвĕшĕн» хаçат редакцийĕнче тата парти райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. 1962 çулхи сентябрьте вăл тăван района куçса килнĕ те малтан «Авангард» хаçат редакцийĕнче, кайран КПСС райкомĕнче вăй хунă. 1972 çултан пуçласа 13 çул хушши партин Чăваш обкомĕн культура пайĕн инструкторĕ пулса ĕçленĕ. 1985-1992 çулсенче республикăри ачасен «Хатĕр пул» журналăн тĕп редакторĕнче тăрăшнă. 1992 çултанпа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш литература кафедринче вăй хунă, студентсене тăван сăмахлăх (фольклор), чăваш литературин историйĕ дисциплинăсене вĕрентнĕ. Пултаруллă та тÿрĕ кăмăллă ăсчах тăрăшнипе 1998 çулта педуниверситетра чăваш филологи факультечĕ йĕркеленет. Асăннă факультета вăл 2004 çулччен ăнăçлă ертсе пырать. Тăван университетра Александр Иванович 2016 çулчченех вăй хурать. Паянхи кун вăл ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕрентекен кашни шкултах ĕçлет тесен те йăнăш пулас çук.
Çавăн пекех ентешĕмĕр республика тулашĕнчи йăхташăмăрсене чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем хатĕрлесе парас енĕпе те пуçарулăх кăтартнă. 1993 çулта Ӗпхӳре, Стерлитамакра, Пелепейре пулса вăл пединститута Пушкăртстанри пултаруллă ҫамрӑксен пӗр ушкӑнне чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне вĕренме кĕме пулăшнă. Вĕсем паян пурте тенĕ пекех хăйсен тăрăхĕнче чăвашлăх ĕçне туса пыраççĕ.
Çапла вара Александр Мефодьевшăн 2023 çул професси уявĕ те пулса тăрать. Вăл ăс панă вĕрентекенсем паян çамрăк ăрăва пурнăç çулĕ çине кăларма хатĕрлеççĕ.
Чăваш Енре 2023 çула паллă тунă пулăм та уншăн çав тери çывăх. Вăл пултаруллă çыравçă, журналист, ача-пăча журналĕн («Хатĕр пул») тĕп редакторĕ пулнă. Литература ĕçне Александр Иванович 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннă. «Кахал» ятлă пĕрремĕш сăвви 1954 çулта районти «Авангард» хаçатра çапăнса тухнă. Каярахпа унăн сăввисем, очеркĕсем, статйисем республика хаçачĕсенче, журналĕсенче сахал мар пичетленнĕ.
Сăвăсемпе поэмăсем, очерксемпе тĕрленчĕксем çырас ĕçе вăл пурнăç тăршшĕпех туса пынă. Ентеш.м.р теçетке ытла кĕнеке авторĕ. Унăн сăввисемпе поэмисенче тăван ял, çамрăклăх, салтак пурнăçĕ, çут çанталăк, туссем, ачалăх темисем малти вырăнта.
Писатель хăйĕн пултарулăхĕнче ача-пăча темине яланах мала хунă, хурать те. Асăннă темăна «Юхать Пăла» кĕнекере те «Ачасене савса» уйрăм ярăма халалланă. Унта «Палан», «Конькипе», «Пĕрремĕш класса» тата ытти ача-пăча сăввисем вырăн тупнă.
Çамрăк вулакана хисеплени, вĕсен кăмăл-туйăмне пĕлсе, курса тăрасси уншăн «Хатĕр пул» журналта тăрăшнинчен те чылай килнĕ пулĕ. Александр Иванович пуçарнипех пичет кăларăмĕнче çамрăк ăрăва кăсăклантаракан, вĕсен пултарулăхне аталанма, çитĕнекен ăрăва пурнăç çулне суйласа илме пулăшакан «Тăван чĕлхе», «Тавлашу пÿлĕмĕ», «Ырă сĕнÿсен арчи», «Поэзи шкулĕ», «Чун ыратăвĕ», «Ырвалюк», «Сатур Санюк» ярăмсем кун çути курнă. Вăл тăрăшнипех «Тăнăçлăх кĕввисем» ятпа «Хатĕр пул» журналăн пĕрремĕш пĕчĕк кĕнеки пичетленсе тухнă, Трубина Мархви ячĕллĕ литература премийĕ йĕркеленнĕ. Çамрăк вулакансемпе туслă пулнипех унăн творчествăри пултарулăхĕ ÿссех пынă.
Литературăна тĕплĕн пĕлни ăна сăмахлăх ăслăлăхĕнче те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума май панă. Пулас ăслăлăх кандидачĕн пĕрремĕш наука ĕçĕ 1973 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче «Авангард» хаçатра кун çути курнă. Вăл «Пултаруллă ентешĕмĕрĕн пĕр очеркĕ çинчен» ятлă. Унта çамрăк тĕпчевçĕ Митта Ваçлейĕн «Мамăк утравĕ» хайлавне тишкерсе хак панă. Хăй чăннипех те пултаруллă наука ĕçченĕ пулнине Мефодьев паллă чăваш çыравçин Алексей Филиппович Талвир пултарулăхне тĕпчесе çирĕплетсе панă. 1996 çулта «Алексей Талвир пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен» ăслăлăх кĕнеки пичетлесе кăларчĕ. Ăсчахăн чăваш литература критикинчи тĕпĕр паллă ĕçĕ вăл «Чувашская детская литература, истоки, возникновение, формирование» (2008 ç.) монографи. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ монографире чăваш ача-пăча литературин аталану çул-йĕрне тĕплĕн тĕпчесе хак панă. Александр Иванович тытăннă ĕçе тĕплĕн тата вĕçне çити тума пултарнипе паллă. Вăл чăваш ача-пăча литературин аталанăвĕн историне тишкерсе 6 кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Вĕсенчен 4-шĕ монографи, ыттисем вĕрентÿ пособийĕсем. Атăлпа Урал хутлăхĕнче кăна мар, Раççейĕпех вак халăхсен чăвашсенни пек ача-пăча литературине тĕпченĕ тĕплĕ ĕç халĕ те çук. Асăннă кĕнекесем студентсемпе вĕрентекенсен, учительсен сĕтел çинчи кĕнеки пулса тăчĕ.
Александр Мефодьевăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл _ поэт-юрăçă та. Унăн сăввисем тăрăх композиторсем 40 ытла юрă çырнă.
Сантăр Аксар тăлмач пулнипе те паллă. Писатель вырăс, тутар, мăкшă çыравçисен чылай сăвви-калавне, 20 яхăн илемлĕ кинофильм текстне чăвашла куçарнă.
Александр Иванович тĕп ĕçĕпе пĕрлех обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, хутшăнать те. Нумай çул педунивесритетри Ваттисен канашĕн председателĕнче тăрăшнă, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви çумĕнчи ача-пăча литературипе çыхăннă конкурс пайташĕ т. ыт. те. Вăл_ пултаруллă энциклопедист. А. Мефодьев, И. Матросов, С. Карягин тăрăшнипех Патăрьел районĕн энциклопедийĕ икĕ томпа кун çути курчĕ.
Александр Ивановичăн пурнăç çулĕ пархатарлă та сумлă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хума тивнĕ ăсчахăмăрăн. Культура ĕçченĕ те, хаçатçă та, парти тытăмĕн çынни те, вĕрентÿçĕ те, ăслăлăх ĕçченĕ те. Вĕсенчен пĕрне тепринчен уйăрса ĕçлемен вăл. Пур çĕрте те ĕçе юратса, чунтан, тĕплĕн пурнăçланă. Çавăнпах пулĕ ăна пурте хисеплеççĕ, юратаççĕ, сума сăваççĕ, унăн çитĕнĕвĕсемпе мухтанаççĕ, яланах тĕслĕх вырăнне хураççĕ. Ăсчахăмăрăн Тăван çĕршыв, чăваш литературипе ăслăлăхĕнчи çитĕнĕвне пысăка хурса хакланă, тĕрлĕ наградăпа чысланă.
Александр Иванович паянхи кун та тăван педуниверситетра студентсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшать. Ăна тăтăшах тĕлпулăва чĕнеççĕ. Вăл вĕсене хăйĕн пĕлĕвĕпе, пысăк ăсĕпе, анлă тавракурăмĕпе тыткăнлать.
Куратпăр ĕнтĕ, ентешĕмĕр пур çĕрте те малтисенчен пĕри пулнă. Хаçат-журналта-и, вĕрентÿпе ăслăлăхра-и, обществăлла тата патриотла воспитанипе пĕлÿ парас çĕрте те вăл хускатнă пулăм, тунă ĕç яланах ăнса пынă, малтисенчен пĕри пулнă.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ сумлă ăсчаха 85 çулхи юбилей ячĕпе тата вĕрентÿпе ăслăлăхри çитĕнĕвĕсене тĕпе хурса Хисеплĕ профессор ятпа чысларĕ. Сăмах май каласан, Александр Иванович çак ята филологи ăслалахĕсен кандидачĕ степеньлĕ, доцент званиллĕ ăсчахсенчен пĕрремĕш илчĕ. Ку таранччен ăна профессор званиллĕ ученăйсене кăна панă пулнă. Ку пирĕн ентешĕмĕре чăннипех те пысăка хурса хакланине черетлĕ хут çирĕплетекен пулăм.
Вăл паян та алла усса лармасть. Черетлĕ юбилейĕ умĕн хăйĕн çырнисен кăтартмăшне (биобиблиографический указатель) хатĕрлесе пичетлесе кăларчĕ. Унта пичетленнĕ 759 ĕçĕ вырăн тупнă.
Ноябрĕн 28-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Александр Иванович Мефодьев доцент 85 çул тултарнине халалласа «Чăваш ача-пăча литературин кун-çулĕ тата паянхи тăрăмĕ» регионсем хушшинчи ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Унта паянхи чăваш ача-пăча литературин ку чухнехи аталанăвне тĕплĕн пăхса тухрĕç, малашнехи çул-йĕрсене палăртрĕç.
Николай Осипов,
филологи наукисен кандидачĕ,
ЧППУн вырăс тата чăваш филологи-
йĕпе культорологийĕн
кафедрин доценчĕ
Ноябрь 2024 |