Хальхи вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕ ялсен инфратытăмне çĕнетес, çынсене пурăнма, канма, ĕçлеме, сывлăха çирĕплетме кирлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе малтисен шутĕнче тăрать. Çак тĕллевпе федераци, республика шайĕнчи проектсемпе программăсене, пуçару бюджечĕпе чылай усă курать. Халăх хастарлăхĕпе тăван кĕтессем капăрланса пынине те палăртмалла. Вăл шутра пĕр ялтан тăракан Сăкăт территори пайĕ те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Юлашки виçĕ çулта яла аталантарас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем пирки территори пайĕн начальникĕпе Леонид Валерьевич Черновпа калаçрăмăр.
- Леонид Валерьевич, çитес çул сирĕн тăван ял пуçланса кайни 440 çул çитет. Тăватă ĕмĕр ытла çак вырăнта тĕпленнĕ Сăкăт ялĕ паянхи кун аталану çулĕ çинче çирĕп тăраканнисенчен пĕри. Кунта социаллă сфера та, ял хуçалăх производстви те курăмлă ỹсĕм çулĕ çинче. Чăн малтанах çакна пĕтĕмĕшле мĕнле хак панă пулăттăр-ши?
- Ял аталанăвĕн çăлкуçĕ влаçпа халăх пĕрлĕхĕ тесе шутлатăп. Территори пайĕн пуçлăхĕн "лавне" саккăрмĕш çул туртнă май çакна лайăх ăнлантăм. Пирĕн ял хавалĕ те, халăхăн хастарлăхĕпе пултарулăхĕ те пысăк. Çавăнпа хамăр пурăнакан тăван тăрăхра ырă улшăну тума, урамсемпе тăкăрлăксене çĕнетме, тĕрлĕрен программăна явăçса ĕçлеме шанчăк пур тесшĕн. Сăмахăма ял çыннисене тав тунинчен пуçласан та йăнăш пулмĕ. Эпир пĕрлĕхре çеç хамăра вăйлă та, шанчăклă та туятпăр.
- Калаçăва сирĕн ялăн сăн-сăпатне хак пама пулăшакан укăлча хапхинчен пикенесшĕн. Паян Сăкăта икĕ енчен пырса кĕме те кăмăллă. Аслă çул енчен пăрăнсанах капăр стелăна асăрхатăн. Патăрьел енчен яла пырсан Сăкăтсене хăйсен хỹтлĕхне илекен пĕчĕк купол çине хĕрес вырнаçтарнă стела ларать. Пархатарлă ĕçсем пирки кĕскен каласа хăварăр-ха.
- Çапла, вĕсем пирĕн ялăн тĕкĕрĕ темелле. Пĕрремĕшне пуçару бюджечĕпе усă курса çĕнетрĕмĕр. Укçа-тенкĕн 60 проценчĕ республика бюджетĕнчен, 40-шĕ халăхран. Çакна та палăртса хăвармалла. Пархатарлă ĕçе пурнăçлама хамăрăн ентешĕмĕр, Оренбург облаçĕнче пурăнакан ял меценачĕ, Сăкăт ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Иванович Тинюков 100 пин тенкĕ куçарса парса пулăшрĕ. Тепĕр енчи ял вĕçне вырнаçтарнă стелăна Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Казачков хастарлăхĕпе, халăх пулăшăвĕпе вырнаçтартăмăр. Çапла вара паян пирĕн яла икĕ енчен пырса кĕме те кăмăллă. Укăлча хапхисем иккĕшĕ те илĕртỹллĕ, çулĕсене асфальтпа çыхăнтарнă.
- Патăрьел муниципалитет округне 2020-2025 çулсенче комплекслă аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн сирĕн территори пайĕнче тĕрлĕрен программăпа пурнăçланă ĕçсем сахал мар. Вĕсем пирки уйрăммăн палăртса хăварăр-ха.
- Хальхи вăхăтра патшалăх паракан пулăшупа вырăнти территори пайĕсем туллин усă курма тăрăшаççĕ. Юлашки виçĕ çулта çеç пирĕн ялта та ку тĕлĕшпе яла хăтлăлатас, канма, сывлăха çирĕплетме кирлĕ услови туса парас тĕлĕшпе çĕнĕ объектсем çине-çинех хута кайрĕç. Акă, 2020 çулта яла хула хăтлăхĕ кĕртмелли федераци программипе "Туслăх" кану скверне уçрăмăр. Сăкăтри виçĕ хутлă хăтлă вăтам шкул çуртне хирĕç вырнаçнă çак лапам çамрăксемшĕн те, аслисемшĕн те кану вырăнĕ пулса тăчĕ. Кунти пĕчĕк кỹлĕ çыранĕсене кăвак чулпа çирĕплетнĕ, беседка вырнаçтарнă, канса лармалли саксем, тренажер кĕтесĕ, хăтлă тротуар пур. Каярахпа хамăр вăйпа кунта çутă та илсе çитертĕмĕр.
Тепĕр çулхинех ял варринче вырнаçнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă мемориал комплексне федераци программипе çĕнетрĕмĕр. Ун хыççăн хамăр вăйпа палăк территоринчи тимĕр картине те улăштартăмăр. Малашне майне-шывне тупсан карта умне те брусчатка сарасшăн.
- Леонид Валерьевич, виçĕ çул каялла сирĕн ялти çамрăксемшĕн тепĕр пархатарлă ĕç пурнăçа кĕчĕ. Шăп та лăп Раççей хоккеисчĕсен кунĕнче, декабрĕн 22-мĕшĕнче Тимченкосен Ыр кăмăллăх фончĕн "Ырă пăр" программипе Сăкăтра хăтлă хоккей коробкине уçрĕç. Ачасемпе çамрăксемшĕн вăл паян мĕнле пĕлтерĕшлĕ?
- Хальхи вăхăтра ял инфратытăмĕн пĕр пайĕ шăпах çак хоккей площадки тесшĕн. Пирĕн ял çамрăкĕсем яланах хоккейла ăста выляссипе палăрнă. Çĕнĕ коробка пысăк парне пулчĕ. Кунта хĕлĕпех тĕрлĕ шайри ăмăрту иртет. Сăмах май каласан, пирĕн ялта çеç "Чайка", "Барс", çавăн пекех ветерансемпе шкул ачисен уйрăм хоккей командисем пур. Эпĕ хам та ветерансен командин чысне хỹтĕлетĕп. Çулсеренех Николай Елкин, Алексей Казачков ентешсен ячĕпе, ял пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн турнирсем йĕркелетпĕр.
- Спортпа сывлăх паянхи кун юнашар тăраççĕ. Патшалăх программипе çĕкленнĕ çĕнĕ врач амбулаторийĕ Сăкăт ял çыннисен сывлăхне çирĕплетес, ĕмĕрне вăрăмлатас, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе хута янă сиплев учрежденийĕ...
- Тĕрĕсех. Хальхи вăхăтра патшалăх, республика правительстви сывлăх сыхлавне малтан мала аталантарас, çынсене сипленме, васкавлă пулăшу пама мĕн пур услови туса парас тĕллевпе чылай тăрăшать. Сăкăт территори пайĕнче 2022 çулта "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн "Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине модернизацилесси" регионти программипе килĕшỹллĕн хута кайнă врач амбулаторийĕ паян тулли хăватпа ĕçлет. Кунта мĕн пур услови çителĕклĕ. Ял çыннисем, ватăсем, ача амăшĕсем сиплев учрежденийĕпе пурте кăмăллă. Наталия Красникова врач кăмăллă йышăнать.
Сăмах май каласан, врач амбулаторине уçиччен кунта çитекен 270 метр çула та асфальтпа çыхăнтартăмăр.
- Территори пайĕнче патшалăх алă тăсса паракан программăпа усă курса çурт-йĕрлĕ пулнă нумай ачаллă çемьесем те пур. Паян вĕсем пурте хăтлă çуртсенче пурăнаççĕ...
- Ялти кашни çемье вырăнти влаç тимлĕхĕнче. Çапла, юлашки çулсенче çеç нумай ачаллă виçĕ çемье - Назаровсем, Чунчурскисем, Сулагаевсем - патшалăх пулăшăвĕпе лартса панă çуртсене пурăнма куçрĕç.
- Территори пайĕ пĕр ялтан çеç тăрать пулин те урамĕсем сахал мар. Ял хутлăхĕ йышпа та пысăк. Тирпей-илем тытса тăрас тĕллевпе пурнăçланса пыракан ĕçсем пирки те кĕскен паллаштарăр-ха.
- Сăкăт - тĕп чăваш ялĕ. Паян кунта 661 хуçалăх, 23 урам шутланать, 2009 çын пурăнать. Пĕтĕмĕшле илсен, Южный тата Дачный (1-3 хуçалăх çеç вĕсенче) тăкăрлăксемсĕр пуçне кашни кассах кĕрсе-тухмалли çул тунă. Çапах та вĕсене пăхса, çĕнетсе тăма тивет. Иртнĕ çул хамăр вăйпа Зосим Иванов тата Чапаев урамĕсене вак чул сартăмăр, Кăçал Октябрьски, Ленин урамĕсенчи çулсенчи шăтăк-путăксене тикĕслерĕмĕр. Çитес çул вара пуçару бюджечĕпе Октябрьск урамне (970 метр) асфальт çул сарма планлатпăр. Çак ыйтăва пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе патшалăх программине хутшăнма халăх хастарлăхĕ пысăк кирлĕ пулать. Чылай чухнехи пекех тăкакăн пĕр пайне "Красное Знамя" коллективлă ял хуçалăх предприятийĕ (ертỹçи Петр Никифоров) хăй çине илме шантарчĕ. Ялăн ытти хастарĕсем те çак ыйтăва пурнăçа кĕртме кар тăрĕç.
Ял масарне, унта каякан çула, çуртне, картисене пăхса тăрасси те территори пайĕн халăхпа пĕрле пурнăçламалли тивĕçĕ. Сăваплă вырăна яланах тирпейлĕ тытма тăрăшатпăр.
Альбина ЕГОРОВА калаçнă
Пĕлме тата кĕскен
o Пĕр ялтан тăракан Сăкăт территори пайне (тĕрлĕ çулта тĕрлĕ ятлă пулнă) 1927 çултанпа 30 пуçлăх ертсе пынă. 2015 çултанпа çак çăмăл мар "лава" Леонид Чернов туртать.
o 2021 çулта Сăкăт территори пайĕ Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх муниципаллă практика" конкурсăн регионти тапхăрĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă.
o Сăкăт территори пайĕн хисеплĕ гражданĕсем - Петр Мишин, Николай Глухов, Александр Казачков, Владимир Тинюков.
o Территори пайĕнче паянхи кун çакăн пек организаци-учреждени пур: "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕ, "Весна" пĕрлĕх, "Лаврентьева М. А." фермер хуçалăхĕ, Сăкăтри вăтам шкул, "Родник" ача сачĕ, врач амбулаторийĕ, культура çурчĕ, ял библиотеки, Христос çуралнă ячĕллĕ чиркỹ, ветеринари участокĕ, Перекет банкĕн операци касси, Почта çыхăну уйрăмĕ, "Мирун кỹлли" кану вырăнĕ.
o Уйрăм çынсен тăватă суту-илỹ лавкки ĕçлет.
o Паянхи кун вăтăра яхăн çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курса харпăр хăй ĕçне уçнă, выльăх-чĕрлĕх туяннă.
o Халăх хорĕн тата ачасен халăх пукане театрĕн хисепĕ те пысăк.
Сăкăтсем иртнине манмаççĕ, çĕннине алла илсе пыраççĕ
"Пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕрĕн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Ен çыннисен ырлăх-пурлăхне тата пурнăç шайĕпе пахалăхне лайăхлатасси",- çапла палăртать Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Ку тĕлĕшпе Сăкăт территори пайĕ яла хăтлăлатас, халăх шухăш-кăмăлне шута илсе унăн пурнăç шайне ỹстерес, патшалăх программисемпе усă курса çамрăксене аталанма, ял халăхĕн сывлăхне çирĕплетме, канма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе сахал мар ĕçлесе пырать. Ялта социаллă культура учрежденийĕсем çеç мар, ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем ăнăçлă вăй илсе пыни те ял халăхĕшĕн пысăк пулăшу. Чăн малтанах çынсем валли ĕç вырăнĕ, тивĕçлĕ те шанчăклă шалу, çурт-йĕре хăтлăлатма майĕ-шывĕ пур. Ялта, çавăн пекех муниципалитет округĕнче те "Красное Знамя" кооператив тулли хăватпа аталанса пырать. Хисеплĕ Петр Никифоров ертсе пыракан хуçалăх выльăх-чĕрлĕх, уй-хир отраслĕсенче те çулсеренех пысăк кăтартупа савăнтарать. Петр Николаевич хăйĕн ырă кăмăлĕпе ял пуласлăхĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн чылай тăрăшнине те палăртса хăвармалла. Ку тĕлĕшпе М.Лаврентьева фермер хуçалăхĕ те тăтăшах алă тăсса пулăшать.
Ял çыннисем çулсеренех хăйсен çурт-йĕрне çĕнетеççĕ, хăтлăлатаççĕ. Çакă, паллах, савăнтарать. Сăкăтсем яланах ыррине ăша хывса, çĕннине алла илсе пыма тăрăшаççĕ.
Анатолий КАЗАЧКОВ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ
Ноябрь 2024 |