Юхмапа Пăла тăрăхĕ хисеплĕ те мухтавлă ывăл-хĕрĕпе пуян. Вăл шутра литература каçалăкĕнче тарăн йĕр хăварнă, ячĕпе сумĕ халăх хушшинче паянхи кун та чыслă упранакан поэт-писатель те сахал мар. Вĕсенчен пĕри - чăваш поэзийĕн классикĕ, тăван халăхăн мухтавлă ывăлĕ, Аслă Арапуçпе Патăрьел муниципалитет округĕн мăнаçлăхĕ Митта Ваçлейĕ.
Митта Ваçлей фончĕн ертỹçи, журналист, СССР журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ Илья Иванов хастарлăхĕпе тата пуçарулăхĕпе çулсеренех ентеш-поэтăмăра хисеп те чыс туса творчество ушкăнĕпе вăл çуралса ỹснĕ тăрăха килеççĕ, тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Кăçалхи ĕçлĕ çул çỹреве поэтăмăр çурални 115 çул тата Митта Ваçлейĕн премине йĕркелесе яни 40 çул çитнине халалланă. Яланхи пекех творчество ушкăнĕнче литература каçалăкĕнче, ỹнер ĕçĕнче, искусствăра хăйсен вырăнне тупнă, çав вăхăтрах пирĕн Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕпе кăсăкланакан хастарсем: Чăваш Республикин писателĕсен пайташĕн, ЧР Журналистсен союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ Лидия Ковалюк, Иван Яковлев, Митта Ваçлейĕн премийĕсен лауреачĕ, скульптор, 2021 çулта чăвашсен "Ă" саспаллине халалласа Чĕмпĕрте лартнă палăкăн авторĕ Виктор Егоров, Тутар Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлей, Алексей Талвир, Сажида Сулейманова премийĕсен лауреачĕ Евгений Турхан, Тутар Республикинчи чăваш наципе культура автономийĕн канашĕн председателĕн çумĕ Константин Малышев, Чăваш Республикин ỹнерçисен ушкăнĕн пайташĕ Виктор Артемьев, Николай Енилин халăх ỹнерçи, федерацин çурçĕр хĕвелтухăç университечĕн доценчĕ, этнограф, тюрколог, Махмуд Кашгарский ячĕллĕ преми лауреачĕ Якутинче пурăнакан Тагы Нуралджый тата ыттисем те.
Хăнасем чăн малтанах администрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Анисия Воробьевăпа тĕл пулчĕç. Анисия Алексеевна чăваш поэзийĕн классикне, пирĕн ентешĕмĕре çулсеренех вăл çуралнă пĕчĕк çĕршывне килсе хисеп тунăшăн, унăн пултарулăхĕпе кăсăкланнăшăн, поэтăмăра халалласа çуралнă çĕнĕ сăвăсемпе ỹкерчĕк- семшĕн, чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса пынăшăн чун-чĕререн тав турĕ.
Ырă йăла-йĕркене малалла тăсса творчество ушкăнĕ "Авангард" хаçат редакцийĕн çурчĕ çине Митта Ваçлейне асра тытса вырнаçтарнă асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕ, унăн пархатарлă ĕçĕсемшĕн пуç тайрĕ.
- Паянхи кун Юхмапа Пăла тăрăхĕ Митта Ваçлейĕн сывлăшĕпе сывлать тесен те йăнăш пулмĕ. Ăна асран кăлармасăр, унăн пархатарлă та сумлă ĕçĕсене вырăна хурса çулсеренех пирĕн тăрăхра тĕрлĕ мероприяти иртет. Паянхи программа та анлă, тĕрлĕ енлĕ. Эпир хамăрăн ĕçтешĕмĕрпе, тăван хаçатăмăр никĕслевçипе чун-чĕререн мăнаçланатпăр. Сăмах май каласан, пирĕн хаçатăмăр та Митта Ваçлейĕн тата Николай Бичурин премийĕсен лауреачĕ шутланать,- терĕ кĕскен хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов хăнасене ырă ĕçшĕн тав туса.
Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче те Митта Ваçлейĕн пурнăçĕпе, унăн пултарулăхĕпе çыхăннă ĕçсем сахал мар упранаççĕ. Унăн директорĕ Валентина Маллина вĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Шкул ачисем çеç мар, аякран килнĕ хăнасем те Митта Ваçлейĕн творчествипе кăсăкланнине каларĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕнче ытти отрасльпе пĕрлех культура сферине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. "Культура" наци проекчĕпе чылай "культура вучахĕсем", вулавăшсем çĕнелчĕç, хăтлăланчĕç. Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова модельлĕ библиотекăри ку чухнехи çĕнĕ улшăнусемпе, вулавăшăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Юлашки çулсенче Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче вĕренекенсен творчество ăсталăхĕ, пултарулăхĕ ỹссе пыни уйрăмах сисĕнет. Вĕсем тĕрлĕ шайри конкурсра çĕнтереççĕ, куравсем йĕркелеççĕ тата ытти те. Çак кунхине те Митта Ваçлейĕн çĕршывне хапăл тунă ушкăн Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, паллă ỹнерçĕн, искусство шкулĕн преподавателĕн Мидхать Шакировăн асамлă та чуна тыткăнлакан сăн ỹкерчĕкĕсен куравĕпе кăмăлтан паллашрĕ. Шкул директорĕ Алина Антонова творчество коллективĕ çĕнĕ çитĕнỹсемпе хавхаланса ĕçленине палăртрĕ. Çак вăхăтрах пирĕн пата хапăл тунă творчество ушкăнĕнчи сăрă ăстисен ĕçĕсемпе те паллашма май пулчĕ. Митта сăнарĕ хавхалантарнă ỹнерçĕсен ĕçĕсем куравра ытларах пулчĕç.
Ноябрь 2024 |