Çыннăн ỹт температури ỹсни организма вирус лекнине палăртать. Хавшаклăх, сыпăсем сурни, пуç ыратни сисĕнет. Иммун системи унпа кĕрешме пуçлать. Çакă хăрушлăх кăларса тăратмасть. Хыпăнса та ỹкме кирлĕ мар. Ỹт температури 38,5 градусран иртсен çеç сипленме пуçламалла. Вируса хирĕç кĕрешекен, ỹт температурине чакаракан эмелсемпе усă курмалла, çăвара, пыра чỹхемелле, сăмсана ямалла, витаминлă ăшă шыв ĕçмелле, килте пулма тăрăшмалла. 3-5 кунран хăвăра лайăх туйма пуçлатăр та.
Енчен те 3 çул тултарман ачасен температури хăвăр сипленĕ хыççăн та чакмасть пулсан васкавлă пулăшу чĕнмелле. Аслăраххисемпе те çавах. Вĕсем мĕнле сывланине сăнамалла. Пуçĕ ыратнипе интересленмелле. Ăшпа аптрамасть-и? Шĕвĕ тухмасть-и? Çутта хирĕçлени, кăмăлĕ пăтранни, çывăрас килни, шыв сахал ĕçни, йĕни, хевтесĕрлĕх чир иртменнине палăртаççĕ те.
Ыттисен ỹт температури виçĕ кун 40 градус е ытларах тăрсан васкавлă пулăшăва чĕнмеллех. Чирлĕ çынна шăнтать, сывлама кансĕр, тăнĕ çухалма пултарать, кăмăлĕ пăтранать, пуçĕ ыратать. Йывăр çын хĕрарăмсен, 60 çултан иртнисен, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен чирĕсем пуррисен ỹт температури ỹснине вăраха ямалла мар.
Çанталăк улшăнса тăни те çын организмне хавшатма пултарать. Ăшă тумланса çỹреме тăрăшмалла. Çынсем йышлă çĕре сайрарах тухмалла. Апатра витаминсем çителĕклĕ пулмалла. Сывлăха упрар.
Фирия ХАФИЗОВА, тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ
Ноябрь 2024 |