Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2024, 17:07 Просмотров: 235

Патăрьел муниципалитет округĕнчи Туçа территори пайĕ ыттисенчен чăн малтанах йышĕпе, кунта тĕрлĕ наци халăхĕ пурăннипе уйрăлса тăрать. Хальхи вăхăтра çак хутлăха кĕрекен сакăр ялта 3001 çын пурăнать. Интернационалла туслă "çемьере" чăваш, тутар, вырăс, украина наци çыннисем пурнăçри ырă улшăнусемшăн кар тăрса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Ваттисем пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă, теççĕ. Халăхпа пĕрле тăрăшсан пысăккин те тĕшши техĕмлĕ. Ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса пурнăçланă ĕç вара ырă та, пархатарлă та, хисеплĕ те, асра та юлать. Çак кунсенче çеç Туçа территори пайĕн начальникне çирĕплетнĕ (муниципалитет органĕнче 20 çула яхăнах ĕçлет) Алена Николаевна Мальцевăпа пуçарнă калаçура та вырăнта патшалăх программисемпе, халăх пуçарулăхĕпе усă курса ялсене хăтлăлатас, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, хушма ĕç вырăнĕсем уçас тата ытти тĕллевпе тăрăшни сисĕнчĕ.

- Алена Николаевна, Юхмапа Пăла тăрăхĕн истори страницине вăхăтĕнче ырă енĕпе çырăнса юлнă "Гвардеец" колхозăн çирĕп чăмăрĕнче пулнă ялсен аталанăвĕ, çак тĕллевпе патшалăх алă тăсса пулăшакан программăсене пурнăçа кĕртес, халăх хастарлăхĕпе пулса пыракан ырă улшăнусем пирки кĕскен паллаштарăр-ха?

- Туçа территори пайĕчăн малтанах туслă халăхпа пуян. Вăл паян пирĕншĕн тĕп вăй. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ халăх сурсан кỹлĕ пулать, тесе. Хальхи вăхăтра ялсенче пурнăçламалли çивĕч ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшатпăр. Акă, иртнĕ çул "Культура" наци проекчĕн программипе Козловка-Пăлакассинчи клуба çĕнетрĕмĕр. Ял халăхĕ Çĕнĕ çула капăр культура çуртĕнче кĕтсе илчĕ. Кивĕ Ахпỹртри модельлĕ культура учрежденийĕнче те тулли хăватпа ĕçлеме услови çителĕклĕ.

Культура çурчĕн ыйтăвне пуçарнă май, ку тĕлĕшпе умра тăракан тĕллевсене те палăртса хăварасшăн. Ял халăхне пуçтарăнма, мероприятисем, пухусем ирттерме те чăн малтанах клуб кирлĕ. Анат Туçара çак ыйтăва татса памах тивет. Ку тĕлĕшпе муниципалитет округĕн администрацийĕ хирĕç мар. Вăтаелĕнче ял халăхĕ хăйĕн хастарлăхĕпе кар тăрса туса лартнă клуба хута ярас тесен шалти ĕçсене кирлĕ пек пурнăçламалла. Туçасем те унччен колхоз правленийĕ пулнă çуртра çеç "киле" кĕнĕ-ха...

Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Культура" наци проекчĕн пĕлтерĕшĕ пирки çирĕп калать, пирĕн вăй-хăват нумай енлĕ культурăра, йăла-йĕркесенче пулнине палăртать. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республики, Патăрьел муниципалитет округĕ те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Çулсеренех çĕнĕ клубсем çĕкленеççĕ, киввисене юсаççĕ. Çавăнпа эпир те шанăçа çухатмастпăр.

Сăмах май каласан, юлашки çулсенче çеç Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул Чăваш Республикин "Вĕрентĕве аталантармалли" программăпа тĕпрен çĕнелчĕ. Вăл паян хуларинчен те кая мар! "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пуçламăш звенора медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕллевпе Вăтаелĕнче тата Кивĕ Ахпỹртре çĕнĕ ФАПсем уçăлчĕç. 2024 çулта Туçара та çĕнĕ сиплев учрежденийĕпулмалла.

 - Чăваш Республикинче 2017 çултанпа халăх пуçарăвĕн программипе анлă усă кураççĕ. Пуçарăва пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе сирĕн хутлăхри ялсенче мĕнле ĕçлесе пыраççĕ? Ку тĕлĕшпе халăхăн, уйрăм çынсен хастарлăхне мĕнле хак паратăр?

- Хамăр пурăнакан тавралăха, обществăлла вырăна хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе вăя кĕнĕ çак программа паянхи кун ялсенче çав тери кирлĕ те, пĕлтерĕшлĕ те тесе шутлатăп. Туçара пĕрремĕш хут çак программăпа спортзал уçăлчĕ. Хальхи вăхăтра унпа çамрăксем те, аслисем те туллин усă кураççĕ. Кунта волейболла, сĕтел çинчи теннисла, шашка-шахматла выляссипе тăтăшах ăмăртусем иртеççĕ. Иртнĕ çул Кĕçĕн Шăнкăртамра та халăхсен пуçарулăхĕпех спорт площадкине хăтлăлатрăмăр. Кăшт маларах Туçара ача-пăча лапамне уçрăмăр. Кунтах спортпа, физкультурăпа туслисем валли тренажер кĕтесĕ те пур.

 - Алена Николаевна, ялсенче масар, палăк, часовня сăваплă вырăнсем шутланаççĕ. Вĕсене кирлĕ пек пăхса тăрасси, çĕнетесси - паян пурăнакансен тивĕçĕ...

- Масарсене илес пулсан вĕсене кашни ялтах çынсем пĕрлехи вăйпа тирпейлĕ тытса тăма тăрăшаççĕ, субботниксем ирттереççĕ, чечексем лартаççĕ... Туçари масар пỹртне шăпах пуçару бюджечĕпе, ял халăхĕ кар тăнипе туса лартрĕç. Кивĕ Ахпỹртри масар патне каякан çула, ял вĕçĕнчи çĕнĕ часовньăна та пĕрлехи вăйпа турĕç. Анат Туçари масара кĕриччен те кашни çын чун канлĕхĕшĕн хăтлă часовньăра çурта çутма та, канса ларма та пулать. Ял çыннисем пĕр шухăшлă пулса çак сăваплă ĕçе хутшăнни те савăнтарать. Кунти çуллахи тирпейлĕхе пĕтĕмпех Надежда Кузнецова чун хавхаланăвĕпе пурнăçласа тăрать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Туçари палăк-монумента уçни çур ĕмĕр ĕнтĕ. Кăçалхи граждансен пухăвĕнче палăк-монумента 2025 çулта, Аслă Çĕнтерĕве 80 çул тултарнă тĕле пуçару бюджечĕн программипех хăтлăлатма калаçрăмăр. Тутар Тимешĕнче уйрăм хастарсен, ял çыннисен тăрăшулăхĕпе вăрçă паттăрĕсене чыс туса лартнă палăк вара чăнласах та сăваплă вырăнсенчен пĕри.

- Алена Николаевна, вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - çулсене çĕнетесси, урамсене хăтлăлатасси, вĕсене тирпейлĕ тытасси. Çул - пуриншĕн те ял тăкĕрĕ пулмалла. Территори пайĕ çак ыйтупа мĕнлерех ĕçлесе пынипе те паллаштарăр-ха...

 - Йышлă яллă территори пайĕнче урамĕ те, çулĕ те сахал мар. Пирĕн баланс çинче 33,4 километр çул. Тĕрлĕ программăпа Кивĕ Ахпỹртри Восточный, Туçари Чкалов урамĕн пĕр пайне юсанă. Халăх пуçарулăхĕпе Анат Туçари Чебоксарский тăкăрлăка тирпейленĕ. Пĕлтĕр муниципалитет округĕн пулăшăвĕпе Анат Туçаран Тутар Тимешне каçакан 2,4 çухрăм çула асфальт сарнă. Малашлăхра Туçаран Вăтаелне каçакан çула та тирпейлесшĕн.

Сăмах май каласан, иртнĕ çул Туçари Молодежная урам муниципалитет округĕ урамсене, ялсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртес енĕпе йĕркеленĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса республикăри конкурса хутшăнчĕ, унта та çĕнтерчĕ. Ăмăртура тивĕçнĕ укçа-тенкĕ-пе урама малашне хăтлăлатма усă куратпăр. Çак касса та 2022 çулта пуçару бюджечĕн программипе вак чул сарса тикĕсленĕ.

- Туçа тăрăхĕ сухан-севок туса илес тĕлĕшпе çеç мар, юлашки çулсенче çĕнĕ цехсем хута ярас, хушма ĕç вырăнĕсем уçас тĕлĕшпе те палăрчĕ.

 - Çапла, Анат Туçари "Агро-лук" пĕрлешỹре республикăра пуçласа çĕр улминчен чипс кăларакан цех ăнăçлă ĕçлесе кайрĕ. Унта паян çак ялтан та, тавраран та ĕçлеме çỹреççĕ. Унсăр пуçне Тутар Тимешĕнчи Салиховсен фермер хуçалăхĕ хăйсен ял малашлăхĕшĕн тăрăшнине те палăртса хăварасшăн. Иртнĕ çул вĕсем те лаша, мăйракаллă шултра выльăх усрамалли витесем, производство цехĕ уçрĕç. Усă курман çĕрсене ĕçе кĕртрĕç. Ялтан тухса кайнă ентешĕмĕрсем тăван тăрăх малашлăхĕшĕн кар тăни савăнтарать. Кăçал, акă, Чăваш Енри Экологи çулталăкĕнче çак ялти плотинана, Пăла çыранĕсене тỹрлетсе çирĕплетме палăртнă. Документсем экспертиза тухнă.

- Тавах сире калаçушăн. Çăмăл мар ĕçре халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме, тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Надежда ЯКОВЛЕВА, Вăтаел ял старости:

- Юлашки çулсенче пирĕн территори пайĕнчи ял старостисем вырăнти власть йĕркелекен кашни мероприятиех хутшăнаççĕ. Çапла кирлĕ те. Пирĕн Вăтаел халăхĕ те ял малашлăхĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн чунтан тăрăшать. Акă, халăх кар тăнипе ялта никĕсĕнчен пуçласах çĕнĕ клуб çĕклерĕмĕр. Ялта культура вучахĕ кирлех. Халăх ăнланулăхĕ ку чухне кирек мĕнле ĕçре те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх - пысăк вăй, шанчăк. Хамăр умма лартнă тĕллевсене пурнăçланă хыççăн пирĕн яла та асфальт çулпа çыхăнтарасса шанатпăр.

Пĕлме тата кĕскен

 o Туçа территори пайĕнчи сакăр ялта 1316 хушма хуçалăх. Вĕсенче мăйракаллă шултра выльăх 672 пуç, вăл шутра 314 ĕне. Ялсенче 3001 çын пурăнать.

 o Пĕлтĕр 8 ача çуралнă, 53 çын вилнĕ. Кивĕ Ахпỹртре, Козловкăра, Тутар Тимешпе Кĕçĕн Шăнкăртамра пĕр ача та çуралман.

o Территори пайĕнче 3 шкул, 3 ача сачĕ ĕçлет. Çак хутлăхрах агропромышленность ыйтăвĕпе ĕçлекен "Звезда" кооператив, "Тойсинкая" çĕр ĕç фирми, "Урожай" пĕрлешỹ пур. Унсăр пуçне фермер хуçалăхĕсем, предпринимательсем те чылай.

o Кивĕ Ахпỹртпе Вăтаелĕнче "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе ФАПсем уçнă.

o Юлашки çулсенче халăх пуçарăвĕн бюджечĕпе Туçара ача-пăча лапамĕ, Тутар Тимешĕнче спорт площадки уçнă, Туçара масар çуртне тунă, Молодежная урама вак чул сарнă, Кивĕ Ахпỹртри масара каякан çула тирпейленĕ тата ытти те.

 o 2023 çулта Кивĕ Ахпỹртсем хăйсен вăйĕпе ял вĕçĕнче пысăк часовня уçнă, унăн территорине хăтлăх кỹнĕ.

o 2023 çулта Тутар Тимешне кĕрекен аслă çула 2,4 çухрăм асфальт сарнă

 o Территори пайĕнче халăх вăйĕпе пушар деповне тытса тăраççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика