Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:
- Çын тата унăн сывлăхĕ сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче тĕп вырăн йышăнмалла. Сывлăх сыхлавĕн тĕп тĕллевĕ - этем кун-çулне тăсасси, унăн сывлăхне çирĕплетесси. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне сиплев ĕçĕ-хĕлĕн тата тухтăр çырса панă эмелсен шучĕ палăртмасть. Тĕп кăтарту - сывă çын. Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне палăртмаллах çирĕплетме пултартăмăр. Çĕнĕ поликлиникăсемпе больницăсем хута янă, сиплев учрежденийĕсене оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Пĕчĕк хуласенче тата ялсенче фельдшер-акушер пункчĕсем тата тухтăр амбулаторийĕсем уçăлаççĕ. Çакă, паллах, шыçă чирĕсене пула вилекенсен шутне чакарма май парать. Ку енĕпе çапах та тата çине тăрса ĕçлемелле. Çавăн пекех чĕре, вирус чирĕсемпе кĕрешессине вăйлатмалла, гепатитпа аптăракансен йышне чакармалла.
Районти тĕп больницăра иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе кăçала валли тĕллевсем палăртрĕç. Мероприятие Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăнчĕç. Пĕтĕмлетĕве район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков турĕ.
Тĕп сыватмăш округри 31610 çыннăн (çав шутра 6264 ача) сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Кунсăр пуçне Шăмăршă (11497), Елчĕк (15032), Комсомольски (20626) муниципалитет округĕсенчи пациентсен сывлăхĕшĕн те яваплă.
Юхмапа Пăлаçи тăрăхĕнче пурăнакансем пуçламăш медицина пулăшăвне 14 врач амбулаторийĕнче тата 32 фельдшерпа акушер пунктĕнче илсе тăраççĕ. Поликлиника сменăра 930 çын таранччен йышăнма пултарать.
Стационарта сипленме 90 вырăн пур. Вĕсенчен 40-шĕнче талăкĕпех выртса сипленеççĕ. 37 - кăнтăрлахи вăхăтра тухтăрсен пулăшăвне илет.
Чире пула тухтăр патне пĕлтĕр 190229 пациент йышăнăва пынă. Профилактика енĕпе 169758 çын канаш илнĕ.
Пепкесем пурнăçран уйрăласси пулман. Пĕтĕмĕшле илсен вилекенсен йышĕ вара 2022 çултан пысăкрах. Коронавирус чирĕ те йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Сывлав органĕпе, юн çаврăнăшĕ ỹснипе, нерв системи хавшанипе чирлекенсем, çул-йĕр çинчи аварие пула, эрех-сăрапа наркăмăшланса вилекенсем те пулчĕç.
Тухтăрсем ачасен сывлăх сыхлавне тытса пырассине "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн туса пыма тăрăшаççĕ. 5912 ача сывлăхне тĕрĕсленĕ.
Иртнĕ çул 10084 çын (планпа палăртнин 100, 4 проценчĕ чухлĕ) диспансеризаци, 2103 çын медицина профилактики тухнă. 653 пациентра чир тупса палăртнă. Ун хыççăн 431 çынна юн çаврăнăшĕпе, 117 пациента сахăр диабечĕпе, 61 çынна вар-хырăм чирĕпе, 28 çынна сывлав органĕсен, 19-шне усал шыçă чирĕнчен сиплеме пуçланă.
Пациентсен шкулĕ ĕçлет. Унта 163 çын вĕренỹре пулнă.
Медицина ĕçченĕсене телемедицина пысăк пулăшу кỹрет. Çакă фельдшерпа акушер пункчĕсенче ĕçлекенсене тĕп больницăри, унти специалистсене республикăри сиплев учрежденийĕсенчи тухтăрсемпе çыхăнса пациентсене вырăнта вăхăтра пулăшу пама пулăшать. Иртнĕ çул çакнашкал 2090 консультаци илнĕ. Фельдшерпа врач 956, тухтăрпа тухтăр 233 хутчен канашланă.
Кадрсем тĕлĕшпе лару-тăру япăх мар. "Ял тухтăрĕ" программăпа кăçал 6 тухтăр, "Ял фельдшерĕпе" 1 специалист ĕçе вырнаçнă. Тĕллевлĕ программăпа И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 20 каччăпа хĕр вĕренет. Вĕсенчен улттăшĕ ординатура тухать. Медицина колледжĕсенче 21 çамрăк пĕлỹ пухать.
Ĕç условине лайăхлатассипе сахал мар тимленĕ. Уçă регистратура пурне те килĕшет. Поликлиника тĕпрен çĕнелнĕ. Диспансеризаци тухмалли кабинетсене пĕрремĕш хута юнашар вырнаçтарнă. Юн анализĕпама та условисем лайăх. Çаксем больницăна килекенсен вăхăтне перекетлеме те пулăшаççĕ. Сĕтел-пукан туяннă. Пациентсене йышăнăва кĕриччен кĕтсе лармалли дивансемпе тенкелсене хăтлăлатнă. Гардероб тунă. Халĕ тумтире кашнийĕ унта çакса хăварать.
Информаци стенчĕсем пур. Вĕсем те интереслĕ. Медицина карттисене упрамалли хранилище пур.
Инфекци уйрăмне тĕпрен юсанă (17539,3 пин тенкĕлĕх). Пĕлтĕр икĕ автомашинăпа пуянланнă. Тĕрлĕ йышши медицина оборудованийĕилнĕ тата ытти те.
Малалла Николай Антонович Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкĕнче пурнăçлама палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Çынсене диспансеризаци кăларса чирсене вăхăтра палăртассине мала хурассине, фельдшерпа акушер пункчĕсенче пуçламăш медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатмаллине, телемедицина технологийĕсемпе ытларах усă курмаллине, çамрăк тухтăрсене тĕллевлĕ программăпа вĕрентессине, специалистсен квалификацине ỹстерессине шута илмеллине çивĕчлетрĕ.
Шăнкăртам, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа, Нăрваш Шăхаль ялĕсенче врач амбулаторийĕсем тума палăртнине пĕлтерчĕ.
- Халиччен мĕн туни - пурте хамăршăн. Çынсен пурăнас кун-çулне вăрăмлатас тĕлĕшпе тата та тăрăшарах ĕçлемелле-ха пирĕн. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем хуларисенчен пĕртте кая ан пулччăр тетпĕр. Çакна тума Чăваш Ен Пуçлăхĕ, сывлăх сыхлавĕн министерстви, муниципалитет округĕн администрацийĕ сахал мар пулăшаççĕ,- терĕ хăйĕн сăмахне вĕçлесе тĕп больница врачĕ Николай Тинюков.
Республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем сиплев учрежденийĕсене юсас, тытса тăрас тĕлĕшпе республикăра лайăххисен йышĕнче пулнине палăртрĕ. Сиплев ĕçĕнче те кăтартуллă вĕсем. Ĕçре çĕнĕ технологисене çул парса вăй хума сĕнчĕ.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов яла сыхласа хăварас ĕçре кашнийĕ тỹпе хывма кирлине палăртрĕ. Çавăн чухне ача çураласси те ỹсĕ. Çамрăк кадрсем кунта таврăнасси те лайăхланĕ.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |