Туберкулеза халăхра ĕлĕк-авал чахотка тенĕ. Вăл ерекен чирсенчен пĕри.
Ученăй-фтизиатрсем кашни çынах туберкулезпа сиенленме пултарнине, анчах ытларах чух организм çирĕппине, чире парăнманнине палăртаççĕ. Çитĕннисенче пуринче те тенĕ пекех (90-95 процент) туберкулеза пуçарса яракан микробсем пур, анчах унпа хăшĕ-пĕри çеç чирлет. Микробактерисем питĕ тỹсĕмлĕ: йĕпе сурчăкри 75 градусра 30 минут вĕретсен, 100 градусра - 5 минутран, типĕ сурчăкри 100 градусра 45 минутран тин вилеççĕ. Пỹрт-çуртра 1-2 уйăх, сĕтре, çура - 10 уйăх, тăпăрчăра 8 уйăх таран пурăнма пултараççĕ. Хĕвел çути 5-10 минутра, хлораминпа хлор извеçĕ те вĕсене часах тĕп тăваççĕ.
Чир камран тата мĕнле ерет?
Инфекци аталанма май паракан факторсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: шалти тата тулти.
Пĕр ушкăнне тĕрлĕ чир-чĕр кĕрет: грипп, хĕрлĕ шатра, ОРЗ, ỹпке шыççи, сахăр диабечĕ, авитаминоз, гипертиреоз.
Тепĕр ушкăнне япăх пурнăçпа йăла условийĕсем, професси тĕлĕшĕнчи сиенсем, час-часах ывăнни, табак туртни, эрех ĕçни кĕреççĕ.
Паллах, ăна сараканĕ - чирлĕ çын. Унăн мĕн пур органĕсем сиенленеççĕ. Анчах та чир чи малтан ỹпкесенче пуçланать. Унтан вăл шăмăсене, çỹлти сывлăш çулĕсене тата хырăмлăха лекме пултарать. Организма микробактерисем сывлăшпа, апат-çимĕçпе е тата ытти япаласемпе пĕрле лекеççĕ.
Сывă мар çын урайне сурни, çемьере пурте пĕр савăтпа тата пĕр алшăллипе усă курни уйрăмах хăрушă.
Уçă формăллă туберкулезпа чирленĕ çынсен шкулсенче, столовăйсенче, апат-çимĕç лавккисенче ĕçлеме юрамасть.
Прививка тутарма ан манăр
Кăкăр ачисене çуралсанах, тепĕр хут 7 çулта прививка тăваççĕ. Прививка тунă ачасем, ыттисемпе танлаштарсан, 2-3 хут сахалтарах сиенленеççĕ, 4-6 хут сахалтарах чирлеççĕ. Кил-çуртра уçă тата активлă формăллă чирлĕ çын пур пулсан ача-пăчан сывлăхне тĕплĕн сăнаса тăмалла. Чирлĕ çынран пĕр уйăх уйрăм усрамалла (санаторинче, ача çуртĕнче), çыннине хăйне вăхăтлăха больницăна вырнаçтармалла. Çапла вара ача тĕрекленет.
Эрех, пирус сиенĕ
Ĕçкĕпе ашкăнакан, пирус туртакан, наркотиксемпе туслă çынсен туберкулез чирĕ вăрахрах, йывăртарах иртет. Алкоголь - вăйлă наркăмăш. Вăл организмăн пур органĕсене те сиен кỹрет. Табак туртакан çынсен юн тымарĕсем хытса хĕсĕннĕ пирки эмелсем чирлĕ çыннăн ỹпкине е ытти органĕсене сăрхăнса кĕреймеççĕ, ăнăçлă сыватаймаççĕ. Табак туртни чире сарăлма та пулăшать.
Наркомансен туберкулез вăйлансах пырать. Вĕсем хăйсен сывлăхне сиплеме тăрăшмаççĕ.
Гигиенăна пăхăнмалла
Çыннăн организмĕ туберкулеза ан парăнтăр тесен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла, санитарипе гигиена требованийĕсене пăхăнмалла, ĕçпе канăва кирлĕ пек йĕркелемелле, апатланмалла, организма пĕрмаях çирĕплетмелле.
Чирлĕ çынпа алă тытса саламлама тата чуптума юрамасть. Пỹлĕме час-часах уçăлтармалла, урайне çусах тăмалла. Çав çын апат çинĕ хыççăн савăт сапана вĕретсе çумалла. Врач хушнине итлемелле.
Ỹпке туберкулезне хăвăрт тупса палăртмалли мел вăл - флюорографи. Çавăнпа та вăхăтран-вăхăта çак меслетпе сывлăха тĕрĕслесех тăмалла.
КАЗАКОВА, тĕп больницăн фтизиатрĕ
Ноябрь 2024 |