Çакна шута илсе Патăрьел муниципалитет округĕнче акана тĕплĕн хатĕрленме тăрăшаççĕ. Яваплă тапхăр умĕн вара умри тĕллевсене палăртма, çĕнĕлĕхсемпе паллашма, çитменлĕхсене пĕтерме агроинженери конференцийĕ ирттереççĕ. "Батыревский" пĕрлешỹ никĕсĕ çинче йĕркеленĕ канашлу "Ял хуçалăх культурисене туса илессин технологи аспекчĕ" темăпа иртрĕ.
Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Раççей ял хуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертỹçи Сергей Павлов, Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн патшалăх çĕр тĕрĕслев пайĕн начальникĕпе Виталий Шашкаровпа карантинти ỹсен-тăрана сăнаса тата вăрлăх пахалăхне тĕрĕслесе тăракан пай начальникĕ Павел Шемякин, Чăваш Республикинчи "Продфонд" генеральнăй директорĕ Василий Викторов, ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, АПК ветеранĕсем, тĕрлĕ банк, ял хуçалăх техники сутакан предприятисен представителĕсем хутшăнчĕç.
Агроинженери конференцин пĕрремĕш пайĕ "Батыревский" пĕрлешĕвĕн тракторпа машина паркĕнче иртрĕ. Канашлăва хутшăнакансем пĕрлешĕвĕн тата "Агромашснаб", "Агро-Технологи", "Авант", "Чувашагрокомплект", "Тимĕр", "Чувашснабкомплект" пĕрлешỹсен тракторĕсемпе, кăкарса çỹрекен хатĕрĕсемпе паллашрĕç. Петр Ялуков директор хуçалăх пирки кĕскен каласа панă май юлашки çулсенче парка чылай çĕнетни, çакăнта туяннă техникăшăн патшалăх субсидилени пысăк витĕм кỹнине каларĕ. Паянхи саманара перекетлĕ тата хăватлă "хурçă утсемпе" тата оборудованисемпе усă курсан çеç туса илекен продукцин хăйхаклăхне пĕчĕклетме май панине палăртрĕ.
Мероприятин малалли пайĕ "Версаль" кафере иртрĕ. Канашлăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçрĕ. Ял çынни çур акине яланах тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илнине, яваплăха туйса ĕçленине пĕлтернĕ май ĕççие инкек-синкексĕр ирттерсе яма сунчĕ, кĕркунне пỹлмесем тулли пуласса шаннине пĕлтерчĕ.
Кăçала валли палăртнă тĕллевсемпе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов паллаштарчĕ. Акара усă курмаллли лаптăк 35700 гектарпа танлашать. Унтан 46,7 процентĕнче е 16500 гектарта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çĕр улми - 650 (1,8), сухан-севок 605 (1,7 процент) гектар никĕсе хывма палăртнă. Выльăх апачĕлĕх культурăсем 16350 гектар йышăнмалла.
Кĕрхи культурăсене пĕлтĕр 2632 гектар акса хăварнă. Кĕркунне те çанталăк типĕ тăнăран вĕсем хăш-пĕр хирте пĕр тикĕс шăтса тухайман, октябрь пуçламăшĕнче çеç вăй илсе кайнă. Хĕллехи тĕрĕслевсем пĕтĕмĕшле илсен тыр-пул аванах хĕл каçнине кăтартнă.
Тухăç пысăк пултăр тесен паха вăрлăхпа усă курмалла. Пĕтĕмĕшле вăл 3311 тонна кирлĕ. "Россельхозцентр" управленин Патăрьелĕнчи уйрăмне тĕрĕслеме 3478 тонна илсе килнĕ. Пурте кондицие ларнă.
Ака ирттерме 2503 тонна минераллă удобрени туяннă, ку вăл кирлинчен 53,6 процент. Илсе килнĕ удобренисенчен 57,2 проценчĕ - аммиак селитри, азофоска - 15,5, диаммофоска - 7,1 процент.
Яваплă тапхăр валли дизтопливо 591 тонна, бензин 170 тонна кирлĕ. Паяна çунтармалли-сĕрмелли материал кирлинчен 52,3 процент хатĕр. Çитменнине ĕç вăхăтĕнче туянаççĕ.
Юлашки çулсенче техника паркĕ çĕнелсе пынине те палăртма кăмăллă. Патшалăх паракан пулăшупа усă курса 2023 çулта 90 ытла единица ял хуçалăх техники тата кăкарса çỹремелли хатĕрсем 270 млн тенкĕ ытлалăх туяннă, вăл шутран 48 трактор, тыр-пул пухакан - 2, выльăх апачĕ хатĕрлекен 3 комбайн.
Паяна акана тракторсен - 50 проценчĕ (2023 çулта 49 процентпа танлашнă), кăкарса çỹремелли хатĕрсен 80 проценчĕ (2023 - 86 процент) тухма хатĕр. Яваплă тапхăрччен шутлă вăхăт çеç юлнă, çавна май ку ыйтупа ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çине тăрсах тăрăшмалла. Çак кунсенче яваплă комисси "хурçă утсемпе" прицепсене тата ытти агрегатсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларма мĕнле хатĕрленине пăхма тухать.
Ĕç кал-кал пытăр, çын сывлăхăшĕн хăрушлăх ан пултăр, çут çанталăка варалас мар тесен техника хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнмалла. Виктор Львов кун пирки уйрăмах тимлĕ пулмаллине каларĕ.
Мероприятире вăрлăхсене чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хỹтĕлемелли мелсем, тăпра пулăхлăхне упрасси, пусă çаврăнăшне тытса пырасси, гербицидсемпе тата пестицидсемпе тĕрĕс усă курасси, вĕсене сапиччен вĕлле хурчĕсене усракансене пĕлтермелли пирки, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене паракан çăмăллатнă кредитсем тата ытти темăна та хускатрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |