Митта Ваçлей фончĕн пуçарăвĕпе çулсеренех чăваш поэзийĕн классикне, тăван халăхăн мухтавлă ывăлне, "Аванград" хаçатăн никĕслевçине - Митта Ваçлейне - хисеп туса творчество ушкăнĕ Юхмапа Пăла тăрăхне çитет.
Пĕлтĕр вара Аслă Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ поэтăмăр 115 çул тултарнине, çавăн пекех творчество каçалăкĕнчи хастарсене хавхалантарма йĕркеленĕ Митта фончĕ 40 çул çитнине паллă тума сумлă делегаци ушкăнĕ каллех Патăрьел муниципалитет округĕнче пулчĕ. Литературăра, ỹнер ĕçĕнче, искусствăра хăйсен вырăнне тупнисем хушшинче Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш Республикин халăх художникĕ Николай Енилин (Неççе Кули) та пурччĕ. Кăçал 85 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленекен ỹнерçĕ ун чухне Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче уçнă "Митта сăнарĕ хавхалантарнă ỹнерçĕсен ĕçĕсем" курава та хастар хутшăнчĕ, хăйĕн творчество "лаççинче" пиçсе тухнă чи илĕртỹллĕ ỹкерчĕкĕсене куракансене пахалама вырнаçтарчĕ. Вĕсем хушшинче ытарайми тăван тавралăха сăнлакан пейзаж та, чăваш çĕрĕн илемлĕ вырăнĕсем те, аваллăха, чăвашлăха, тăванлăха уçса паракан картинăсем тата ытти те пур. Сăрă ăстин кашни ỹкерчĕкĕ хăйне евĕр илемлĕ. Вĕсем çине пăхнăçемĕн пăхас, çут çанталăк ытамĕнче киленес килет...
Ỹнерçĕн ỹкерчĕкĕсем çулне кура мар паянхи кун та чăн-чăн чĕрĕлĕхпе уйрăлса, пурнăç чăнлăхĕпе тỹр килсе тăраççĕ. Çак кунсенче 53 çул алăран киçтĕк ямасăр тăрăшакан художникпа, Митта Ваçлейĕн преми лауреачĕпе Николай Енилинпа çывăхрах калаçма май пулчĕ.
- Чăваш Республикинчи Миттаçăсен хастар ушкăнĕнче пулнăран, чăваш чунлĕ поэтăмăр творчествипе тăтăшах кăсăкланнăран е унпа çыхăннă кашни мероприятинех хутшăннăран-ши мана темшĕн пурте поэтăн портретне ỹкернĕ автор-художник тесе шутлаççĕ. Ку тĕлĕшпе вара манăн çылăхăм пур. Митта Ваçлейĕ умĕнчи парăма татма çывăх вăхăтрах унăн илемлĕ сăнне пир татăкĕ çине куçарма ĕмĕтленетĕп. Ку таранччен вара чăваш поэчĕсенчен Константин Ивановăн, Валери Туркайăн, Валем Ахунăн тата ыттисен портречĕсене çырнă. Чăваш халăх артисткин Нина Григорьевăн эпĕ ỹкернĕпортречĕ ЧАССР 100 çул тултарнине халалланă кĕнекене те кĕнĕччĕ.
Чăнах та ку таранччен пурнăçланă ĕçĕм нумай. Вĕсенчен чылайăшĕ (50 ытла картина) Чăваш наци тата Чăваш патшалăх художество музейĕсенче вырăн тупнă. Юратнă ĕç яланах çынна киленỹ кỹрет. Ку тĕлĕшпе эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Кашни сăнар манăн чунран шăранса тухать. Пурнăçра тепĕр хавхалану та маншăн пĕлтерĕшлĕ. Мăшăрăмпа икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтертĕмĕр. Вĕсем пурте ỹнер шкулĕнчен вĕренсе тухрĕç, пурте чăн чăвашла калаçаççĕ. Шел пулин те, вĕсенчен пĕри те манăн сукмака такăрлатмарĕç. Апла пулин те мĕн пĕчĕкрен алла киçтĕк тытса ỹсрĕç. Пурте хитре ỹкереççĕ. Сăмах май каласан, темиçе çул каялла вĕсен ĕçĕсене шута илсе "Я и моя семья" текен курава та хутшăнтăмăр,- çапла пĕлтерчĕ кĕскен те сăпайлăн çеç хăй пирки Чăваш Енри художниксен пĕрлĕхĕн членĕ Николай Аристархович.
Николай Енилин Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Рунка ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ялта вăтам шкул пулманран аслă классене Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпана çỹренĕ. 10 класра чухне сăрăпа пĕрремĕш портрет çырнă. Пилĕк çул салтакра пулнă хыççăн чун туртнипех И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ художник-живописец, педагог 41 çул преподавательте тăрăшнă. Çав вăхăтрах картинăсем те çырнă. Халăх ỹнерçи 80 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ "Юратнă тăван çĕршывăм" куравĕ унăн творчествине туллин хак паракан хаклавсенчен пĕри. Кăçалхи юбилейĕнче те художник куракана хăйĕн çĕнĕ ĕçĕсемпе савăнтарасшăн.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |