Ырă вăрлăхран паха çимĕç çитĕнет

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2024, 18:49 Просмотров: 286

Нăрваш Шăхалĕнчи Татьянăпа Зот Яковлевсем икĕ ывăлне мĕн пĕчĕкренех тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерме тăрăшнă. Андрейпе Алексей ачаранах ĕçре пиçĕхнĕ, вĕренỹре те ĕлкĕрсе пынă, спортра та хастар пулнă. Тăван çĕршыва юратасси те чĕрисенчех упраннă. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Андрея та салтак аттине тепĕр хут тăхăнма ят тухнă. 1993 çулта кун çути курнă каччă мобилизаци пикенсен тарса та, пытанса та çỹремен, повестка илсенех çĕршыва неонацистсенчен хỹтĕлеме тухса кайнă.

- Салтака кайма çул çитнĕ чухне унăн виçи пĕчĕкрехчĕ, хăй вара питĕ çар ретне тăрасшăнччĕ. Ку ыйтăва татма май тупнă пирĕн ывăл. "Весы çине тăрас умĕн шыв нумай ĕçрĕм", - тесе каласа пачĕ кайран. Пĕчĕкренех инçет çĕрсене кайса курасси килни пирки калатчĕ те, ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ - Алтай тăрăхĕнче службăра тăчĕ, - терĕ сăмах çумне сăмах хушăннă май ялти "Служба" лавккара сутуçăра вăй хуракан Татьяна Николаевна.

Андрей Украинăри ятарлă çар операцинче санитар-стрелок пулса ирсĕрсене хирĕç çапăçать. Эпир Нăрваш Шăхальне командировкăна пынă чухне вăл шăпах тăван тăрăха виççĕмĕш хут курма килнĕччĕ. Çак кунсенчех вара хăй тăракан чаçе каялла таврăнассине пĕлтерчĕ амăшĕ. Кун çути парнеленĕ ывăлна килтен вăрçа кăларса яма мĕн тери йывăрри каламасăрах паллă. Ачи пирки пĕлтернĕ май Татьяна Николаевнăн куçĕ куççульпе шывланчĕ, сасси чĕтрерĕ, апла пулсан та хĕрарăм хăйне çирĕп тытма тăрăшрĕ.

- Андрей хваттерĕнче Кузя ятлă кушак усратчĕ, ятарлă çар операцине каяс умĕн ăна киле илсе килчĕ. Халь унпа иксĕмĕр салтака кĕтетпĕр. Ывăлтан хыпар килессине те систерет мана. Час-часах çыхăнăва тухаймасть, апла пулин те эпĕ кашни ир ăна ăнăçлă кун сунса çырса яратăп. Андрей отпуска килсен упăшкапа пĕрле машинăпа кайса илтĕмĕр. Пỹрте кĕтĕмĕр те - кушак алăк патĕнче хуçине кĕтсе ларать. Ывăла курсан мĕн тери савăнчĕ! - тесе каласа пачĕ Татьяна Николаевна. Сăмах май, Татьяна Яковлевăн пĕр йăмăкĕн ывăлĕ, теприн вара кĕрỹшĕ Украинăри ятарлă çар операцинче. Хальхи вăхăтра кĕрỹшĕ аманнă, госпитальте сипленет.

 Салтакăн ашшĕ-амăшĕ пирки те çырмасăр май çук. Татьяна Николаевна 1968 çулхине Еншик ялĕнче кун çути курнă. Çичĕ хĕр пулнă çемьере, Таня - тăваттăмĕш. Шкултан вĕренсе тухсан вăл райпо сутуçăсем хатĕрлекен курсра пĕлỹ илнĕ. Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Патăрьелĕнче, Турханта, Шăхачра, Аслă Чементе вăй хунă. 1993 çулта Нăрваш Шăхаль каччипе çемье çавăрнă. Зот Васильевичпа пĕр вăхăт Ульяновск облаçĕнчи Нагаткинăра та пурăннă. 1996 çулта, шăпах Алексей çуралнă çул, тăван тăрăха каялла таврăннă та çурт тума пикеннĕ. Кермен пек пỹрт хăпартнă мăшăр. Алă-ура çавăрма ĕне-выльăхне те, сыснисене те усранă. Вăл вăхăтра кил хуçи Патăрьелĕнче автобуспа çынсене турттарнă. 2007 çулта ачисене ура çине тăратас тата вĕсене валли кĕтес тăвас ĕмĕтпе Зот Васильевич Мускава тухса кайнă. Паянчченех вăл унта автобус водителĕнче вăй хурать. Малтан пĕрлехи вăйпа Андрей валли хваттер туяннă. Кĕçĕннин те халĕ кĕтес пур. Алексей авланнă. Мăшăрĕ Шупашкарти пĕр шкулта учительте ĕçлет. Аслашшĕ-асламăшĕн чунне йăпатма мăнук пур. Сăмах май, икĕ ывăлĕ те аслă пĕлỹллĕ, анчах вĕсем ашшĕн çулне суйласа илнĕ.

- Андрей ятарлă çар операцине укçашăн кайнă тесе куçранах калакансем те пулчĕç. Çакă чуна питĕ ыраттарчĕ. Вăл Тăван çĕршыва хỹтĕлет-çке, юта мар... Шалăвĕ унăн малтан та пĕчĕк марччĕ.

Вăрçă çеç хăвăртрах чарăнтăрччĕ, эпир вара салтаксем чĕрĕ-сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнасса чун-чĕререн кĕтетпĕр. Паян вара май пур таран вĕсене хавхалантарма, кил ăшшине çитерме посылкăсем ярса паратпăр, - терĕ Татьяна Яковлева.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика