Этнолог, тĕне тĕпчекен, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Антон Кириллович Салмин (20.10.1949) 75 çул каялла Кивĕ Ахпỹртре çуралнă.
А. Салмин - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выпускникĕ. Вăл 1974-1983 çулсенче хăй пĕлỹ илнĕ университетрах аслă лаборант, ассистент, "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçатра куçаруçă пулса ĕçленĕ. 1986-2004 çулсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче тăрăшнă: аслă, каярахпа тĕп сотрудник, тĕн ăслăлăхĕсен лабораторийĕн заведующийĕ. 2004 çултанпа - Раççей наукисен академийĕн библиотекин наукăн аслă сотрудникĕ тата Аслă Петр ячĕллĕ Раççей наукисен академийĕн антропологипе этнографи музейĕн (Санкт-Петербург) тĕп сотрудникĕ.
Ăсчахăн ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех чăваш халăхĕн фольклорне, йăли-йĕркине, тĕнне, этнологине тĕпчессипе çыхăннă. Вăл халăх сăмахлăхне жанрсем çине пайлас, йăли-йĕркине тĕпчес ĕçре ятарлă методологи йĕркелесе çитернĕ.
Ентешĕмĕр наукăн 270 ĕçĕн, вăл шутра 20 монографин авторĕ. Вĕсен шутĕнче: "Савиры, булгары и тюрко-монголы в истории чувашей", "Академические исследования этнической самобытности чувашского народа", "История чувашского народа: анализ основных версий", "История чувашского народа: савирская гипотеза", "Древние праздники чувашей", "Жертвенные дары у чувашей", "Народная обрядность чувашей", "Предводители обрядов у чувашей", "Семантика дома у чувашей", "Система верований чувашей", "Три чувашских божества", "Колдуны и знахари", "Система религии чувашей", "Праздники, обряды и верования чувашского народа" тата ыттисем те.
Вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
