Вахăта тытса чарма та, малалла ĕрĕхтерме те май çук. Пĕтĕмпех çут çанталăк саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пырать. Акă, кĕçех 2018 сулпа сывпуллашапар. Çак тапхёрта вара эпир паллă пулăмсене, тунă çитĕнÿсене аса илетпĕр, малашлăха илсе каякан çулсене тепĕр хут хаклатпăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕ 2019 çула мĕнлерех туйăм-кăмăлпа кĕнипе кăсăкланса район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пултăмăр.
_ Иртсе пыракан çулталăк эпир пĕр тĕллевпе тăрăшса ĕçленĕрен мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме май пуррине çирĕплетрĕ. Чăннипех те республика аталанăвне хамăр тÿпене хывас тесе чылай тăрăшрăмăр, çавна май 2018 çула начар мар кăтартусемпе вĕçлетпĕр. Уйрăмах РФ Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ «Ылтăн кĕркунне» куравра район ĕçне пысăка хуни савăнтарать. «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕчĕк харпăрлăхлă хуçалăхсене грант пулăшăвне парассине йĕркелессишĕн тăрăшнăшăн» номинацире ылтăн медале тивĕçрĕмĕр. Е тата Раççей Федерацийĕн финанс министрĕн çумĕ Алексей Лавров «Обществăлла финанспа ĕçлес сферăра чи лайăх муниципалитет» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе иккĕмĕш степеньлĕ дипломпа чысланăшăн епле хĕпĕртемĕн? Асăннă çитĕнӳ Юхмапа Пăла тăрăхĕн юлашки тăватă çулти чи паллисенчен пĕри тесе шантарсах калама пулать… Пирĕн ĕçе Раççей шайĕнче хак пани чăннипех те мăнаçлăх туйăмĕсем çуратать.
Малашнехи тĕллевсем те уçăмлă – кашни çыннăн пурнăç шайне ÿстересси, обществăн мĕн пур сийĕн социаллă пурнăçри ырлăхĕ, юратнă районăн аталанăвĕ.
_ Пирĕн тăрăхра темĕнле пысăк промышленность предприятийĕсем çук. Район экономики ял хуçалăхĕнчен нумай килнине шута илсе Рудольф Васильевич калаçăва çак отрасльтен пуçлама ыйтасшăн…
_ Чăнах та çĕр-аннемĕр пире тăрантарать те, тумлантарать те. Çапах та Юхмапа Пăла тăрăхĕн чи пысăк пуянлăхĕ вăл – тăван район çыннисем. Мĕншĕн тесен вĕсем ырми-канми тăрăшнипе çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ те… Акă, кăçал сакăр çынна ĕçри çитĕнӳсемшĕн «Чăваш Республикин тава тив.=л. .=чен.» хисепл. ятпа чыслар.=? В.сен шут.нче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти ОБЖ преподователь-организаторĕ Ю. Васюткин та пур. Юрий Иванович Раççей Президенчĕн премине те тивĕçрĕ. Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулти физкультура учителĕн В. Матюшкинăн вĕренекенĕсем иккĕмĕш çул ĕнтĕ предмет олимпиадинче Раççейре малтисен йышĕнче…
Ял хуçалăхне илес пулсан тырă пучаха ларма пикеннĕ вăхăтра сывлăм нÿрне çеç шанмалли юлчĕ. Çавна пулах районта чрезвычайлă лару-тăру туса хунине пĕлтерме тиврĕ… Типĕ çанталăк витĕм кÿчĕ пулин те районсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче мала тухма пултартăмăр. Çитĕнÿ никĕсĕнче, паллах, мĕн пур çĕр ĕçченĕн тÿпи пур. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх тĕлĕшпе те кăтартусем çулран çул ÿссе пыраçç.?
Юлашки çулсенче Ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕнче çĕнĕ объектсем уçасси йăлана кĕчĕ. Кăçал та ырă пулăма малалла тăсса Ыхра Çырми ял тăрăх территорийĕнчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче 180 ĕне-выльăх вырнаçмалăх ферма, Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи Ф. Ибетов фермер хуçалăхĕнче выльăх пусса тирпейлекен цех хута ятёмёр?
Паян тата Шăнкăртамри Ф. Чабатов фермер хуçалăхĕнче выльăх пуссан юлакан каяшсене ĕçе кĕртекен цех .=леме пикенч.? Çакнашкал объект республикăра çеç мар, федерацин Атăлçи округĕнче те урăх çук. Çĕнĕ объектсем вара çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе пуян…
2019 çулта 130 млн тенкĕлĕх 3 инвестици проектне – Ыхра Çырми ял тăрăхĕнчи Р. Хуснетдинов фермер хуçалăхĕ 250 пуç ĕне выльăх вырна=малёх ферма, Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи И. Хамбиков фермер хуçалăхĕ 120 ĕне выльăх вырнаçмалăх ферма тата Хирти Пикшикре «Молочные Зори» СССПК типĕ сĕт кăларакан завод – пурнăçа кĕртме палăртнă. Çак завод талăкра 100 тонна сĕт йышăнма пултарĕ.
_ Эсир район мулĕ унăн çыннисем терĕр…
_ Çапла. Кирек ăçта кайсан та трибуна çинчен те, сĕтел хушшинче те çак сăмахсене пĕрре мар каланă, калатăп та. Чиновниксен тĕп тĕллевĕ вара çынсемпе килĕштерсе ĕçлесе экономикăна тĕреклетесси. Халăхăн пурнăç шайне хăпартассипе, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассипе, пурăнмалли çурт-йĕр программисене ĕçе кĕртессипе, культура йăла-йĕркине çирĕплетессипе çыхăннă проектсемпе пуçарусем çулталăк тăршшĕпех пурнăçланчĕç. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайрĕç…
_ Рудольф Васильевич, хăшне-пĕрне асăнса хăварар-ха…
_ Еншикпе Татмăшра ФАП уçăлчĕ. Халĕ сакăр ялта çакнашкал пункт ĕçлет. Çак кунсенче Ишлĕре хула шайĕнчи клуб уçрăмăр. Малашне ку тăрăхра юрă-ташă ăстисен йышĕ тата ÿсессе пĕрре те иккĕленместĕп. Çавăн пекех Анат Туçа, Шăхач, Тикеш, Пăлаккасси, Тутар Тимеш, Тăрăн ялĕсенчи культура çурчĕсенче юсав ирттертĕмĕр. +ак .=сене Турхан: Красномайски клуб.сенче =итес =ул тата малалла тёсёпёр? Патăрьелĕнче 154 ача вырнаçмалăх пуçламăш шкул çуртне реконструкцилеме 64 млн тенкĕ тăкакларăмăр. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти спортзала тĕпрен юсарăмăр. Турханти А. Ко-
кель музей-çурчĕн территорийĕ халĕ капăрлăхĕпе туристсене хапăл пулĕ.
Кăçал тĕрлĕ программăпа килĕшÿллĕн 35 çухрăм çул-йĕр тума тата юсама 285 млн тенкĕ уйăрнăччĕ. Сăмах май каласан, ку кăтарту пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах. Çак кĕмĕлпе Шăхачра, Шăнкăртамри Шупашкар урамĕнче, «Первомайск _ Ишлĕ», (5 =ухрём), «Калинино_Патăрьел_Елчĕк» (2,3 =ухрём), «Çĕрпÿ_Ульяновск_Яманчÿрел» (9 =ухрём) тата ытти автоçулсене çĕнĕрен тата юсав ирттерме усă курнă. 13 ялта çул тума проектсем хатĕр….
_ Район мĕнлерех аталанасси ял тăрăх администрацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчен те чылай килет. Халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе вĕсем вырăнсенче еплерех çул-йĕр суйласа илнĕ…
_ 19 ял тăрăхĕ 56 яла пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем çынсен шучĕпе те, территорийĕпе те тĕрлĕрен пулсан та пурте пĕр ĕç тăватпăр. Акă, Туçа ял тăрăхĕ «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет пĕрлешĕвĕ» конкурсра «Чи лайăх ял тăрăхĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Пĕлтĕр конкурсра Ыхра Çырми ял тăрăхĕ палăрнăччĕ. Çапах та алăри пÿрнесем те пĕр пек мар тенĕ пек яланах кĕтнĕ пек пулмасть çав. Иртсе пыракан çулталăкра çурт-йĕр тăвас енĕпе Алманчă, Патăрьел, Сăкăт, Туçа, Тăрăн, Шăнкăртам ял тăрăхĕсем пуçаруллă пулсан, Ишлĕ, Кзыл-Чишма, Шăхач ял тăрăхĕсенче çĕнĕ пÿрт кĕрекинче никам та савăнаймарĕ. +авён пекех +.ньял: +.н. Ахп\рт: Аслё Чемен: Нёрваш Шёхаль ял тёрёх.-
сенче те =урт =.клекенсем сахалли пёшёрхантарать?
Хула хăтлăхĕпе тивĕçтерес программăпа килĕшÿллĕн кăçал Патăрьелĕнче «Юбилейлă» паркпа юнашар 40 автомашина лартмалăх вырăн, Кепе юхан шывĕ хĕррипе, Карл Маркс урамĕнчи нумай хваттерлĕ 63, 64-мĕш çуртсен умĕсене хăтлăх кĕртес ĕçсем пурнăçланчĕç. Шăнкăртамри «Халăхсен туслăхĕ» парк та асăннă программăпах тирпейленчĕ. Пĕтĕмĕшле икĕ ялта 7,6 млн тенкĕлĕх ĕç тунă.
Нумаях пулмасть Патăрьелсен çутă ыйтăвĕ татăлчĕ. Аслă урамра 5 çухрăма яхăн юпасем вырнаçтарса электричество ламписем çакрĕç. Хал. кунта =.рле те кёнтёрлахи пекех?
Тепĕр ырă пулăм вăл _ халăх пуçарнă проектсене республикăри конкурса тăратасси. Унта пăхса тухса лайăххисене укçан парса пулăшаççĕ. 40 процентне вара вырăнти çынсен саплаштармалла. 2019 çул валли 11 ял тăрăхĕ 25 млн тенкĕлĕх 13 проект хатĕрленĕ. Енчен те хамăр тăрăшмасан пире никам та килсе туса памасть. Ҫавăнпа та ял тăрăх пуçлăхĕсен пурнăçран юлмалла мар, тĕрлĕ программăпа конкурса хутшăнмаллах. Вĕсенчен чылайăшĕ кулленхи ĕçре çакна тĕпе хурать те.
_ Юхмапа Пăла тăрăхĕ тĕрлĕ халăхпа пуян. Пирĕн район хаçачĕ те икĕ чĕлхепе тухса тăрать…
_ Пирĕн ним уйăрмалли те çук. Чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ирçесем тата ытти наци çыннисем те килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеççĕ. Малашне те çак ырă туртăм аталанасса шансах тăратăп. Вăл кăна мар, çак сăмахсем çумне Юхмапа Пăла тăрăхĕ ĕçчен халăхпа та пуян тесе пĕтĕмлетÿ тăвас килет ман. Ырми-канми тăрăшнăран ĕнтĕ вĕсем хăтлă пурăнаççĕ.
_ Рудольф Васильевич, паянхи калаçăва вĕçленĕ май район çыннисене мĕн суннă пулăттăр?
_ Пытармастăп, пирĕн татса паман ыйтусем çук мар. Çапах та эпĕ çакна çирĕп ĕненетĕп – пире кирек мĕнле йывăрлăх кĕтсен те эпир вĕсене пĕрле ăнăçлăн çĕнтерсе пырăпăр. Мĕншĕн тесен Патăрьелсем ыттисенчен харпăр хăй вăйне туйнипе, пултарулăхне ĕненнипе, тăван тăрăха юратнипе уйрăлса тăраççĕ.
Хаклă ентешĕмĕрсем! Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй-хăват, шанчăк çуратать. Пурин те кĕтни, ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕр!
Александр Козлов калаçнă
Ноябрь 2024 |