90 çул… Епле пысăк та сумлă тапхăр. 90 кунпа çĕр мар вăл. Шăп та лăп 32 пин те 872 талăк. Çыннăн кун чухлĕ пурăнса ирттерме епле чăтăмлă пулмалла-çке. Пурнăçăн мĕнле кăна тĕрлĕ сукмакĕпе утма тивмест-ши?
Акă, Зоя Ефимовна Андреева, 1930 çулта кун çути курнăскер, шăпах турă парнеленĕ çак вăхăта тивĕçлĕн хыçа хăварса 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Çак çула çитсе пĕрре те йывăрлăхсенчен хăраман Сунька аппа нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Пĕртăвансем мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă, çынран юлас мар тесе хирте пуç çĕклеми тăрăшнă, кил таврашĕнче те пур тивĕçсене те туслăн пурнăçланă.
Ирсĕр фашистсем пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕни çемьене йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. Çамрăк хĕр 11 çула çитеспе вăрçă пуçланнă. Ачалăхран та тухса ĕлкĕрейменскер амăшĕпе, икĕ шăллĕпе ашшĕне вăрçа ăсатнă.11 çулхи хĕрачана амăшĕ кăкшăмпа сăра йăттарнă та Аслă Арапуç шкулĕ патне чуптарнă. Сунька аппа ашшĕ лаша çине ларса хускалса каиччен чупса çитсе, ашшĕне сăраллă кăкшăма тыттарнă. Ашшĕ сăрине ĕçсе ярсан, пĕчĕк хĕрне йăтса илнĕ те, хытă-хытă çупăрласа куçĕсенчен тинкерсе пăхнă. Çакă вĕсен юлашки тĕлпулăвĕ пулнă, кайнă та, çухалнă…
Вăрçă вăхăтĕнче ача çулĕнчен те иртмен пулсан та унăн çитĕннисенчен кая мар тăрăшма, йывăр ĕçре пилĕк авма тивнĕ. 14 çулхи хĕрача хăйĕнчен аслă хĕрарăмсемпе юнашар тăрса сысна ферминче ĕçлеме тытăннă. Унта вăл пĕр улшăнмасăр çичĕ çул тăрăшнă. 1952 мĕш çулта, Сунька аппа, вербовкăпа Мускава тухса кайнă. Унтан килсен, 1953 мĕш çулта, Владимир облаçне торфа ĕçлеме тухса каять. Урамра: «Вăрçă чарăннă!» — тесе кăшкăрса иртнине илтсен мĕн тери савăннине вăл халĕ те ас тăвать. Çакна нихăçан та манас çук тесе палăртать. Ку савăнăçа урăх нимĕнпе те танлаштарма та пултараймастăп тет. Каярахпа вара тăван колхоза малалла ярассишĕн ырми-канми мĕн пенси çулне çитичченех тăрăшнă. Пур çĕрте те тивĕçĕсене вăхăтра тата тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланă. Тăрăшса ĕçлесе вăл чылай хутчен чыса тивĕçнĕ. Унăн килĕнче тĕрлĕ хисеп хучĕсемпе, медальсем иртсе кайнă самантсене аса илтерсе тирпейлĕн упранаççĕ.
Лайăх хĕре ялтан кăлармаççĕ тенĕ мĕн авалтан. Хитре те сăпайлă, ĕçчен те маттур Зояна та Каншел каччиех, Андреев Николай Иванович, куç хывнă.1953-мĕш çулта Николай Ивановичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă пике. Ял çинче сумлă та хисеплĕскерсем пилĕк тĕпренчĕкне тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ÿстернĕ. Шел пулин те нумай çул каялла мăшăрĕ, каярахпа аслă ывăле те вăхăтсăр çĕре кĕреççĕ, Çак йывăр самантсене Сунька аппана шăпах ачисемпе тăванĕсем чăтса ирттерме пулăшнă та. Вĕсене пулах вăл паянхи хĕвел çутипе киленсе, тăватă тĕпренчĕкĕпе, 10 мăнукĕпе тата 7 кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Паянхи куна илсессĕн, пирĕн Сунька аппа, Юрий ывăлĕпе пурăнать.
Сунька аппа çулне кура пĕрре те ватă мар. Вăл сывлăх енчен аптрасах каймасть. Çакă мĕн ĕмĕр тăршшĕпе сывă пурнăç йĕркине тытса пынине кура. Хĕрарăм ытларах чух килте туса илнĕ çимĕçсемпе курăк чейĕпе сăйланма тăрăшать. Тăн енчен илес пулсассăн, Зоя Ефимовнăна вуçех те 90-ра тесе калас килмест. Вăл çав тери ăслă, тавракурăмлă, тавçăруллă асанне-кукамай. Чăваш халăх йăли-йĕркисемпе çыхăннă япаласене халĕ те питĕ аван астăвать.
Сумлă юбилейпа пирĕн хаклă Сунька аппана Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, ООО «Сидели» ертÿçи Александр Иванов, Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Розалия Ефимова, Каншел ял клубĕ çумĕнчи «Çăлкуç» халăх фольклор ушкăнĕ (ертÿçи- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Верликов) саламларĕç. Раççей президенчĕн Владимир Путинăн, Патăрьел район администацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам открыткисемпе пĕрле тав хучĕ парса чысланă май хисеплĕ Зоя Андреевнăна вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунса пысăк хитре чечек çыххипе тата асăнмалăх парнепе савăнтарчĕç.
Сунька аппа пурне те кĕреке хушшине чĕнсе ватта килсе сума сунăшăн, ăна манса кайманнишĕн, вĕсем çамрăк чухне асапланса тăрăшнине хисепе хунишĕн тав турĕ. Пурнете тепĕр юбилейне те пĕрле уявлама йыхравласа ăшă кăмăлпа ăсатрĕ.
Ноябрь 2024 |